Комментари хушас

12 Çурла, 2016

Хастар физкультурниксене - уяв парни

Кăçал Физкультурник кунне çурла уйăхĕн 13-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Çавна май Чăваш патшалăх филармонийĕнче савăнăçлă уяв маларах иртрĕ. Унта паллă спортсменсемпе тренерсем, спорт шкулĕн воспитанникĕсемпе вĕрентекенсем, спорт учрежденийĕсен ертӳçисемпе спорт ветеранĕсем хутшăнчĕç.

Уява пухăннисене чи малтан ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков саламларĕ. Ведомство ертӳçи республикăри спорт аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. Хăйĕн докладĕнче вăл Чăваш Енре пурăнакансенчен 39 проценчĕ спортпа туслине, 50 пин çын ГТО нормисене пурнăçланине, спортăн çĕнĕ объекчĕсем хута кайнине, чăваш спортсменĕсем пысăк ăмăртусенче лайăх çитĕнӳсем тунине палăртрĕ.

Уявра физкультурăпа спорта аталантарассишĕн пысăк ĕçсем тунă çынсене патшалăх наградисем пачĕç, спорт çемйисемпе династийĕсене чысларĕç. Сăмах май, парнесене Йĕпреç районĕнчи Калитовсемпе Çĕнĕ Шупашкарти Васильевсен çемйисем, Улатăрти Григорьевсем /вĕсен спорт отраслĕнчи ĕç стажĕ 158 çулпа танлашать/ тивĕçрĕç. Профессие чунтан парăннă тата пĕтĕм пурнăçне спортпа çыхăнтарнă сумлă çынсене — РФ тава тивĕçлĕ тренерĕпе Михаил Кузнецовпа 80-ри спорт ветеранне Рассых Камалетдинова — уйрăм парнесемпе наградăларĕç. Сцена çине ГТО нормисене пурнăçланă 10 çамрăк та тухрĕ. Чăваш Енри ГТО посолĕ Олимпиада Иванова пултаруллă яшсемпе хĕрсене ятарлă паллă пачĕ.

Физкультурниксене çавăн пекех республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алена Аршинова, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Юрий Попов, «Единая Россия» партин Чăваш Ен регион уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, Олимп чемпионки Елена Николаева саламларĕç. Сумлă хăнасем пухăннисене малашне те спорта çĕклессишĕн чуна парса ĕçлеме, çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине явăçтарассишĕн тăрăшма чĕнсе каларĕç.

Пирĕн çĕршывра Физкультурник кунне 1939 çултанпа паллă тăваççĕ. Спорта юратакансен пĕрремĕш уявĕ утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ. 1945 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа Мускавра Физкультурниксен парадне йĕркеленĕ. Çав тапхăртанпа Физкультурник кунне çурла уйăхĕнче ирттереççĕ.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.