Андрей МИХАЙЛОВ

5 Ака, 2016

Ырă пуçарăвăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăрччĕ

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Федор Мадуров хăйĕн ĕçне чунпа парăннă. Уншăн чи пĕлтерĕшли — пултарулăх. Вун-вун палăк авторĕ кăçал тепĕр ырă ĕç пуçарчĕ: коммерциллĕ мар проект йĕркелерĕ.

29 Пуш, 2016

Альфред ПИМУЛИН: Кире пуканĕпе туслă пулнăшăн анне те ырлатчĕ

Тăвай салинче пурăнакан Альфред Пимулин — чăваш спортĕнчи паллă ят. Вăл кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн нормативне чăваш атлечĕсенчен чи малтан пурнăçланă, çĕршыври чылай ăмăртура çĕнтерсе палăрнă.

25 Пуш, 2016

Атăл хĕрринче пур илемлĕ хула

Куславкка тăрăхне паллă математик Николай Лобачевский чапа кăларнă. Хусан çынни 1840 çулта ку вырăнта çĕр туянса Чăваш Ене сукмак хунă. 15 çул такăрланă вăл ку çула, анчах пурнăçран уйрăлсан ывăлĕсем ученăйăн именине сутнă. Телее, унăн çурчĕ паянхи кун та упранать. Хальхи вăхăтра унта музей ĕçлет. Атăлçи тăрăхĕнчи хулана туристсем кăмăлланин вăрттăнлăхĕ те унпах çыхăннă. Музейсĕр пуçне Куславкка районĕнче паллă вырăнсем татах пур-ха. Вĕсемпе кĕскен паллашар-и?

18 Пуш, 2016

Çуллахи Олимпиадăна хутшăнма Чăваш Енĕн 34 спортсменĕ хатĕрленет

Çулталăк пуçламăшĕнче патшалăх ведомствисем иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, çĕнĕ тĕллевсене палăртаççĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви те çак кунсенче 2015 çулхи спорт сезонĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Ведомство коллегийĕн анлă ларăвĕ «Шупашкар-Арена» пăр керменте иртрĕ.

11 Пуш, 2016

Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни!

Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умне илемлĕ катемпи те килсе тăчĕ. Капăр тумпа, чăваш тĕрри-эрешĕллĕ саппунпа, тухьяпа… Юрă хыççăн юрă шăрантарать, хитре пушмакĕсемпе шакăртаттарса ташлать.

Pages