Юрий ЗОРИН: Шăл ыратни мĕн таран тертлине лайăх пĕлетĕп
...Умри çул вăрăм та хăрушă. Шанăçа çухатнă çынсем çак çул вĕçне ырă-сывă тухассине ĕненмесĕр ÿпкелешме пуçланă. Сасартăк Данко кăкăрне туртса çурнă, чĕрине алла тытса çÿле-çÿле çĕкленĕ. Вăл хĕвелтен те çутăрах ялкăшнă. Вăрман шăпланнă, тĕттĕм çĕр чатăрĕ çĕрĕк шурлăхра путса пăчланнă. Тĕлĕннĕ çынсем вырăнтан тапранаймасăр тăнă. «Кайрăмăр!» — кăшкăрнă Данко. Хăй малта çунакан чĕрине çÿлте тытса çынсене çул кăтартса пынă. Ватă чикан хĕрарăмĕ Изергиль халапĕнчи çак сăнар ахальтен асăма килмерĕ. Чăваш Енре кăна мар, республика тулашĕнче, ют çĕршывсенче ырă ят çĕнсе илнĕ Юрий Зоринпа калаçнă май пайăрланса тухрĕ вăл. Юрий Александрович та халапри Данко пекех тăван халăх ырлăхĕшĕн тăрăшать, наци пуласлăхĕшĕн чĕререн пăшăрханать. Чăн-чăн патриот!
Паха вăрлăхăн çимĕçĕ ырă
Ваттисен çак сăмахне Зоринсен йăх-тымарĕн кун-çулĕ туллин çирĕплетет. Аслашшĕ Григорий Егорович Егоров ялта хисеплĕ, питĕ яваплă, çирĕп хуçалăх тытакан çын пулнă. Ялта вĕсен çуртне кăна тимĕр витнĕ. Вырсарни пасарĕнче лавкка тытса тăнă. Ашшĕ Мускавра К.Тимирязев ячĕллĕ ял хуçалăх академийĕнче аслă пĕлÿ илнĕ. Тăван тăрăхра нумай çул ертÿçĕ должноçĕсенче ĕçленĕ.
Ашшĕ-аслашшĕн хастарлăхĕ ачине те куçнă. Çак пахалăх Юрий Зорин кăмăл-туйăмĕнче шкулта вĕреннĕ чухнех палăрнă. Пĕр мероприяти те вăл хутшăнмасăр иртмен. Шашка-шахматла вылямалла-и, мечĕк хăваламалла-и, юрласа ташламалла-и, кĕрешмелле-и — ăмăртусене хутшăнни кăна мар, яланах малти вырăнсене йышăннă. Монголире служба тивĕçĕсене пурнăçланă чухне те салтаксем отделени командирĕнчен Юрий Зоринран тĕслĕх илнĕ. Университетра вĕреннĕ чухне ăна курс комсоргĕ, староста, студентсен строительство отрячĕн командирĕ пулма шаннă...
Яланах — малта! Хам хыççăн ыттисене ертсе пымалла! Çак принципсем паян та Юрий Зорин пурнăçĕнче, ĕçĕ-хĕлĕнче тĕпре.
Ачалăхри нуша хистенĕ
— Шăл ыратни мĕн таран тертлине лайăх пĕлетĕп. Ача чухне сахал мар нушаланнă. Пирĕн яла, Куславкка районĕнчи Энтри Пасарне, шăл тухтăрĕсем сайра хутра кăна килетчĕç. Ун чухне ача нумайччĕ, пурне те пулăшма ĕлкĕрейместчĕç, — аса илет Юрий Александрович.
Ача чухне шăл ыратни вăйлă нушалантарнăран вăл шăл тухтăрĕ пулма — çынсене сиплеме, сывă шăл парнелеме — тĕллев лартнă. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн медицина факультетĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн — ирĕклĕн, никама пăхăнмасăр ĕçлес тĕллеве тĕпе хурса — хăйĕн ĕçне йĕркеленĕ.
2003 çулта мал ĕмĕтлĕ çамрăк «Дент-а-мед» стоматологи клиникине никĕсленĕ. «Шăла ыраттармасăр сиплесси» принцип ун чухне компанин тĕп тĕллевĕ шутланнă. Çав çулсенче ку меслетпе республикăра никам та усă курман-ха.
