Чи пултаруллисем, чи маттуррисем!!!

27 Çĕртме, 2018

Çĕртме уйăхĕн 27-мĕшĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухакан чи лайăх 100 çамрăк специалиста аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен свидетельствăпа чысларĕç.

Аслă шкулăн бакалавриатурине пĕтернĕ яшсемпе хĕрсене диплом илнĕ ятпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин /сăмах май, Иван Борисович та кунта ăс пухнă/, университет ректорĕ Андрей Александров, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид Черкесов /Леонид Ильич медицина факультечĕн 22-мĕш кăларăмĕн специалисчĕ/, ЧР вĕрентÿ министрĕ Александр Иванов, официаллă ытти çын саламларĕ, пурнăç çулне ăнăçлă такăрламашкăн ăнăçу сунчĕ. Сăмах май, чыслава тивĕçнĕ çамрăксем — аслă шкулăн 50-мĕш кăларăмĕн специалисчĕсем. Вĕсем 2068 çулта университетран вĕренсе тухакансене халалланă çыру капсулине тĕп корпус умĕнче ятарласа хатĕрленĕ управа вырнаçтарчĕç.

Диплом илнĕ çамрăксем магистратурăра пĕлĕве малалла ÿстерĕç е кăмăла кура ĕçлĕ пулĕç — университетра илнĕ тарăн пĕлÿ вĕсене паянхи пурнăçра тивĕçлĕ вырăн тупмашкăн пулăшатех.

 

Рубрика: 

Комментари хушас