Шывра та путман, вутра та çунман хĕрарăм

21 Çĕртме, 2016

Çын тата шăпа... Çак çыхăну тĕрлĕрен пулать: телейлĕ, йывăр... Пĕрисем ырлăхра ĕмĕрне ирттереççĕ. Теприсен кун-çулĕ тумхахлă, инкек-синкерлĕ. Апла пулин те пуçĕсене усмаççĕ çавăн йышшисем. Шăпа пÿрнĕ йывăрлăхсене çĕнтерсе пыракансен кăмăлĕ çирĕпленет, чун-хавалĕ вăйланать, ăс-хакăлĕ пуянланать. Хастарлăхпа, ырă кăмăлпа, ăшпиллĕхпе палăрса тăракансен, çынна ырă тăвассишĕн çунакансен йышне Чăваш Республикинчи Салтак амăшĕсен комитечĕн председательне Лариса Егоровăна кĕртессĕм килет. Çак хĕрарăм çичĕ «тамăк хуранĕнче» вĕренĕ, анчах хуçăлман. Пурнăçа юратни, çынсене хисеплени Лариса Ивановнăна чĕрĕлĕх парса тăрать, общество ĕçне хастар хутшăнма вăй хушать.

Çурçĕр Кавказра 23 хутчен пулнă

Беларуç Республикинче çуралса ÿснĕ Лариса Егорова чăваш çĕрне 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче килнĕ. Алла диплом илнĕ хыççăн ăна кунта ĕçлеме янă. Кунтах пулас мăшăрне тĕл пулнă, çемье çавăрнă, пурнăç авăрне кĕрсе кайнă. Анчах вăл амăшĕ пĕчĕкрен вĕрентсе ÿстернине — юлашки татăка çурмалла пайла, юттине ан хапсăн, ан ăмсан — нихăçан та манман. Çак сăмахсем ăна пурнăç çулне тытса пыма пулăшаççĕ ахăртнех

— Калининград çывăхĕнчи поселокра пурăннă чухне анне патне çамрăк хĕрсем, нумай ачаллă амăшĕсем кĕпе, ытти япала çĕлеттерме пыратчĕç. Никамран та пĕр пус та ыйтман вăл. Турă парать тетчĕ яланах, — аса илчĕ Лариса Ивановна.

Ку тарана çитсе вăл пысăк чинлă çынпа сахал мар паллашнă, такампа та усăллă çыхăнусем йĕркеленĕ, анчах пĕрре те хăйшĕн мар, инкеке лекнисене пулăшассишĕн тăрăшнă. Çак ăнтăлу ăна Салтак амăшĕсен комитетне илсе çитернĕ.

— Комитета Надежда Котькова ертсе пынă вăхăтра хаçатсенче час-часах тĕрлĕ статья пичетленетчĕ: пĕри салтакран аманса таврăннă, теприсене пулăшу кирлĕ, унта ачасем тăлăха юлнă... Май килнĕ таран пулăшма тăрăшнă. Хăçан икçĕр тенкĕ, хăçан виççĕр тенкĕ параттăм. Çăнăх, кĕрпе, хуçалăхра кирлĕ ытти япалапа та пулăшнă, — хăй общество ĕçне кÿлĕннĕ çулсене аса илсе калаçрĕ Лариса Егорова.

Çуккине те çурмалла пайлама хатĕр çынна 2002 çулта комитета ертсе пыма шаннă. Çав самантранпа вăл ывăлĕсене салтак атти тăхăнтартнă хĕрарăмсемшĕн кăна мар, инкеке лекнĕ çемьесемшĕн, тăлăхсемпе пурнăçăн тумхахлă çулĕ çинче такăннă çынсемшĕн чăн-чăн тĕрев, çăлăнăç пулса тăнă.

Лариса Ивановна Çурçĕр Кавказ çар округĕнче, Бесланра, Буденовскра, Ханкалара 23 хутчен пулнă. Яланах унта çар тивĕçĕсене пурнăçлакан чăваш каччисене, вĕсен çемйисене хавхалантарассине, пулăшассине тĕпе хунă. Чечня Республикинче, хĕрÿ ытти вырăнта çĕр-çĕр çамрăк çапăçнă, пĕрисем пуç хунă, теприсем хыпарсăр çухалнă... Лариса Ивановна хăй те салтак амăшĕ: ывăлне çара ăсатнă хĕрарăмăн чĕри мĕнле тапнине аван ăнланать.

Анне чĕри пысăк

Егоровсем 13 ачана воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Çиччĕшĕ хăйсен, улттăшне усрава илнĕ. Халĕ Лариса Ивановнăн ултă хĕрпе ултă ывăл тата 12 мăнук. Пĕр ывăлĕ 2007 çулта пурнăçран сарăмсăр уйрăлнă. Çулталăкран мăшăрне юлашки çула ăсатнă.