— Малтанхи вăхăтра 20 çын ĕçлетчĕ, пирĕн виçĕ кресло тата лаборатори пулнă. Халĕ виçĕ офис, кашнин хăйĕн лаборатори. Коллективра — 80 ытла çын. Хальхи вăхăтра эпир тума пултарайман стоматологи ĕçĕ çук. Шăла сиплетпĕр, протез лартатпăр, тимĕр керамикăпа та, CAD/CAM технологине тĕпе хурса унсăрăн та ĕçлетпĕр. Профилактика ĕçне пысăк тимлĕх уйăратпăр. Имплантаци енĕпе Атăлçи округĕнче пире çитекенни çук, — ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ Юрий Зорин тухтăр.
“Дент-а-мед” Пĕтĕм тĕнчери стоматологи стандартизацийĕн организацийĕпе нумай çул тачă çыхăну тытать. Голландирен килсе çÿрекен экспертсем тĕнче стандарчĕсене алла илме пулăшаççĕ. Çав вăхăтрах вĕсем Чăваш Енри клиника ĕçне пысăк хак параççĕ.
Клиника “Раççей Стоматологсен ассоциацийĕн инноваци центрĕ” статуса виçĕ хутчен тивĕçнĕ.
Пĕр ĕç тăвакансен туслă пурăнмалла
Патшалăх тата уйрăм çын клиникисенче вăй хуракан стоматологсем туслă çыхăну йĕркелени — Юрий Зоринăн сумлă ĕçĕсенчен пĕри. Чăваш Енри стоматологсен ассоциацийĕн вице-президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканскер республикăри шăл тухтăрĕсен хушшинчи хирĕçтăрăва аван туйнă. Çакă стоматологсен ят-сумне чакарнине те лайăх ăнланнă.
— Пирĕн пĕрлешмелле, туслашмалла, çивĕч ыйтусене пĕрле татса памалла. Чылай шухăшланă хыççăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ патне пырса тухрăм, — палăртать Юрий Александрович. — Эпир пĕр ĕç тăватпăр: çынсене сывлăх, хитре кулă парнелетпĕр.
2007 çулта Ю.Зорин пуçарнипе Чăваш Енре харпăр хăйшĕн ĕçлекен шăл тухтăрĕсен ăслăлăх-практика конференцине пĕрремĕш хут йĕркеленĕ. Ун хыççăн кунашкал тĕлпулусем, çивĕч ыйтусене пĕрле пухăнса сÿтсе явасси, вĕсене татса памалли çул-йĕре шырасси йăлана кĕнĕ. Пысăк тепĕр пулăм — Пĕтĕм тĕнчери стоматологсен кунне çулсерен паллă туни. Уява ялсемпе хуласенчи шăл тухтăрĕсем пухăнаççĕ, юрлаççĕ, ташлаççĕ, савăнăçа пĕрле пайлаççĕ. Кунашкал мероприятисем туслăха çирĕплетеççĕ, пĕр-пĕрин çитĕнĕвĕсене курса ĕçлеме хавхалантараççĕ.
Кунта — чи лайăххисем
Çепĕç чĕлхеллĕ, ырă кăмăллă, ăста алăллă, хăй ĕçне лайăх пĕлекен çын. “Дент-а-мед” клиникăра пахалăхсен çак картине лекекен специалистсем вăй хураççĕ.
Пытармалли çук: кирек хăш предприяти-организаци ертÿçи те стажлă специалиста шырать, кĕтет. Аслă вĕренÿ заведенийĕнчен тин кăна вĕренсе тухнă çамрăксене ĕçе вырнаçма çăмăл мар. Зорин шухăшĕпе вара — опытлă тухтăра çĕнĕрен вĕрентиччен çамрăксене ăс пама ансатрах. Çакна шута илсе клиника студентсене ассистент пек практика ирттерме йыхравлать. Пĕрремĕшĕнчен, çамрăксем капла майпа профессие лайăхрах вĕренеççĕ. Иккĕмĕшĕнчен, укçа та тăваççĕ. Ĕç вăрттăнлăхĕсене çăмăллăн тата хăвăрт алла илекенсен кунтах юлма шанăçĕ пысăк.
— Эпир хамăра тата пациентсене хисеплетпĕр. Çавăнпа тухтăрсенчен çирĕп ыйтатпăр, — тет Юрий Александрович сумлă коллектива çын ăнсăртран лекме пултарайманнине палăртса.
