Комментари хушас

29 Пуш, 2016

Альфред ПИМУЛИН: Кире пуканĕпе туслă пулнăшăн анне те ырлатчĕ

Тăвай салинче пурăнакан Альфред Пимулин — чăваш спортĕнчи паллă ят. Вăл кире пуканĕ йăтассипе спорт мастерĕн нормативне чăваш атлечĕсенчен чи малтан пурнăçланă, çĕршыври чылай ăмăртура çĕнтерсе палăрнă. Вырăнти шкулта чылай çул ĕçлесе РСФСР тата ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн ячĕсене тивĕçнĕ спортсмен тимĕр вăййипе мĕншĕн туслашнă-ха? Çак тата ытти ыйту тавра калаçрăмăр та Альфред Александровичпа.

— Эпир çамрăк чухне нумайăшĕ спортпа туслăччĕ. Шывра ишме кăмăллаттăм, сăнă тата диск ывăтаттăм. Педуниверситетра вĕреннĕ чухне те ишес енĕпе ăсталăха туптанă, анчах кăтартусем япăхрахчĕ. Çарта чухне штанга йăтрăм. Салтаксенчен чылайăшĕ пауэрлифтингпа кăсăкланатчĕ. Эпĕ те ыттисенчен мĕнрен кая: вăйлă, сатур, юн вĕресе тăрать. Хăнăхнă йăлана киле таврăнсан та пăрахмарăм. Кире пуканĕ çĕклеме вара Тăрмăш шкулĕнчи физкультура учителĕ Григорий Петрович Игнатьев вĕрентрĕ. Вăл хăй те пултаруллă спортсменччĕ, 1964 çулта çĕршыв чемпионатĕнче призер пулнă. Пирĕн тăрăхра вăрман вăййисене ирттеретчĕç. Эпĕ те унта кашни çул курма çÿренĕ-ха, анчах ăмăртусене хутшăнас шухăш пулман. Пĕррехинче вара алла кире пуканĕ тытрăм. Икĕ пăтлă снаряда 75 хут йăтса çĕнтерме пултартăм. Çак тапхăртанпа тимĕр вăййинчен уйрăлмастăп.

— Хăй вăхăтĕнче эсир Чăваш Ен рекордне 50 хутчен çĕнетнĕ, çĕршывра — 6 хутчен. Республика чемпионатĕнче 30 хутчен çĕнтернĕ.

— Ăмăртусен шучĕ те çук. Ветерансен йышне тăрсан та вун-вун турнира хутшăнтăм. Тĕрлĕ ăмăртура 300-400 очко пухни те пĕрре мар пулнă. Шел те, юлашки вăхăтра помост çине сахал тухатăп.

— Эсир «Коммунизм ялавĕ» /халĕ — «Хыпар»/ хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн ирттернĕ турнирăн пĕрремĕш паттăрĕ. Çав вăхăта епле аса илетĕр?

— Ăна йĕркелеме пуçланăранпах кашни ăмăртурах призерсен йышĕнче пултăм. Юлашки хут 2013 çулта хутшăнтăм, ун чухне те мала тухрăм. Манăн вĕренекенĕмсем те «Хыпар» турнирĕнче чылай медаль çĕнсе илчĕç. Ăмăртăва яланах çын йышлă хутшăнать. 200 ытла спортсмен пухăнать.