— Çичĕ тамăк хуранĕнче вĕренĕ эпĕ, — иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсене Лариса Ивановна пăлханмасăр аса илеймест. — Çĕнйĕркелÿ пуçлансан укçа вырăнне тавар пама пуçларĕç. Анчах хуçалăхра кĕреçепе витре, çăнăхпа кĕрпе кăна кирлĕ мар-çке. Ачасемпе ир-ирех вăрмана тухса каяттăмăрччĕ. Мĕн чухлĕ сиплĕ курăк пухнă-ши эпир? Аптекăна кайса параттăмăрччĕ. Çав укçапа ачасене тумтир, ытти япала туянса панă. Пире никам та пулăшман. Тата эпĕ яланах выльăх усранă.

Лариса Ивановна хăшпĕр хĕрарăмран тĕлĕнет, вĕсене ăнланма пултараймасть:

— Амăшĕн правинчен хăтарма пуçлаççĕ те эх тытăнаççĕ вара: «Ачасене чей вĕретсе ĕçтерме те укçа çук!» Тархасшăн, кай вăрмана. Унта мĕн чухлĕ сиплĕ курăк. Çĕр çырли, хурлăхан çулçисене пуçтар. Хĕлĕпе чей ĕçме çитет. Тÿлевсĕр тата сиплĕ. Кахал пулни пĕтерет.

Лариса Ивановна — республикăри салтак амăшĕсен хÿтлĕхĕпе тĕрекĕ. Уйрăмах Чечня Республикинчи хĕрÿ тапхăрта унран пулăшу ыйтакан йышлă пулнă. Никама та хирĕçлемен вăл: килти ĕçе пăрахса тухса кайнă, вырăна çитсе çивĕч ыйтусене татса панă. Мирлĕ пурнăçра та салтак атти тăхăннă каччăсемпе тĕрлĕ инкек сиксе тухма пултарать. Паян та Лариса Ивановна çар чаçĕсенче час-часах пулать. Йывăр ыйтусене хускатнисĕр пуçне чăваш каччисене парнесемпе, ăшă сăмахсемпе хавхалантарма тăрăшать.

Унăн хăйĕн те ултă ывăлĕ Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Шел, Лариса Ивановна тĕлне те инкек сиксе тухнă: ывăлне службăра пĕрле тăракансем вăйлă хĕненĕ. Эх, анне чĕри! Чăтать вăл тата каçарма пĕлет.

— Ывăла хĕненĕ салтакпа тĕл пуласшăнччĕ, ăна куçран пăхасшăнччĕ. Анчах мана ун патне кĕртмерĕç. Вара апат-çимĕç, куллен кирлĕ ытти япала туянса патăм. Тÿрех тухса каймарăм-ха, тем кĕтнĕн пĕр хушă çавăнтах тăтăм. Офицер тухса печени чĕркенĕ хут татăкне тыттарчĕ. Унта хайхи ача каçару ыйтса çырнă, — Лариса Ивановна калаçнă чухне куçĕнчен куççуль тухать. — Каçартăмăр. Ывăл та усал сунмарĕ. Çапах та ăна икĕ çуллăха дисбата ăсатрĕç.

Пурне те укçапа виçеймĕн

— Сирĕн Сочире дача та пур пулĕ-ха? — тесе ыйтакансем те çук мар.

— Ĕненетĕр-и: çук, — яланах çапла хуравлать Лариса Егорова.

Сехетпе е уйăхпа шутласа тÿлеççĕ-и? Кунашкал ыйту та пĕр хутчен кăна пулман. «Эпĕ тÿлевсĕр ĕçлетĕп» тени те чылайăшне тĕлĕнтерет.

Чăнах та унăн пуянлăхпа мухтанмалли çук. Çулталăк каялла Шупашкарта çурчĕ çунса кайнă хыççăн вăл Етĕрне районĕнчи Исментер ялĕнче кивĕ йывăç пÿрт туяннă.

— Хуçи вунă çул каялла çĕре кĕнĕ. Халĕ çурта майĕпен йĕркене кĕртсе пыратпăр-ха. Ачасем пулăшаççĕ. Акă, выльăхсем валли сарай туса пачĕç. Мунча хутса яратпăр кĕçех. Пÿрт умĕнчи пахча картине хамах тытрăм, — хуçалăхне кăтартса çÿрерĕ Лариса Ивановна.

Выльăх-чĕрлĕх йышлă усрать вăл. Ĕне, пăру, качакасем, виçĕ сысна, тăватă кролик, карта тулли хур-кăвакал, чăх-чĕп... Пахчара речĕпе йăрансем туса тултарнă. Кашни кун виçĕ сехетре ура çине тăрать вăл.

— Тăххăрччен çывăрсан чире каятăп. Ĕне сумалла, сĕт памалла, выльăх каяшĕсене тасатмалла. Çак ĕçсене ачасем килсе туса парасса кĕтейместĕн. Тата виçĕ мăнук ман патра пурăнать, вĕсене те пăхмалла. Акă ирех япалисене çуса çакрăм, типнĕ те ĕнтĕ, — вăл е ку ĕçе тунă хушăра манпа калаçма ĕлкĕрет Лариса Ивановна.