Клиника тухтăрĕсем çулсерен республика, Раççей шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Çавăн пекех вĕсем хăйсен ăсталăхне ÿстерессишĕн те нумай тăрăшаççĕ, конференцисемпе лекцисене, ăсталăх класĕсене хутшăнаççĕ. Çав вăхăтрах ытти регионти ĕçтешĕсене те професси вăрттăнлăхне вĕрентме хал çитереççĕ.
Юрий Зорин хăй те Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав министерствин тухтăрсен пĕлĕвне ÿстерекен институтĕнче лекцисем вулать, вун-вун ăслăлăх статйин авторĕ. Италире, Монакăра, АПШра, Израильте, Грецире, Гонгконгра, Германире, Чулхулара иртнĕ симпозиумсемпе конгрессене хутшăннă, хальхи вăхăтри стоматологи аталанăвне хăйĕн ĕç опычĕ çинче никĕслесе кăтартакан лекцисем вуланă.
Ентешлĕх пуçĕнче
Нумай çул каялла Шупашкар хула пуçлăхĕн парнисемшĕн волейбол тата футбол ăмăртăвĕсем ирттересси йăлана кĕчĕ. Унта республикăри районсен ентешлĕхĕсем хастар хутшăнатчĕç. Анчах малтанхи вăхăтра Куславккасем пурри сисĕнместчĕ. Çакна Юрий Зорин асăрханă та... йăнăша тÿрлетме васканă.
— Хамăр çинчен пĕлтерес, тăван район, ял ыйтăвĕсене пĕрле татса парас, пĕр тăрăхра çуралса ÿснисене пулăшса пырас, пĕрле вăхăта усăллă ирттерес тĕллевпе ентешлĕх йĕркелеме шут тытрăмăр, — вунă çул каялла пуçарнă ĕç-хĕл çинчен аса илчĕ Юрий Александрович.
Куславкка çĕрĕнчен пултаруллă çын сахал мар тухнă. Çак йышра писательсемпе поэтсем те, вĕрентекенсемпе çĕр ĕçченĕсем те, тĕрлĕ профессире пысăк çитĕнÿ тунисем те пур. Вĕсем пĕр шухăшлă пулса ентешлĕхе ертсе пыма Юрий Зорина шаннă.
Тăван тăрăх ырлăхĕшĕн ĕçлесси — ентешлĕхĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Вĕсем район администрацийĕпе, ял тăрăхĕсемпе, депутатсемпе тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Пĕрлĕх районăн обществăпа политика, культура, спорт, социаллă пурнăçне хастар хутшăнать. Вăл пуçарнипе волейбол, футбол, йĕлтĕр ăмăртăвĕсем, авточупусем иртеççĕ. Чылай чухне Зорин тухтăр парнисене çĕнсе илессишĕн тупăшаççĕ.
Юрий Александрович тăван ялĕнчи шкулта Вĕрентекен кунне, Чăваш чĕлхи кунне сумлă паллă тăвассине йăлана кĕртнĕ. Унăн пуçарăвĕпе каярахпа ытти ял тăрăхĕ, кÿршĕ районсем анлă усă курма тытăннă.
— Шкулсене, ялти клубсене пырса кĕретĕн те — чăвашла çырнă пĕр сăмах та курăнмасть. Мĕнле капла? Тăван чĕлхерен вăтанатпăр-и? — тет Юрий Зорин. — Унпа мăнаçланмалла пирĕн. Чăваш чĕлхи кунне паллă тăвас шухăш çуралчĕ вара. Ку пуçарăва вĕрентекенсемпе ачасем те ырласа йышăнчĕç.
Юрий Александрович шкулсемпе ача сачĕсене, библиотекăсене, больницăсене пулăшассине, вĕсен пурлăхпа техника никĕсне пуянлатассине те пысăк тимлĕх уйăрать, чиркÿ хута ярассине, юсаса çĕнетессине те сăваплă ĕç вырăнне йышăнать.
— Çамрăк ăру сывă та вăйлă çитĕнтĕр тесе тăрăшатпăр. Вĕсем Куславкка районĕн чысне республика, çĕршыв шайĕнче хÿтĕлеме пултарччăр, — тет Юрий Александрович.
Ю.Зорин ертсе пынипе тата хăй те хастар хутшăннипе Куславкка районĕн энциклопедине кун çути кăтартнă.
Пĕлтĕр Ю.Зорина тата та яваплăрах ĕç шанса пачĕç. Вăл Чăваш Республикинчи ентешлĕхсен ертÿçисен канашĕн председателĕ пулса тăчĕ. Çĕнĕ ĕçре те вăл хăйне ырă енчен кăтартма ĕлкĕрчĕ. Юрий Зорин пуçарнипе нумаях пулмасть Шупашкарти “Çĕнтерÿ“ паркра ентешлĕхсен Туслăх аллейи уçăлчĕ.
