Олимпиадăра ăмăртасси — кашни спортсменăн ĕмĕчĕ

25 Çĕртме, 2016

Раççей атлечĕсем Рио-де-Жанейрона каяс тĕллевлĕ

Шупашкарти «Олимпийский» стадион çăмăл атлетсен Раççей чемпионатне пиллĕкмĕш хут йышăнать пулин те кăçалхи ăмăрту хăйнеевĕрлĕхпе палăрса тăчĕ. Раççей спортсменĕсене хирĕçле «кампани» пуçарни те атлетсен кăмăл-туйăмне пăсрĕ. Тен, çавăнпа хăшĕ-пĕри хăйĕн кăтартăвĕсене лайăхлатас тĕллевпе çине тăмарĕ курăнать. Пурпĕр чемпионатра хĕрÿ тупăшусемпе çивĕч финалсем, пысăк çитĕнÿпе кĕтменлĕх сахал мар пулчĕç. Кашни ăмăртура чи пултаруллисем вăй виçрĕç. Старта çамрăк спортсменсем те, Олимп чемпионĕсем те, тĕнче тата Европа турнирĕсенче палăрнисем те тухрĕç. Вĕсен йышĕнче 2015 çулта Чăваш Ен тĕп хулинче иртнĕ командăсен Европа чемпионачĕн паттăрĕсене те куртăмăр.

Екатерина Ишова — виççĕмĕш

Чи малтан кĕрешĕве 100 метра парăнтаракансем тухрĕç. Ку ăмăртура çамрăк спринтер, юниорсен чемпионачĕн призерĕ Анна Сивкова çĕнтерчĕ. Пĕлтĕрхи чемпионка Анна Кукушкина /Мускав/ виççĕмĕш пулчĕ. Арçынсенчен çак дистанцире Денис Огаркова çитекенни пулмарĕ.

Чăваш Ен спортсменĕсем те савăнтарчĕç. Стайерсен турнирĕнче Вăрнар хĕрĕ Екатерина Ишова /Горбунова/ бронза медаль çĕнсе илчĕ. «Ку медаль маншăн «ылтăнпа» танах: Раççей чемпионатĕнче эпĕ пĕрремĕш хут наградăллă пултăм. Çĕнĕ çитĕнÿсем тума вăй-хал парать», — терĕ Универсиада призерĕ. Унăн кăтартăвĕ — 15 минут та 55,03 çеккунт. Сăмах май, вăл 1500 метрлă дистанцисенче сахал мар палăрнă. Ку хутĕнче 5000 метрлă дистанцие вара Европа чемпионачĕн маттурĕ Елена Коробкина чи малтан вĕçлерĕ, ун хыççăн пушкăрт хĕрĕ Гульшат Фазлитдинова çитрĕ. Арçынсен чупăвĕнче çĕнтĕрÿçĕ ятне Владимир Никитин тивĕçрĕ.

Еленăпа Анжеликăнтупăшăвĕ

Иккĕмĕш кун стадиона пухăннисем шăчăпа сикекенсен секторĕнчен куç илмерĕç. Епле-ха унсăрăн: Чăваш Ен стадионĕнче тĕнчипе паллă атлет, Олимп вăййисен икĕ хут чемпионки, тĕнче рекордне 28 /!/ хут çĕнетнĕ Елена Исинбаева хăйĕн ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕ. Унпа Европа чемпионки Анжелика Сидорова тупăшрĕ. Тÿрех каламалла, Сидорова Исинбаевăна çитеймерĕ: Елена 4,90 метр сиксе çĕршыв чемпионкин ятне тивĕçрĕ. Спортсменка 5,07 метр сиксе тĕнче рекордне çĕнетес тĕллевлĕччĕ, анчах хальлĕхе пулмарĕ. Унăн чи пысăк кăтартăвĕ — 5,06 м /2009 çул, Цюрих, «Ылтăн лига» ăмăртура/.

Чăваш Ен спортсменки Анжелика Сидорова вара иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, хăйĕн кăтартăвне лайăхлатрĕ — 4,85 м. Иртнĕ çул вăл ăмăртура 4,50 метр сиксе çĕнтернĕччĕ.

— Паян эпĕ питĕ телейлĕ çын. Пĕрремĕшĕнчен, хамăн кăтартăва çĕнетрĕм, иккĕмĕшĕнчен, тĕнчери чи вăйлă спортсменкăпа кĕрешме май килчĕ. Çамрăк чухне эпĕ Елена Исинбаева пек пулас тесе тăрăшаттăм, вăл епле сикнине пăхса тĕлĕнеттĕм. Акă паян унпа пĕр старта тухма май килчĕ. Ку маншăн питĕ пысăк чыс. Малашлăх пирки калас-тăк, кашни спортсменăн паян пĕр тĕллев — Олимпиадăна хутшăнасси, — савăк кăмăлне пытармарĕ 2014 çулхи тĕнче чемпионачĕн кĕмĕл призерĕ.

Шубенковпа Ухов — чемпионсем

Арçынсен хушшинчи кĕ­решÿсене те сăнама кăсăклă пулчĕ. Тĕслĕхрен, барьерсем урлă 110 метра чупакансен тупăшăвĕнче Сергей Шубенков çĕнтересси пирки никамăн та иккĕленÿ пулмарĕ. «Малтанхи кăтарту кăшт япăхрахчĕ манăн, çавăнпа хумханнăччĕ те. Финалта кăтарту лайăхланни кăмăла çĕклерĕ. ИААФ йышăнăвĕ савăнтармарĕ пулин те шанăçа çухатмастăп-ха. Доклада вуласа тухрăм та — пирĕншĕн пит начарриех çук иккен унта. Вĕсем пирĕн çунатсене хуçасшăн кăна. Пĕтĕм тĕнчери Олимп комитечĕн сăмахĕ витĕмлĕрех пуласса кĕтетĕп. Ырри усала çĕнтеретех», — яланхи пекех хаваслă йăл кулă çиçрĕ спортсмен питĕнче. Барьеристсен ăмăртăвĕнче пъедестал çине иртнĕ çулхи пекех Константинпа Филипп Шабановсем /пиччĕшĕпе шăллĕ/ хăпарчĕç. Хĕрсен ушкăнĕнче Олимп нормативне унчченех пурнăçланă Екатерина Галицкая мала тухрĕ.