Вăр-вар çак хĕрарăма пăхатăп та... тĕлĕннĕçем тĕлĕнетĕп. Вăл вĕт вырăнпа выртнă çын. Йывăр чир ăна ураран ÿкернĕ. «Хам тĕллĕн утса çÿрекен пулнăшăн кашни кун Турра тав тăватăп. Çын куçĕнчен пăхса пурăннинчен пысăкрах нуша çук. Чăтма çук ырату вăл», — тет Лариса Ивановна. Мĕн таран пысăк хăват, вăй-хал тапса тăрать унăн чун-чĕринче. Хăйне хăй çеç мар, ыттисене те хавхалантарма, пулăшма мехел çитет унăн. Укçа ыйтмасăр, тав сăмахĕ кĕтмесĕр... Лариса Егорова пурнăçĕнчи çакна çирĕплетекен тепĕр тĕслĕх асăма килчĕ.

...Пĕррехинче Патăрьел тата Комсомольски районĕсенчен салтака кайнă ачасем Челябинск тăрăхĕнче çухалнă. Амăшĕсемпе пĕрле вĕсене шырама Лариса Ивановна та çула тухнă. Чулхулана çитиччен таксипе кайнă.

— Салтак амăшĕсен комитечĕн председательне миçе тенкĕ тÿлерĕр? — кăсăкланнă таксист.

— Пин тенкĕ, — хуравланă хĕрарăмсем.

Арçыннăн куçĕсем чарăлнă:

— Сирĕн умăрта пуçа таятăп!

— Çак сăмахсенчен пахи мĕн пултăр, — тет Лариса Ивановна. — Ăнланатăр-и: мĕнпур япалана укçапа хаклаймăн. Юрĕ, вунă пин илĕп çав çынсенчен. Кайран чун ÿкĕнме пуçлать-çке. Мĕнле нушапа тупнă вĕсем çав укçана? Мĕн çини, мĕн ĕçни пĕлтерĕшлĕ мар. Çак пурнăçра хăвăн хыççăн мĕнле йĕр хăварни пĕлтерĕшлĕрех.

Суйнине, улталанине чăтма пултараймастăп

Манăн шухăшăмпа — Чăваш Республикин Салтак амăшĕсен комитечĕн председателĕ пирки усал калакан тупăнмастех. Вăл нумай ачаллă çемьесен, салтак амăшĕсен нуши-тертне çăмăллатассишĕн вăй хурать, çĕнĕ ăру Тăван çĕршыва хисеплекен, юратакан çынсем пулса ÿсчĕр тесе тăрăшать. «Эпĕ урăхла пултараймастăп», — Валентина Толкунова юрринчи çак сăмахсем уншăн пурнăç никĕсĕ пулса тăнă.

— Шел, юлашки çулсенче ăрусен çыхăнăвĕ хавшаса пырать. Ачасем 3-4-мĕш ăрури тăвансене мар, тепĕр чухне аслашшĕ-асламăшĕн ячĕсене те пĕлмеççĕ. Мăшăрсем уйрăлаççĕ те аслашшĕ-асламăшне мăнукĕсемпе тĕл пулма, вĕсенчен канфет та пулин илме чараççĕ. Çакнашкалли чуна ыраттарать, — тет Лариса Ивановна.

Паян Лариса Егорова патриотизм ыйтăвĕсемпе ĕçлессине пысăка хурать. Çак тĕллевпе вăл вĕренÿ заведенийĕсене час-часах тухса çÿрет, пулас салтаксемпе, нумай ачаллă çемьесемпе тĕл пулусем йĕркелет, парнесемпе хавхалантарать. Юсанмалли учрежденисенче те, республикăри тĕрлĕ ял-хулара та ăна час-часах курма хăнăхнă. Поэзи те ют мар уншăн, 600 ытла сăвă çырнă вăл. Аннесене халалласа гимн хайланă. «Баллада о жизни» ятлă кĕнеке кăларнă.

Лариса Егорова Чăваш Енре кăна мар, Раççейре, Чечня Республикинче паллă çын. 2007 çулта унăн ятне «Раççейри чи лайăх çынсем» энциклопедине кĕртнĕ. Çемйинчи ултă çын Кавказра службăра тăнăшăн наградăсене тивĕçнĕ. Раççей Федерацийĕнче кун пекки урăх çук. Хăйне Чечня Республикинчи пархатарлă ĕçсемшĕн çичĕ хутчен тĕрлĕ наградăпа чысланă.

— Пурнăçри кашни саманта хаклатăп. Çитмĕл çула çывхарса пыратăп. Хама çĕр çулччен пурăнма хушу панă эпĕ, — пĕлтерет Лариса Ивановна. — Пăхăнма юратмастăп. Çирĕп кăмăллă эпĕ, хушăран хытă ятлама та пултаратăп. Тепĕр чухне вара эпĕ питĕ ырă. Çывăх çынсем икĕпитленнине, суйнине чăтма пултараймастăп, çавăн йышшисене нихăçан та каçарас çук. Этемĕн çын сăн-сăпачĕллĕ кăна пулмалла мар. Чун-чĕринче ыркăмăллăх, шеллеме пĕлни, пулăшма тăрăшни тĕп вырăн йышăнмалла. Çак пахалăхсем пулмасан этем мар вара вăл.

Валентина БАГАДЕРОВА

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.