Наци сывлăхĕшĕн тăрăшса
Юрий Зорин — врач-стоматолог-ортопед-хирург-имплантолог. Шăл тухтăрĕн ĕç хатĕрне алла тытса çынсен сывлăхне çирĕплетни кăна мар, ытти меслетпе те нацие сыватма тăрăшать вăл. Чăваш наци конгресĕнче “Сывă наци” комитета ертсе пынă май тĕрлĕ профилактика мероприятийĕ йĕркелет. Тĕслĕхрен, халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса эрех ĕçнин, пирус туртнин сиенĕ çинчен ăнлантарнин усси пуррине палăртать. Вунă çынран пĕри çак усалран писни те — пысăк çитĕнÿ.
Клиникăра час-часах йĕркелекен Уçă алăксен кунĕ пысăк усă парать. Тухтăрсем шăла мĕнле сипленине, ытти процедурăна пурнăçланине курни сывлăхпа шÿтлеме юраманнине ăнланма, теприсене професси суйлама та пулăшать.
Юрий Александрович пурне те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнет. Коллектив членĕсенчен уйрăмах çирĕп ыйтать. Йышра пирус туртакан çын çук. Офиссен хушшинче час-часах ăмăртусем йĕркелеççĕ. Унта тухтăрсем кăна мар, вĕсен мăшăрĕсемпе ачисем те хастар хутшăнаççĕ.
Награда хуçана тупать
Юрий Зоринăн награда, хисеплĕ ят сахал мар. Пĕрремĕшне вăл 2004 çултах тивĕçнĕ. Ун чухне ăна Раççейри Стоматологсен ассоциацийĕ “I степень стоматологи отличникĕ” медальпе чысланă. Кайран РФ Сывлăх сыхлавĕн министерстви Хисеп хучĕпе наградăланă. 2009 çулта “Çĕрçуллăх меценачĕ” медаль хуçи пулса тăнă. “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тухтăрĕ”, “Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ стоматологĕ” хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Унăн I, II степень “Стоматологи умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орденсем пур. Кăкăрне “Раççей Федерацийĕн сывлăх сыхлавĕн отличникĕ” паллă илем кÿрет. Наградăсен шутĕнче “Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” орден медалĕ пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать.
Юрий Зорин — Куславкка районĕн Хисеплĕ гражданинĕ.
Турă панă пилпе
Хăй нушине чунпа туйса пулăшма тăрăшакана халăх юратать, хисеплет, шанать. Юрий Зорин шăпах çавăн йышшисенчен пĕри. Вăл çынна ырă тăвассишĕн вăхăтне те, укçи-тенкине те, вăй-халне те шеллемест.
— Турă саккунĕ çапла: çынна пĕр пуслăх усă туни çĕр пус пулса таврăнать, — тет вăл. — Çакна пурнăçра туйса тăратăп. Кирек епле ĕçе пуçăнсан та вăл пăчланса лармасть. Юлташсемпе пĕлĕшсем кăна мар, пач пĕлмен-палламан çынсен хушшинче те манăн пуçарăва малалла тăсакансем тупăнаççĕ. Вĕсене кăтартса памалла кăна.
Данко пек. М.Горький çак сăнарпа икĕ енлĕ пулăма кăтартать. Пĕрремĕшĕ — çынсене юратса вилме те хатĕрри. Иккĕмĕшĕ — халăх хăйĕн паттăрĕсене хаклама пĕлменни. Чăваш çынни халапри эшкерпе пĕр ретре тăмастех пулĕ. Вăл хăйĕн паттăрĕсене хисеплеме пултарни иккĕлентермест.
Юрий Зорин ялсене час-часах тухса çÿрет, çынсемпе тĕл пулать, калаçать. Çавна май вĕсен нуши-тертне лайăх пĕлсе тăрать, май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Ăшпиллĕх, ырă кăмăл аякран курăнать. Çакна Куславккасем те аван туяççĕ, çавăнпах-тăр ентешĕсем Юрий Зоринра хăйсен саккунлă прависемпе интересĕсене хÿтĕлекене курасшăн: кандидатурине Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ пулмашкăн тăратма сĕннĕ.
Валентина БАГАДЕРОВА
Комментари хушас