Помост çинче те, пурнăçра та çума-çумăн

17 Çу, 2016

“2012 çулхи чÿк уйăхĕнче паллашрăмăр эпир. Шупашкарта “Хыпар” хаçат парнисене çĕнсе илессишĕн пынă турнирта”, — çапла пуçларĕç калаçăва кире пуканĕ йăтассипе спортăн тĕнче класлă мастерĕсем Олегпа Джанита Щербинсем.

Йĕпреç районĕнчи Пучинке пикипе Ростов облаçĕн каччи ăмăрту вĕçленнĕ хыççăн та çыхăнăва татман. Интернет урлă “калаçнă”, тепĕр уйăхран вара тĕл пулнă, Çĕнĕ çула пĕрле кĕтсе илнĕ. Тĕрлĕ хулара пурăнса пĕр-пĕриншĕн тунсăхланă хĕрпе каччă çулталăкран çемье çавăрнă. Каярахпа çемьене “çĕнĕ кайăк” та вĕçсе килнĕ: Вова ят панă вĕсем юратнă тĕпренчĕкне. “Вăл та пирĕн пекех спортпа туслаштăр тесе тăрăшатпăр: 2 çула та çитеймен пулин те 500 грамлă кире пуканĕ туянса патăмăр. Ăмăртусене пĕрле илсе çÿретпĕр — хăнăхтăр, куртăр, ыттисенчен тĕслĕх илтĕр. Кашни арçын ачан сывă та тĕреклĕ пулмалла, хăвна тата çывăх çыннусене хÿтĕлеме пултармалла”, — терĕ кил хуçи.

Щербинсем иккĕшĕ те Самар облаçĕнчи çар чаçĕнче службăра тăраççĕ. Олег салтаксене физкультурăпа спорт енĕпе хатĕрлет. Чаçра кире пуканĕ йăтакансен секцине уçнă: унта 20-45 çулсенчи арсем çÿреççĕ, вĕсем чаç чысне тĕрлĕ ăмăртура хÿтĕлеççĕ. Джанита телеграфистра ĕçлет. Арăмĕн тăван тăрăхĕпе те çыхăну татмаççĕ: хальхи вăхăтра Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче вĕренеççĕ, малашне çамрăксемпе ĕçлеме шухăшлаççĕ.

“Кире пуканĕпе эпĕ Ульяновскри çар училищинче вĕреннĕ чухне туслашрăм. Яшсем йăтнине курнă хыççăн хам та снаряда тытса пăхас терĕм. Килĕшрĕ мана, çавăнтанпа унран уйрăлмастăп. Ăмăртусене хутшăнатăп, 3 çулта РФ спорт мастерĕн нормативне пурнăçларăм. Ку таранччен эпĕ бокспа кăсăкланнă. Ялта секцисем çукчĕ пулин те спортпа туслă пулнă: ыттисем пекех футболла, волейболла выляма юрататтăм, тĕрлĕ дистанци чупаттăм”, — терĕ аслă лейтенант. Олег Щербин — тĕнче кубокĕн призерĕ.

Джанитăна вара ытларах ăннă темелле: вăл 12 çултах ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Петров /Йĕпреç районĕнчи Пучинке шкулĕ/ патĕнче ăсталăха туптама пуçланă. “Михаил Васильевич: эс вăйлă, маттур тенĕччĕ мана ун чухне, хăтланса пăхас-ха терĕм, шикленмерĕм. Эпĕ шкул чысне тĕрлĕ ăмăртура сахал мар хÿтĕленĕ, çавăн чухнех вăл мана сăнанă ахăртнех”, — иртнине аса илчĕ чăваш пики. Шкул хыççăн Джанита Питĕрти аграри университетĕнче вĕреннĕ, агроном специальноçне алла илнĕ. Унта вăл Михаил Петровăн ывăлĕ Владимир патĕнче ăсталăха аталантарнă. Д.Павлова республикăри тата çĕршыври ăмăртусенче пĕрре мар мала тухнă, 2008-2010 çулсенче Европăпа тĕнчери юниорсен чемпионатĕнче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, 2012 çулта вăл тĕнче чемпионкин ятне тивĕçнĕ. Çак кунсенче вара Пучинке хĕрĕ Европа чемпионатне парăнтарчĕ: хĕрарăмсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ.

Сăмах май, унăн йăмăкĕ Августина Павлова та тимĕр вăййипе туслă. Вăл халĕ Шупашкарти шкулта 9-мĕш класра вĕренет, ЧППУ доценчĕ Владимир Симень хăйĕн хÿттине илнĕ ăна. Спортри пĕрремĕш утăмĕсене Михаил Петров пулăшнипе тунăскер аппăшĕ пекех лайăх кăтартусемпе савăнтарать. Кăçал, калăпăр, çĕршыв ăмăртăвĕнче пьедесталăн пĕрремĕш картлашки çине хăпарчĕ.

“Помост çинче те, пурнăçра та çума-çумăн эпир. Тренировкăсене те пĕрле çÿретпĕр. Иксĕмĕр те спортсмен пулни пĕр-пĕрне ăнланма май парать. Пĕр-пĕринпе канашлатпăр, пулăшатпăр. Эпир пушă вăхăтра та — стадионта. Унтах канатпăр тесен те юрать. Чупасси те пирĕншĕн кану. Çулла велосипедпа çÿретпĕр, хĕлле йĕлтĕр çине тăратпăр, пĕр вырăнта ларма юратмастпăр”, — теççĕ Щербинсем.

Вĕсен юлташĕсен хушшинче те спортсмен мăшăр сахал мар иккен. Чăн та, спорт пĕрлештерет, çамрăк чĕресене çыхăнтарать.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Автор сăнÿкерчĕкĕ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.