Çÿллĕшне сикекенсен секторĕнче вара Олимп чемпионĕ Иван Ухов, тĕнче чемпионĕ Даниил Цыплаков тата Олимп вăййисен призерĕ Андрей Сильнов вăй виçрĕç. 2015 çулта çĕршыв чемпионатĕнче иккĕмĕш кăтартупа палăрнă Иван Ухов ку хутĕнче çĕнтерчĕ пулин те савăнăçлă марччĕ: те 2,30 метра тăваттăмĕш хутĕнчен кăна парăнтарни, те ИААФ йышăнăвĕ унăн кăмăлне пăснă — журналистсемпе калаçма кăмăл пулмарĕ унăн. Арçынсен кĕрешĕвĕнче вара тĕлĕнмелли сахал мар пулчĕ. А.Сильнов тем чухлĕ тăрăшрĕ пулин те пъедестал çине хăпараймарĕ, Д.Цыплаков вара виççĕмĕш вырăнпа çырлахрĕ. Олимп чемпионĕпе çамрăк спортсмен Даниил Лысенко ăмăртрĕ. Иккĕшĕ те пĕр шайра пулчĕç, юлашкинчен Ухова ытларах ăнчĕ.

Елена Наговицынăн — «бронза»

Виççĕмĕш кун тĕрлĕ дистанцие чупакансем старта тухрĕç. Чăваш спортне юратакансемшĕн уйрăмах интереслĕ пулчĕ. 10 пин метрлă дистанцире тÿрех виçĕ спортсменка ăмăртрĕ. Вĕсем — пултаруллă марафонçăсем Альбина Майоровăпа Наталья Пучкова тата 2012 çулхи Олимп вăййисене хутшăннă Елена Наговицына. Ку тупăшура олимпçă тÿрех лидерсен йышне тăчĕ, çавăнпа пурте унран медаль кĕтрĕç. Телее, Е.Наговицынăна ăнчĕ — «бронза». Чăваш Ен стайерĕ дистанцие 32 минут та 14,43 çеккунтра вĕçлесе пирĕн команда пухмачне виççĕмĕш наградăпа пуянлатрĕ.

— Паянхи стартра çăмăл пулмарĕ. Юрать, çумăр çурĕ. Унсăрăн тата йывăртарах килетчĕ, — терĕ Елена Олимп вăййисене хутшăнма кăмăл пуррине пĕлтерсе. Арçынсен турнирĕнче пĕртăван Анатолипе Евгений Рыбаковсем ылтăнпа кĕмĕл медальсене çĕнсе илчĕç. 10 пин метра чупас енĕпе ăстаскерсем дистанци тăршшĕпех малтисен ретĕнчен каймарĕç.

Чăваш Ен спортсменĕсенчен çавăн пекех сăнă ывăтакан Вера Ребрика тата Владимир Попов атлета /10000 м/ палăртас килет. Вĕсем тĕрлĕ ăмăртура лайăх çитĕнÿсем турĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ.

ЧР ПА сайтĕнчи тата

Василий КУЗЬМИН сăнÿкерчĕкĕсем.

 

Дмитрий ШЛЯХТИН, РФ çăмăл атлетика федерацийĕн президенчĕ:

— Федерацин паянхи тĕллевĕ — Раççей спортсменĕсене Олимп вăййисене хутшăнма майсем туса парасси. Ку енĕпе эпир пирĕнтен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвăпăр, вĕçне çитичченех кĕрешĕпĕр. «Йĕркене пăсман атлетсен тĕнче ăмăртăвне кайма ирĕк пур. Вĕсен йышĕ пĕчĕк мар. ИААФ ертÿлĕхĕ ырă улшăнусене шута хурасса, йывăр лару-тăрура Олимп комитечĕ пире пăрахмасса шанас килет.

Юрий БОРЗАКОВСКИЙ, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ:

— Пирĕн спортсменсем шанăçа çухатмаççĕ. Вĕсем унчченхи пекех тренировкăра ăсталăха туптаса Олимп вăййисене хутшăнма хатĕрленеççĕ, кашниех унта лекес шухăшпа пурăнать. Эпир яланах тĕнчере чи вăйлисем пулнă, пирĕннисем çĕнтерÿпе пĕрре мар таврăннă. Кăçал атлетсене тĕнче аренинче тупăшма май памарĕç пулин те Олимпиадăра хамăра лайăх енчен кăтартас килет.

Елена ИСИНБАЕВА, РФ спортăн тава тивĕçлĕ мастерĕ, Олимп чемпионки:

Олимпиадăра ăмăртасси — кашни спортсменăн ĕмĕчĕ. Унта хутшăнас тĕллевпе эпир кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçлетпĕр, ăмăртусенче хамăр ăсталăха туптатпăр. Олимпиадăна хутшăнма ирĕк паманни манăн пĕтĕм шухăш-тĕллеве тĕп тăвать. Çапах эпĕ те ырра ĕненетĕп. Раççей спортсменĕсен унта пулмаллах, мĕншĕн тесен эпир пуринчен те вăйлăрах! Эпир çĕнтеретпĕрех!

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.