Чăваш Ен тата Беларуç: туслăх çирĕпленет
И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ, культурологи докторĕ Владимир Васильев тата ЧНК пресс-службин ертÿçи Зоя Яковлева телережиссер Чăваш автономине туса хунăранпа 100 çул çитнине халалланă “Чăвашсем” ярăмри иккĕмĕш фильма ÿкерме Беларуç Республикине кайса килчĕç. “Шагнувшие в бессмертие” документлă фильмри тĕп сăнарсем — пирĕн ентешсем, Муркаш районĕнчи Елкино ялĕнче çуралса ÿснĕ Николай Волков тата унăн мăшăрĕ Варвара Шапошникова. Вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче Беларуç çĕрĕнче паттăрла пуç хунă.
— Николай Волков шăпи чылай çул хушши паллă пулман. 1948 çулта Чăваш Ен çар комиссариатне вăл хыпарсăр çухални çинчен пĕлтернĕ. 60-мĕш çулсенче тин унăн кун-çулĕ уçăмланнă, — пĕлтерчĕ Владимир Александрович. Ентеш пурнăçĕпе 1981 çултанпа кăсăкланать вăл, унпа çыхăннă документсем пухать, статьясем çырать. 2013 çулта Гродно хулинче пулнă хыççăн çак кăсăклану вăйланнă кăна мар, подпольщиксен пĕрремĕш ушкăнне йĕркеленĕ çын пирки фильм ÿкерес шухăш та йăл илнĕ.
Тепрехинче Владимир Александрович Николай Волков пирки “Коммунизм ялавĕ” хаçатăн редакторĕ пулнă Д.Семеновпа сăмах пуçарнă. Демьян Филиппович ун пирки илтнĕ кăна мар, ывăлне те паллать иккен. Волковсен ачисем фашистсен пусмăрĕнчен тĕлĕнмелле майпа çăлăнса тухнă. Ывăлĕ Георгий Шупашкарта çитĕннĕ, хĕрĕ Нина — Етĕрнере.
...Финн вăрçи вĕçленнĕ хыççăн Николай Волков инженер-строителе Хĕвеланăç Беларуçе çĕнĕ хÿтĕленÿ линийĕсем тунă çĕре ĕçлеме янă. 1941 çул. Вăрçă шавĕ чикĕ патне çывхарсах пынă. Çĕртме уйăхĕн 20-мĕшĕнче Николай Алексеевич çемйине çуралса ÿснĕ тăрăха ăсатма хатĕрленнĕ, анчах ĕлкĕреймен. 22-мĕшĕнче Гродно хулине нимĕç фашисчĕсем пырса кĕнĕ. Волковсем оккупацире тăрса юлнă.
— Коммунист, офицер пулнă çын тăшман тăван çĕре таптанине лăпкăн пăхса ларайман паллах. Николай Алексеевич пĕр шухăшлă çынсене хăй тавра пухса ушкăн йĕркеленĕ. Подпольщиксем вăрçă пуçлансан икĕ-виçĕ эрнеренех тăшманпа кĕрешме пуçланă. Вĕсем салатакан листовкăсем фашистсене самаях тарăхтарнă, унта çырнă сăмахсем бомба çурăлнинчен те хăрушăрах илтĕннĕ. Хăйсене мĕн кĕтнине вĕсем лайăх пĕлнĕ. Харсăрсене вилĕм те хăратайман. Шел, пĕрремĕш подпольщиксен кун-çулĕ кĕске пулнă: йышра сутăнчăк тупăннă. 1942 çулхи нарăс уйăхĕнче Наумовичи ялĕ çывăхĕнче виçĕ пин çынна персе пăрахнă. Çав шутра Н.Волковпа мăшăрĕ те пулнă, — ентешĕн синкер вĕçленнĕ пурнăçне аса илнĕ май пĕлтерчĕ Владимир Александрович.
