Аслă шкул

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухакан чи лайăх 100 çамрăк специалиста аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен свидетельствăпа чысларĕç.

Чăваш Ен пирки аграри регионĕ теме хăнăхнă. Эппин, аталану та çак тытăмра пуринчен ытла пулмалла пек. Ял хуçалăх предприятийĕсем сулмаклăн ĕçлесе пыччăр тесен вара чи кирли — кадрсем. Шел, хальхи вăхăтра асăннă отрасль производстви лайăх специалистсен тĕлĕшпе пуян теме çук.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ - республикăри чи пысăк вĕренÿ заведенийĕ, нумай профильлĕ аслă шкул. 17 факультетра, виçĕ филиалта /Улатăрпа Канаш хулисенче, Патăрьелĕнче/ 15 пин ытла студент вĕренет.

Subscribe to Аслă шкул