Республика хĕле хатĕрленет

7 Чÿк, 2016

Хĕл ларни куçкĕрет. Çанталăк сивĕтрĕ, куллен юр çăвать, çулсене хуплать, çынсемшĕн тĕрлĕ йывăрлăх кăларса тăратать. Çавна май Чăваш Енри çул-йĕр хуçалăхне хĕллехи тапхăра хатĕрлессипе çыхăннă ыйту республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тунтикунсерен ирттерекен канашлу кун йĕркинче тĕп вырăнта пулчĕ.

Республикăри çул-йĕр службисен ĕç калăпăшĕ пĕчĕк мар: вĕсен федераци, регион пĕлтерĕшлĕ тата вырăнти 12 пин ытла çухрăм çула юртан тасатса тирпейлесе тăмалла. Кунсăр пуçне вĕсем çак çулсем çинчи 414 кĕпершĕн те яваплă. ЧР транспорт министрĕ Михаил Резников пĕлтернĕ тăрăх — çак тĕллевпе 14 подряд организацийĕпе килĕшÿ тунă. Хĕллехи вăхăтра çулсем пăрланассине сирме хăйăр, реагентсем, хăйăрпа тăвар хутăшĕ çителĕклĕ хатĕрленĕ. Республика çулĕсене — 248, районсенчи çулсене — 409, хуларисене 139 единица техника пăхса тăрĕ. 15 хăйăр бази /федераци çулĕсем çинче — 9/ хатĕрленĕ. Сивĕ вăхăтра рабочисемпе водительсене ăшăнма ятарлă пÿлĕмсем, техникăна лартма ăшă стоянкăсем уçма йышăннă. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ку ĕç-хĕле пурнăçлама укçа енĕпе чăрмав пулмалла маррине пĕлтерчĕ. «Укçа пур. Яваплă органсен тивĕçлĕ ĕçлемелле кăна», — терĕ.

М.Резников министр автоçулсене хĕле хатĕрлессипе çыхăннă ĕç-хĕле пурнăçланине сăнаса тăма комисси йĕркелени, «Чăвашупрдор» учрежденире дежурнăй диспетчер служби талăкĕпех ĕçлени çинчен пĕлтерчĕ. ЧР Транспорт министерстви хушнипе диспетчер служби муниципалитетсен тата хуласен администрацийĕсемпе çыхăну йĕркеленĕ. Çапла майпа автомат система çул-йĕр хуçалăхĕсен управленийĕн органĕсене тата подряд организацийĕсене çывăх вăхăтри çанталăк çинчен, ытти информацие пĕлтерсе тăрĕ. Республика çулĕсем çинче Улатăр, Вăрнар, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Сĕнтĕрвăрри, Пăрачкав тата Шупашкар районĕсенче çул-йĕр тĕрĕслевĕн çичĕ посчĕ ĕçлет. Федераци трасси çинче — 12. «Вĕсем «Чăвашупрдора» çулсем çинчи лару-тăру пирки пĕлтерсе тăраççĕ. Çул-йĕр хуçалăхĕн организацийĕсем вара вăхăтра вырăна çитсе çула тасатаççĕ», — терĕ М.Резников министр.

Юртан тасатман çул мĕнпе «тĕлĕнтерме» пултарассине иртнĕ канмалли кунсенчи инкексем аван кăтартса пачĕç. Республикăра пассажирсене илсе çÿрекен икĕ транспорт хатĕрĕ аварие лекнĕ, çынсем суранланнă. Шăмăршă тата Етĕрне районĕсенче пулнă аварисенче вара çынсем те вилнĕ. Иван Моторин премьер-министр каланă тăрăх — канмалли кунсене пăхмасăр ÇÇХПИ, çул-йĕр служ-бисен ĕçченĕсем сыхă тăнă, унсăрăн инкек шучĕ ытларах та пулатчĕ-тĕр. Служба тивĕçĕсене ява-плăха туйса пурнăçланăшăн вĕсене республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тав турĕ.

Чÿк уйăхĕн 1-3-мĕшĕсенче Чăваш Ен делегацийĕ — унăн йышне республика Пуçлăхĕ Михаил Иг-натьев, бизнесменсем, предприятисемпе организацисен ертÿçисем кĕнĕ — Коми Республикинче ко-мандировкăра пулчĕ, унти ĕç-хĕлпе паллашрĕ. ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх — визит тухăçлă иртнĕ, икĕ республика правительствисем пĕрле ĕçлеме килĕшÿ тунă, бизнес пĕрлĕх представителĕсем те ăнăçлă контрактсен шутне ÿстернĕ. Сăмахран, «Çĕрулмине мухтав» фирма Коми Республики валли вăрлăх хатĕрлеме калаçса татăлнă. Çитес вăхăтрах Шупашкарти электроаппарат завочĕ Коми предприятийĕсем валли продукци кăларма пуçлĕ.

Валентина БАГАДЕРОВА