Подпольщиксен пĕрремĕш ушкăнне йĕркеленĕ чăваш — паян Гродно хулинче пысăк хисепре. 35-мĕш шкулти “Астăвăм упрать” музей Н.Волков пурнăçĕпе ĕç-хĕлне çутатакан стендсемпе уçăлать. Хулара унăн ячĕпе хисепленекен урам пур. Наумовичи ялĕнче 1942 çулхи хĕлле персе пăрахнисене асăнса палăк лартнă. Унта çак синкер кун çулсерен шкул ачисемпе студентсем пухăнаççĕ, вилнисене асăнса чечексем хураççĕ. Пĕлтĕр Николай Волков ятне “Гродно хулин Мухтавлă çыннисем” кĕнекене кĕртнĕ. Кăçал вара 35-мĕш шкула паттăр подпольщик ятне панă.
— Çак ятпа йĕркеленĕ митинга эпир те хутшăнтăмăр. Шкул стени çине Асăну хăми çакнă саманта ÿкерсе илтĕмĕр, — терĕ Владимир Васильев. — Волковсен çемйи пурăннă çурт, Вагнерсен çурчĕ /унта подпольщиксем радио итлеме пухăннă/, нимĕç фашисчĕсем Польша чиккинчен пирĕн çĕршыва тапăнса кĕнĕ вырăнсем, Николай Алексеевич тутарнă ДОТсем, истори пĕлтерĕшлĕ ытти паллă пулăмсемпе паллăсем пулас фильмăн кадрĕсене кĕчĕç.
Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Польшăпа Литва чиккинче вырнаçнă хулана Беларуç Республикин Раççей Федерацийĕнчи посольствин Хусан хулинчи уйрăмĕ тата Россотрудничество пулăшнипе кайнă. Гродно хулинче вĕсене ăшшăн кĕтсе илнĕ, хула администрацийĕн ертÿлĕхĕ тухăçлă ĕçлеме майсем туса панă. Янка Купала ячĕллĕ Гродно патшалăх университечĕн профессорĕ, истори наукисен докторĕ Сергей Пивоварчик тата истори наукисен кандидачĕ Светлана Силова доцент ăслăлăх консультацийĕсемпе пулăшнă, Н.Волковпа çыхăннă вырăнсене кăтартса çÿренĕ.
Владимир Васильев каланă тăрăх — кино ÿкересси экспедицин пĕр тĕллевĕ кăна пулнă. Унран та пĕлтерĕшлĕреххи — Чăваш Ен тата Беларуç Республикин туслăхне çирĕплетесси, культура çыхăнăвĕсене аталантарасси.
— Шупашкар тата Гродно 2009 çулта тăванла хуласем пулнине çирĕплетсе килĕшÿ тунă. Çакна асра тытса Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов салам сăмахĕ тата сехет парса ячĕ, — терĕ Владимир Александрович. — “Сехетсене тĕрĕслесе ярар та пирĕн туслăх тата та çирĕплентĕр”, — тесе парнелерĕм ăна. Çавăн пекех Янка Купала ячĕллĕ Гродно патшалăх университечĕ тата пирĕн университет лайăх хутшăнусем йĕркеленĕ. Беларуç Республикин культура тата искусствăсен университечĕпе /вăл питĕ паллă аслă шкул, 100 ытла институтпа килĕшÿ пур унăн/ Чăваш Республикин культура тата искусствăсен институчĕ малашне пĕрле ĕçлеме калаçса татăлтăмăр. Хальхи саманара культура халăхсен туслăхне çирĕплетме пулăшакан чи пысăк вăй пулса тăрать.
Чăваш тата беларуç халăхĕсен туслăхне аталантаракан тепĕр пулăм вăл — Етĕрнери 2-мĕш шкулта вĕренекенсем /кунти кадетсен класĕ Н.Волков ячĕпе хисепленет/ тата Гродно хулинчи 35-мĕш шкул ачисем пĕр-пĕринпе хутшăнни. Çак çыхăну Беларуçри Раиса Прохорова тата Чăваш Енри Любовь Миронова вĕрентекенсем тăрăшнипе пулса пырать.
Çавăн пекех Владимир Васильев Гродно хулинчи телекурава тата “Гродненская правда” хаçата интервью панă, чăваш халăхĕ, унăн пуян историйĕпе культури çинчен каласа кăтартнă.
Валентина БАГАДЕРОВА