— Сирĕн вĕренекенсен йышĕнче маттур спортсмен сахал мар…

— Вĕсен хушшинче кире пуканçăсем те, çăмăл атлетсем те, штанга йăтакансем те пур. Калăпăр, Павел Сысоев, шел, çамрăклах çĕре кĕчĕ, 1971 çулта Европа чемпионатĕнче 3000 метрлă дистанцире чăрмавсене парăнтарса «бронзăна» тивĕçрĕ. Вăрманхĕрринчи Николай Иванов йывăр атлетикăпа республика рекордне çĕнетрĕ. Нумай енлĕ кĕрешÿре Юрий Кириллов офицер Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ. Тимĕр вăййипе туслисен йышĕнче Тăвайри Георгий Петрова, Вăтаяльти Николай Соколова, Çăлпуçри Виталий Ефимова ырăпа аса илетĕп. Вĕсем республика чемпионачĕсенче сахал мар çитĕнÿ тунă. Хĕрсенчен Кивĕ Пуянкассинчи Елизавета Филиппова уйрăмах савăнтарчĕ. Çамрăк йĕлтĕрçĕ 70-мĕш çулсенче СССР чемпионатĕнче юниорсен ушкăнĕнче çĕнтерчĕ. Вĕренекенĕмсен хушшинче спорт мастерĕсем кăна мар, хăйсен пурнăçне çарпа, педагогикăпа çыхăнтарнисем те йышлă.

— Паянхи яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç пирки мĕн калама пултаратăр?

— Шел те, хальхи çамрăксен хушшинче спорта парăннисем сахаллăн. Унчченхи ачасем питĕ маттур та хастарччĕ, секцисене чылаййăн çÿретчĕç. Халĕ кире пуканĕ йăтассипе ятарлă секци те çук. Тимĕр вăййипе туслисен йышĕ те çултан-çул чакса пырать. Вĕренес текенсем 5-10 çын пур. Вĕсене те хавхалантарса пымалла. Яшсем спортра çитĕнÿ тăвассишĕн мар, кĕлеткене çирĕплетес тĕллевпе çÿреççĕ. Тимĕр вăййине çавăн пекех Мушарти /тренерĕ — В.Белов/ тата Йăнтăрчăри шкулсенче /вĕрентекенĕ — Н.Степанов/ хатĕрлеме тăрăшаççĕ. Хăй вăхăтĕнче Тăвай команди республикăри тĕрлĕ турнирта çитĕнÿсем тăватчĕ, юлашки çулсенче пирĕн кăтартусем чакрĕç.

— Сирĕн хушамат та, ят та хăйнеевĕрлĕ. Аçăр-аннĕр çинчен каласа парсамăр.

— Анне Марфа Пимулинична Пимулина — Чÿкçырми ялĕнчен, тĕне кĕмен чăваш. Анне фронтра медсанчаçре тăрăшнă, вăрçăран таврăнсан та ĕмĕрĕпе больницăра ĕçлерĕ. Атте Александр Иванович Бексер — нимĕç çынни, Алтай крайĕнчен. Унăн мăн аслашшĕсем Иккĕмĕш Кĕтерне патша вăхăтĕнче пирĕн çĕршыва куçса килнĕ. Вăл фронтра артиллерист пулнă. Аннепе иккĕшĕ унта паллашнă. Эпĕ çуралнă çул атте пурнăçран уйрăлнă. Каярахпа анне Павел Самуилов фронтовика качча тухнă. Вĕсем 5 ывăлпа 2 хĕр çуратса ÿстерчĕç. Анне вăйлă хĕрарăмччĕ, 80 килограмлă михĕсене ним мар йăтатчĕ çамрăк чухне. Мана эсĕ аннÿ пек патвар тетчĕç, сăнпа вара аттене хывнă.

— Темиçе килограмлă снаряда çĕклемешкĕн, чăн та, салма нумай çимелле. Сире çывăх тăванăрсем спорта пăрахма ÿкĕтлемен-и?

— Нихăçан та. Анне те ырласа йышăнатчĕ. Спортпа туслă пулни сывлăхшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ пулнине вăл та ăнланатчĕ. Ачасене те сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентетĕп. Спорт секцисене çÿрекенсем çирĕп те тĕреклĕ, таса чун-чĕреллĕ, вĕсен кăмăлĕ яланах çĕкленÿллĕ. Кашни çынна спортпа туслă пулма чĕнсе калатăп.

Андрей МИХАЙЛОВ калаçнă

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.