Комментари хушас

17 Çурла, 2016

Чăвашсем те — Олимп çулĕ çинче

Аякри Рио-де-Жанейро хулинче Олимп вăййисем пынă май чăваш спортсменĕсен çитĕнĕвĕсем аса килеççĕ. Планетăри чи сумлă ăмăртуран пирĕн ентешсем сахал мар медальпе таврăннă-çке.

Олимпиада алăкне чи малтан чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Ардалион Игнатьев уçнă. 1952 çулта СССР рекордсменĕ XV çуллахи Олимп вăййисене хутшăнма тивĕç пулнă. Ун чухне вăл çĕршыва медальпе савăнтарайман пулин те тепĕр тăватă çултан 400 метрлă дистанцире виççĕмĕш вырăн йышăннă. Ăмăртăвăн чи пысăк наградине — "ылтăна" — Вăрмар боксерĕ Валериан Соколов /1968/ çĕнсе илнĕ. 1972 çулта Валерий Ярды велосипедист та Олимп чемпионĕн ятне тивĕçнĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче — Валентина Егоровăпа /марафон/ Елена Николаева /хăвăрт утасси/, çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче Владимир Андреевпа Олимпиада Иванова /хăвăрт утасси/, Ирина Калентьева /маунтинбайк/ хăйсен çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтерчĕç. 2012 çулхи Олимпиадăра та пирĕннисем наградăсăр юлмарĕç. Чăваш спорчĕн маттурĕ Татьяна Архипова марафон дистанцийĕнче виççĕмĕш тухма пултарчĕ. Кăçалхи Олимпиадăна пирĕн атлетсене хутшăнма ирĕк памарĕç пулин те РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ Ирина Калентьева /вăл çурла уйăхĕн 20-мĕшĕнче старта тухĕ/ хамăр республика чысне тивĕçлипе хÿтĕлессе шанас килет.

Сăмах май: 10 кун пĕтĕм­ле­тĕвĕпе Раççей спортсменĕсем турнирăн тăваттăмĕш картлашки çине хăпарчĕç. Команда пухмачĕнче хальлĕхе 35 награда, вĕсенчен 11-шĕ — "ылтăн". Çĕнĕ çитĕнÿпе Евгений Тищенко боксер, Сергей Семеновпа Давит Чакветадзе кĕрешÿçĕсем, Денис Аблязин гимнаст /тÿрех икĕ медальпе/ савăнтарчĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.