Комментари хушас

28 Çĕртме, 2016

Чăвашсемпе мордвасен тупăшăвĕ

Шупашкарпа Саранск хулисенчи хăвăрт утакансем чылай чухне пĕр-пĕрин хушшинче ăмăртнипе çапла калаççĕ. Чăваш тата мордва спортсменĕсен тĕрлĕ турнирти кĕрешĕвне курма хăнăхнă ĕнтĕ. Акă кăçал та Шупашкар кÿлмекĕпе «Олимпийский» стадионта иртнĕ çĕршыв чемпионатĕнче тĕл пулчĕç вĕсем.

Старта 12 регионти 170 атлет тухрĕ. Яланхи пекех ăмăрту ирхи сакăр сехетре хĕрарăмсемпе çамрăксен тупăшăвĕсенчен пуçланчĕ. 25 пике 20 километрлă дистанцире вăй виçрĕ. Специалистсем систернĕ пекех ку стартра Олимп чемпионки Елена Лашманова /Мордва Республики/ çĕнтерчĕ. Дисквалификаци вăхăчĕ вĕçленнĕ хыççăнхи пирвайхи ăмăрту пулчĕ ку унăн. «Йывăр та, çăмăл та пулмарĕ. Çапах кĕрешÿ çивĕччĕ. Çĕнтерес тесе пĕтĕм вăйран тăрăшрăм. Спорта тепĕр хут таврăннă май хама лайăх енчен кăна кăтартас килет», — пĕлтерчĕ спортсменка. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене те Саранск спортсменкисем йышăнчĕç. Ку дистанцире пирĕн хĕрсем те тупăшрĕç, анчах Марина Пандаковăна, Светлана Васильевăна тата Надежда Сергеевăна ку хутĕнче ăнмарĕ. Хĕрсен ăмăртăвĕнче медальпе Клавдия Афанасьева савăнтарчĕ: «Спортăн тĕнче класлă мастерĕ» ята нумаях пулмасть тивĕçнĕскер финиша виççĕмĕш çитрĕ. 2015 çулта юниорсен Европа чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ чăваш хĕрĕ хăйĕн черетлĕ наградишĕн савăнчĕ.

Чемпионат программин каçхи старчĕсем тĕп стадионта иртрĕç. 1999-2000 çулсенче çуралнă хĕрсемпе яшсем — 5000-10000, 17-18-тисем 10000 çухрăма парăнтарассишĕн кĕрешрĕç. Юниорсен тупăшăвĕнче спортăн тĕнче класлă мастерĕ /ку норматива вăл та кăçал тултарнă/ Мария Лосинова пирĕн команда пухмачне «ылтăнпа» пуянлатрĕ.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, РФ пĕрлештернĕ командин аслă тренерĕ Евгений Лукашкин, Шупашкар хула пуçлăхĕ Леонид Черкесов, ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков, Олимп чемпионкисем Елена Николаевăпа Валентина Егорова, Раççей спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕсем Владимир Андреевпа Олимпиада Иванова саламларĕç.

— Чăваш Ен — хăвăрт утакансен спортне аталантаракансенчен пĕри. 8 спорт шкулĕнче 800 ытла çамрăк вĕренет. Ку ăмăрту тĕрлĕ регион спортсменĕсен вăйне тĕрĕслеме, вĕсен хушшинче чи маттуррисене палăртма май парать. Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва спортпа туслаштарать. Республикăра сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансен йышне пысăклатас тата сывлăха тĕреклетмелли условисене лайăхлатас тĕллевпе малашне те çине тăрса ĕçлĕпĕр, — атлетсене ăнăçупа сывлăх сунчĕ Михаил Игнатьев.

Савăнăçлă парад хыççăн старта арçынсемпе яшсем тухрĕç. Ку йышра тĕнче чемпионĕ Александр Иванов, Европа чемпионĕ Николай Марков тата пирĕн ентешсем Петр Трофимовпа Кирилл Фролов тата ытти атлет кĕрешрĕ. Вĕсем нумай тăрăшрĕç пулин те 17-ри Сергей Широбоков /Удмурт Республики/ пуринчен те вăйлăрах пулчĕ. Яшсен тĕнчери турнирĕн çĕнтерÿçи 20 километрлă дистанцие пĕрремĕш хут тухса пысăк çитĕнÿ тума пултарчĕ. Шел те, пирĕн арçынсем лайăх кăтартупа палăраймарĕç.

— Кăçалхи ăмăртура çăмăлах пулмарĕ мана. Хĕллехи стартсенче урана суранлатни те витĕм кÿчĕ. Нумай вăхăт сипленнипе хатĕрленсе çитеймерĕм. Çамрăксемпе тупăшма та йывăртарах. Иртнĕ çулсенчи пекех вăйлă кĕрешÿ пулчĕ, — терĕ Муркаш районĕнчи Исетерккă каччи Петр Трофимов.

Чи йывăр дистанцире те /50 км/ Мордва атлечĕсем тĕлĕнтерчĕç. Олимп вăййисен призерĕ Денис Нижегородов финиша 3 сехет те 44 минутра çитсе ăмăртăвăн чи сумлă парнине çĕнсе илчĕ.

— Кашни спортсменăн тĕллевĕ — Олимпиадăна лекесси, çавăнпа эпĕ паян çĕнтерÿ пирки кăна шухăшларăм. Телее, мала тухма вăй çитертĕм, — терĕ чемпион. Палăртма кăмăллă: 50 километрлă дистанцире кăçал пĕрремĕш хут виçĕ чăваш арĕ ăмăртрĕ. Шупашкарти Олимп резервĕсен ятарлă 8-мĕш спорт шкулĕнче ăсталăха туптакан Артур Николаевпа Михаил Тимофеев чи лайăх 10 спортсмен йышне кĕме пултарчĕç. Вĕсенчен иккĕмĕшĕ Раççей спорт мастерĕн нормативне тултарчĕ.

Çамрăк марафонçăсен йышĕнче вара 19-ти чăваш каччи Роман Георгиев палăрчĕ. Красноармейски каччи пьедесталăн виççĕмĕш картлашки çине хăпарчĕ. Ку награда уншăн иккĕмĕш пулчĕ. Хĕллехи чемпионатра та вăл 35 километрлă дистанцире бронза медаль çĕнсе илнĕччĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.