Андрей МИХАЙЛОВ

11 Çурла, 2016

Олимп тÿпинче çĕнĕ çăлтăр çуталчĕ!

Унăн ячĕ — Дарья Спиридонова

Пирĕн çĕршывра Физкультурник кунне 1939 çултанпа паллă тăваççĕ. Спорта юратакансен пĕрремĕш уявĕ утă уйăхĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ. 1945 çулхи çурла уйăхĕн 12-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа Мускавра Физкультурниксен парадне йĕркеленĕ. Çав тапхăртанпа Физкультурник кунне çурла уйăхĕнче ирттереççĕ.

9 Çурла, 2016

Кĕрлесе тăратчĕ фабрика

ХХ ĕмĕрте Вăрмарти сĕтел-пукан фабрики республикăри чи пысăк та хăватлă предприятисенчен пĕри пулнă. Çав тапхăрта, уйрăмах Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи хыççăн, сĕтел-пукан производстви вăйлă аталаннине кура фабрика пысăк ят-сума, унта ĕçлекенсем хисепе тивĕçнĕ.

28 Çĕртме, 2016

Чăвашсемпе мордвасен тупăшăвĕ

Шупашкарпа Саранск хулисенчи хăвăрт утакансем чылай чухне пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртнипе çапла калаççĕ. Чăваш тата мордва спортсменĕсен тĕрлĕ турнирти кĕрешĕвне курма хăнăхнă ĕнтĕ. Акă кăçал та Шупашкар кÿлмекĕпе «Олимпийский» стадионта иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче тĕл пулчĕç вĕсем.

Pages