Андрей МИХАЙЛОВ

17 Çу, 2016

Помост çинче те, пурнăçра та çума-çумăн

“2012 çулхи чÿк уйăхĕнче паллашрăмăр эпир. Шупашкарта “Хыпар” хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пынă турнирта”, — çапла пуçларĕç калаçăва кире пуканĕ йăтассипе спортăн тĕнче класлă мастерĕсем Олегпа Джанита Щербинсем.

13 Çу, 2016

Акимовсемпе мăнаçланатпăр

2013 çулхи хĕллехи Универсиадăран çĕнтерÿпе таврăннă биатлонисткăна Татьяна Акимовăпа /ун чухне — Семенова/ унăн вĕрентекенне Анатолий Акимова ЧР Правительство çуртĕнче чыслани халĕ те куç умĕнчех-ха.

12 Çу, 2016

Акимовсемпе мăнаçланатпăр

2013 çулхи хĕллехи Универсиадăран çĕнтерÿпе таврăннă биатлонисткăна Татьяна Акимовăпа /ун чухне — Семенова/ унăн вĕрентекенне Анатолий Акимова ЧР Правительство çуртĕнче чыслани халĕ те куç умĕнчех-ха. Паян, акă, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултаруллă спортсменкăпа тренера тепĕр хут йышăнчĕ.

5 Çу, 2016

Вампилов пьесисем кивелмеççĕ

Çуллахи кунсем ытармалла мар хитре те илĕртÿллĕ, анчах эпир çак илемпе киленсе пурăнма пĕлместпĕр. Хамăр тавра мĕн пулса иртнине, куç умĕнчи çынсене сăнамастпăр. Ялан тем шыратпăр, вăрçăнатпăр, пĕр-пĕрне ăмсанатпăр...

5 Çу, 2016

«Шикленсен те тăвайккине хăпаратчĕ»

Çĕнĕ Лапсарта пурăнакан Альбина Семенова хăйĕн маттур та пултаруллă хĕрĕпе чăннипех мухтанать. Унăн хĕрĕ — Раççей биатлонисчĕ, 2013 çулхи Универсиада çĕнтерÿçи, çĕршыв чемпионки Татьяна Акимова. Кăçал вăл тĕнче кубокĕн тапхăрĕсене хутшăнма тивĕç пулчĕ. Альбина Николаевнăна хĕрĕ çинчен каласа кăтартма ыйтрăм.

Pages