Комментари хушас

13 Çу, 2016

Акимовсемпе мăнаçланатпăр

2013 çулхи хĕллехи Универсиадăран çĕнтерÿпе таврăннă биатлонисткăна Татьяна Акимовăпа /ун чухне — Семенова/ унăн вĕрентекенне Анатолий Акимова ЧР Правительство çуртĕнче чыслани халĕ те куç умĕнчех-ха. Ĕнер, акă, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пултаруллă спортсменкăпа унăн тренерне тепĕр хут йышăнчĕ.

Сăлтавĕ те пур. Татьяна Акимова ку сезонта спортра самаях пысăк çитĕнÿсем турĕ: Раççей чемпионачĕпе кубокĕнче, Пĕтĕм тĕнчери биатлонистсен союзĕн кубокĕнче ылтăн медаль çĕнсе илчĕ, çĕршывпа республика чысне тĕнче ăмăртăвĕсенче чыслăн хÿтĕлесе «Новичок года» ята тивĕçрĕ. Чăваш хĕрĕ спортăн тĕнче класлă мастерĕн нормативне те çав турнирсенчен пĕринче тултарнăччĕ, анчах паянхи кунччен çак ята тивĕçнине ĕнентерекен удостоверенипе паллăна алла илейменччĕ-ха. Михаил Васильевич сумлă çак ĕçе хĕпĕртесех пурнăçларĕ.

Тĕлпулăва çавăн пекех Татьянăн мăшăрĕ Вячеслав Акимов та хутшăнчĕ. Сăмах май, вăл та çĕршыв чемпионачĕсемпе кубокĕсенче çĕнтерÿсемпе савăнтарчĕ. Биатлонистăн пархатарлă çитĕнĕвĕсене Михаил Игнатьев та пысăк хак пачĕ: ăна сехет парнелерĕ. Вĕсен наставникĕ, ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Анатолий Акимов та ку хутĕнче сумлă наградăсăр юлмарĕ — Чăваш Ен Пуçлăхĕ ун кăкăрĕ çине «РФ физкультурăпа спорт отличникĕ» паллăна çакрĕ.

«Эсир çитĕнекен ăрăва пысăк тĕслĕх кăтартатăр. Сирĕн çитĕнĕвĕрсем паянхи ачасене спортпа туслашма тата сывă пурнăç йĕркине тытса пыма хавхалантараççĕ. Çавăн пекех эсир çамрăксемшĕн çемье хаклăхĕсен ырă тĕслĕхĕ пулса тăтăр. Спортсмен мăшăрсем пирĕн хушăра сайра тĕл пулаççĕ. Эсир — спорт пуласлăхĕ, çĕршыв мухтавĕпе республика мăнаçлăхĕ», — терĕ Михаил Васильевич. Вăл биатлонпа йĕлтĕр спортне аталантарас тĕллевпе Чăваш Енре ырă ĕçе пуçăннине аса илтерчĕ: çывăх вăхăтра Шупашкарта биатлон центрĕ хута каймалла. Ун проекчĕпе ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков паллаштарчĕ. Тĕлпулу вĕçĕнче ЧР Пуçлăхĕ çĕнĕ комплекс Чăваш Ен çыннисен чи юратнă вырăнĕ пулса тăрасса тата спортсменсен йышĕ ÿсессе шаннине палăртрĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.