Çуллахи Олимпиадăна хутшăнма Чăваш Енĕн 34 спортсменĕ хатĕрленет

18 Пуш, 2016

Çулталăк пуçламăшĕнче патшалăх ведомствисем иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕле пĕтĕмлетеççĕ, çĕнĕ тĕллевсене палăртаççĕ. ЧР Физкультурăпа спорт министерстви те çак кунсенче 2015 çулхи спорт сезонĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ. Ведомство коллегийĕн анлă ларăвĕ «Шупашкар-Арена» пăр керменте иртрĕ.

Тĕп ыйтупа Сергей Шелтуков министр тухса калаçрĕ. Докладра вăл 2006-2015 çулсенчи федераци программи Чăваш Енре епле пурнăçланни çине пусăм турĕ.

— Çак тапхăрта пирĕн республикăра 50 ытла спорт объектне хута янă тата реконструкциленĕ. Вĕсене тумашкăн тĕрлĕ çăлкуçран 6 млрд тенкĕ тăкакланă. Кашни районта тĕрлĕ енлĕ аталанма май паракан спорт комплексĕсем çĕкленĕ. Иртен пуçласа каçчен ĕçлекенскерсене ватти-вĕтти те, çамрăксемпе çитĕннисем те çÿреççĕ. Нумаях пулмасть уçăлнă пăр керменĕсемпе стадионсенчен те çынсем татăлма пĕлмеççĕ. Спорт шкулĕсене çĕнетни те спорт сумне ÿстерчĕ. Республикăри чи пысăк спорт сооруженийĕсене Пĕтĕм Раççейри объектсен реестрне кĕртни Чăваш Енре пысăк ăмăртусем ирттерме май пачĕ, — терĕ Сергей Сильвестрович.

Вăл каланă тăрăх — хальхи вăхăтра республикăра 3900 ытла спорт объекчĕ ĕçлет, вĕсем куллен 100 пин ытла çынна йышăнма пултараççĕ.

«Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур халăх йышĕнчен 39,2 проценчĕ /460 пине яхăн çын/ физкультурăпа тата спортпа туслă. Иртнĕ çул ку кăтарту 37,2 процент пулнă, — сăмахне тăсрĕ министр. — Юлашки вăхăтра çынсене спорта явăçтарас енĕпе ĕç коллективĕсем уйрăмах палăрчĕç. Тĕрлĕ предприятипе организацире ăмăртусемпе спорт мероприятийĕсем ирттернипе çыхăннă ку. Шупашкарта спорт клубĕсемпе фитнес центрĕсем уçăлни те кăмăла çĕклет. Пĕтĕм Раççейри «Ĕçлеме тата хÿтĕлеме хатĕр» физкультурăпа спорт комплексне халăх хушшинче сарас ĕç вăй илчĕ. Паян ГТО нормисене пурнăçламашкăн шкул ачисемпе студентсем кăна мар, тĕрлĕ отрасльте ĕçлекенсем те хастар хутшăнаççĕ. Иртнĕ çул спорт шкулĕсене çÿрекенсен йышĕ те самай ÿсрĕ. Паянхи кун вĕсенче 34 пин çамрăк ăсталăха туптать. «Раççей спорт мастерĕ» ята пĕлтĕр 64 спортсмен тивĕçнĕ. Пирĕн ентешсем тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче 114 медаль çĕнсе илчĕç».

2015 çул пирĕншĕн чаплă тепĕр пулăмпа асра юлчĕ — Шупашкар çăмăл атлетика енĕпе иртнĕ командăсен Европа чемпионатне йышăнчĕ. Ăна Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕ спорт кун-çулĕнчи чи лайăх ăмăрту тесе пĕлтерчĕ. Çакă пире тата ытларах вăй хурса ĕçлеме хавхалантарать. Малашнехи тĕллевсенчен 2016 çул та спортсменсемшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Сăмах — çуллахи Олимпиада пирки. «Унта хутшăнма Чăваш Енĕн 34 спортсменĕ хатĕрленет. Ăмăрту программине анлăлатнă май вĕсенчен чылайăшĕ Олимп вăййисене лекме пултарать», — çирĕплетрĕ Сергей Сильвестрович.

Лару вĕçĕнче смотр-конкурс çĕнтерÿçисене наградăсемпе чысларĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.