Кадрсен çитменлĕхĕ ура ан хутăр

28 Çĕртме, 2016

Чăваш Ен пирки аграри регионĕ теме хăнăхнă. Эппин, аталану та çак тытăмра пуринчен ытла пулмалла пек. Ял хуçалăх предприятийĕсем сулмаклăн ĕçлесе пыччăр тесен вара чи кирли — кадрсем. Шел, хальхи вăхăтра асăннă отрасль производстви лайăх специалистсен тĕлĕшпе пуян теме çук. Паян ял хуçалăхĕ ытти нумай тытăм пекех çÿллĕ шайри технологисем çинче никĕсленет, анчах çакă этем ресурсĕ кайри вырăна куçнине пĕлтермест — лару-тăрăва куçран вĕçертме юрамастех.

Кадр дефицичĕпе епле кĕрешмелле? Агропромышленноç хутлăхне çамрăксене мĕнле илĕртмелле? Вăхăт ыйтакан специалистсенех хатĕрлет-и ку яхăнта республикăри аграри хутлăхĕнчи пĕртен-пĕр аслă шкул? "Хыпар" Издательство çуртĕнче ĕçлекенсене Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕн ректорĕпе Андрей МАКУШЕВПА тĕлпулу йĕркелеме шăпах тĕп çак ыйтусем хистерĕç. Çийĕнчен организацисен хăйсен хушшинчи тахçан çывăх пулнă хутшăнусене çĕнĕрен чĕртсе тăратас тĕллев те курнăçма хĕтĕртрĕ.

Тĕлпулура "Хыпар" Издательство çурчĕ" АУ директорĕ-тĕп редакторĕ Михаил Арланов чăваш халăхĕн наци пĕрремĕш кăларăмĕ "Хыпар" йĕркеленнĕренпе кăçал 110 çул çитни çинчен асăннă май Издательство çурчĕн истори çул-йĕрĕпе кĕскен паллаштарчĕ, пирĕн хаçат-журнал хускатакан халăха çывăх темăсем çинче чарăнса тăчĕ. Паллах, вĕсем çинчен ял хуçалăх вузĕн ректорĕ те лайăх пĕлет: аслă шкул "Хыпар" хаçата çырăнса илекен хастар партнерсенчен пĕри. Çакнашал çыхăну пурри аван, анчах, икĕ уйăх каялла кăна ректор должноçне тулли правăпа /аслă шкул ертÿçине палăртмалли суйлавра Андрей Евгеньевич ытти кандидатсенчен чылай нумайрах сасă /94 %/ пухса çĕнтерчĕ/ йышăннă Андрей Макушев малашнехи хутшăнусем информаципе ылмашăнни çинче кăна никĕсленмессе, пирĕн пĕрлехи социаллă проектсем "пиçсе тухасса" шанать.

Апла пулин те хальлĕхе "Хыпар", "Хресчен сасси", "Çамрăксен хаçачĕ", "Чăваш хĕрарăмĕ" /пурте "Хыпар" Издательство çуртĕнче тухса тăраççĕ/ хаçатсенче тăрăшакан калем ăстисемшĕн тĕпре ял валли специалистсем хатĕрлекен аслă шкулăн паянхи йывăрлăхĕ-çитĕнĕвĕ çинчен вулакана уçăмлатса парасси пулчĕ. Сас-хура темли те çÿреме пултарать, общество-политика хаçачĕсен вара объективлă информацие кăна сармалла-çке. Çавăнпах чи малтан ректора академи кăçалхи вĕренÿ çулне мĕнлерех пĕтĕмлетÿсемпе вĕçлени çинчен ыйту патăмăр.

— Чĕпсене кĕркунне шутлаççĕ тетпĕр те — аслă шкул хăйĕн çулталăкри ĕç-хĕлне йышăну кампанийĕ вĕçленнĕ хыççăн, урăхла каласан — çурла уйăхĕнче пĕтĕмлетет. Паллах, хăшпĕр кăтартусем çинчен паянах калаçма пулать. Раççей Вĕренÿпе ăслăлăх министерстви юлашки çулсенче ирттерекен аслă шкулсен эффективлăх мониторингне чиперех чăтса ирттертĕмĕр. Экономика направленине пăрахăçлама сĕннĕччĕ — сыхласа хăварма май килчĕ. Аграри тытăмĕнче вăй хуракан экономист банксем валли хатĕрлекеннисенчен раснарах пулмаллине пурте чухлатпăр вĕт, — палăртрĕ Андрей Евгеньевич.

Паллах, çитменлĕхсене те асăнчĕ. Çуллен ял-хула шкулĕсенче аслă класран вĕренсе тухакансен йышĕ сахалланнăран вĕренме кĕрекенсен хушшинче конкурс пĕчĕк шайра е пачах та çук. Çакнашкал лару-тăруран тухма çул шыраса академи ял хуçалăх таварĕсен производителĕсемпе, професси вăтам пĕлĕвĕ паракан организацисемпе, шкулсемпе, çавăн пекех республика ертÿлĕхĕпе те çыхăнусене тачăрах йĕркелесшĕн.

— Чăн та, влаç органĕсем енчен ăнланулăх пурри малалла çирĕппĕн пăхма хавхалантарать. Малашне мĕнле специалистсем кирлĕ пуласси производство еплерех аталаннинчен, тепĕр тесен республикăн пĕтĕмĕшле ÿсĕмĕнчен те килет вĕт, эппин, ĕç-хĕл векторне ăçталларах тĕллемеллине пĕрле канашласа татса памалла, — уçăмлатрĕ шухăшне ректор.

— Паян республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче рабочи профессиллĕ ăстасем те, аслă пĕлÿллĕ специалистсем те çитмеççĕ. Тен, академи хăй хатĕрлекен специалистсен пĕлĕвне тĕрлĕ енĕпе тарăнлатма май тупаять? — ыйту пулчĕ тĕлпулура.

Кадрсем ялсенче çитменнин сăлтавĕсене чылай шутласа кайрĕ Андрей Евгеньевич /шалу пĕчĕкки, пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ.../. Ял хуçалăх академийĕ хăйĕн историйĕнчи ырă йăлине — кирек хăш направленипе вĕренекен студента рабочи профессисен никĕсĕсене те вĕрентессине — тавăрас тĕллевлĕ. Çавна май хальхи йышши оборудовани вырнаçтарнă пуян лабораторисенче пĕлÿ парассипе пĕрлех çамрăксене практикăна ытларах явăçтарас кăмăллă. Çак тĕллевпе, ректор палăртнă тăрăх, академи хушма çĕр лаптăкĕсем арендăна илесшĕн.

— Ĕç çыннин çулталăкĕ пулнă май кадр ыйтăвĕнче ĕç династийĕсем пысăк пĕлтерĕшлине палăртас килет. Йăхран-йăха пĕр професси çулĕпе утакансем — пирĕн абитуриентсемшĕн тĕслĕх шайĕнче. Профориентаци ĕçĕнче хамăрăн вăйпа ятарласа йĕркелекен мероприятисенчен кая мар пулăшаççĕ вĕсем. Хаçат-журнал страницисенче эсир, журналистсем, вĕсем çинчен çырсах тăратăр. Çакă та пирĕн ĕç-хĕле лайăхлатма витĕм кÿни мар-и? — палăртрĕ çамрăк ректор.

Ăшă çак тĕлпулу туслă çыхăнăвăн пуçламăшĕ кăна пултăрччĕ эппин.

Ирина ПУШКИНА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.