Андрей МИХАЙЛОВ

19 Çурла, 2016

Валерий ГЕРАСИМОВ: Халăх ырлăхĕшĕн, халăх валли ĕçлетпĕр

Çулла — хĕрÿ ĕççи тапхăрĕ. Ял хуçалăх предприятийĕсем утă çулса типĕтес, сенаж-силос хатĕрлес, тырă вырас, хăмла татас, пахча çимĕç пухса кĕртес енĕпе вăй хураççĕ. Çак тапхăрта кашни хуçалăхра ĕç вĕресе тăрать.

17 Çурла, 2016

Чăвашсем те — Олимп çулĕ çинче

Аякри Рио-де-Жанейро хулинче Олимп вăййисем пынă май чăваш спортсменĕсен çитĕнĕвĕсем аса килеççĕ. Планетăри чи сумлă ăмăртуран пирĕн ентешсем сахал мар медальпе таврăннă-çке.

12 Çурла, 2016

Хастар физкультурниксене - уяв парни

Кăçал Физкультурник кунне çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çавна май Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă уяв маларах иртрĕ. Унта паллă спортсменсемпе тренерсем, спорт шкулĕн воспитанникĕсемпе вĕрентекенсем, спорт учрежденийĕсен ертӳçисемпе спорт ветеранĕсем хутшăнчĕç.

12 Çурла, 2016

Çамрăксене улталама юрамасть - суйнине вĕсем тӳрех сисеççĕ

Чуна парса ӳстерсен кăна улмуççи вун-вун çул хăйĕн çимĕçне парать, юратса тунă ĕç çеç лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Тренерăн «çимĕçĕ» — спортсменсен çитĕнĕвĕсем.

Pages