Чи лайăххисем

8 Утă, 2016

Чи лайăх 100 выпускнике чысласси И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче ырă йăла пулса тăчĕ. Ăна аслă шкултан вĕренсе тухакансем уйрăмах юратаççĕ, кĕтеççĕ.

Манти тăхăнасси, республика Пуçлăхĕн аллинчен диплом илесси... Ахăртнех, кашни студент çакăн пирки ĕмĕтленет. Анчах... Кунашкал чыс вĕренÿре, ăслăлăх ĕçĕнче, спортра, культура тата общество пурнăçĕнче пысăк çитĕнÿ тунисене кăна тивĕçет.

Университет мухтавĕ пулса тăнисене — 2016 çулхи чи лайăх 100 выпускнике — Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче саламларĕç. Уява республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР вĕренÿ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Светлана Петрова, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.

Михаил Игнатьев республикăри чи тухăçлă аслă шкулсенчен пĕри — И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ — çамрăксен ăс-тăн вăй-халне аталантарма сахал мар укçа-тенкĕ хывнине палăртрĕ. Çакă çĕршыв ертÿçи Владимир Путин регионсен умне лартнă тĕллеве — Раççей экономики çут çанталăк ресурсĕсене пăхăнса тăрассине пĕтересси, кăткăс технологиллĕ производствăсем йĕркелесси — пурнăçа кĕртме май панине пĕлтерчĕ. «Чăваш Республикинче пултарулăха аталантарма, тивĕçлĕ ĕç вырăнĕ тупма майсем çителĕклех, — терĕ Михаил Васильевич çамрăксене малашлăхра ырă сунса. — Паллах, кулленхи пурнăçра йывăрлăхсемсĕр те мар, такăнасси те пулать, анчах пуçа ан усăр. Пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулать».

Чăваш Енре çулсерен çĕнĕ производство лапамĕсем уçăлаççĕ, социаллă сфера об±екчĕсем хута каяççĕ. Çĕршыври пысăк банксен сервис центрĕсем, больницăсем, шкулсемпе садиксем... Вĕсем пурте çамрăк специалистсене кĕтеççĕ. Çавăн пекех республикăри аслă шкулсенчен вĕренсе тухакансем хамăр тăрăхрах хăйсен ĕçне йĕркелеме пултараççĕ. ЧПУ ректорĕ Андрей Александров ĕнерхи студентсем хăйсен малашнехи пурнăçне тăван республикăпа çыхăнтарасса шаннине палăртрĕ. «Тăван тăрăх ырлăхĕшĕн пĕрле вĕренер, пĕрле ĕçлер, Чăваш Енре пĕр çемьери пек туслă пурăнар!» — терĕ вăл. Ректор профессорсемпе преподавательсен тата студентсен пĕрлехи ĕçĕнчи пысăк çитĕнĕвĕсем çинчен каласа кăтартрĕ. Тĕслĕхрен, кăçал «Экономика», «Менеджмент», «Финанссем тата кредит» вĕренÿ программисем пĕтĕм тĕнче аккредитацийĕ витĕр тухнă, ЧПУ — Пĕтĕм Раççейри «Регионсем валли кадрсем» тата «Оборона-промышленноç валли çĕнĕ кадрсем» конкурссен çĕнтерÿçи т.ыт.те. Андрей Юрьевич республика, хула влаçĕсене, РФ Патшалăх Думин депутатне Алена Аршиновăна, партнер предприятисене, преподавательсемпе профессорсене, ашшĕ-амăшне университета, пултаруллă çамрăксене пулăшса пынăшăн тав турĕ.

«Эпĕ сире пурнăçра çăмăл çулпа утма сĕнместĕп. Йывăрлăхсем çынна вăйлатаççĕ, кăмăл-туйăма çирĕплетеççĕ кăна, — терĕ РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова хĕр-упраçпа яш-кĕрĕме вĕренĕве ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламланă май. — Диплом илни çĕнĕ пурнăç пуçланнине пĕлтерет. Сирĕн кашнин пысăк ĕмĕт пур. Паянхи ĕçе нихăçан та ырана ан хăварăр». Медицина факультетĕнчен вĕренсе тухакан Елена Соленова чи лайăх 100 студент ячĕпе тăван республика ырлăхĕшĕн вăй хума шантарчĕ.

Вăхăт шăвать. Васкамасăр, сисĕнмесĕр... Ĕнер кăна студентчĕ, паян алăра — диплом. Кăçал 3392 çын И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра аслă пĕлÿ илнине çирĕплетекен документ илет, вĕсенчен 347-шĕн — хĕрлĕ диплом.

Валентина БАГАДЕРОВА

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.