ЧĂВАШ ЕН АХАХ-МЕРЧЕНĔСЕМ

5 Ака, 2016

Сăр хĕрринче, çÿллĕ сăрт çинче, е Улатăрпа паллашма темиçе кун кирлĕ

Хулана пуçласа килекен çынна мĕнпе тыткăнлать-ха Улатăр? Тÿрех куçа тăрăнаканни мĕн кунта? Асра юлаканни тата? Туристсене мĕнпе илĕртет вăл? Шурă Шупашкартан 200 çухрăмра вырнаçнă, республикăри чи ватă хуласенчен пĕрне журналист пек мар, турист пулса çитсе килтĕм.

25 Пуш, 2016

Атăл хĕрринче пур илемлĕ хула

Куславкка тăрăхне паллă математик Николай Лобачевский чапа кăларнă. Хусан çынни 1840 çулта ку вырăнта çĕр туянса Чăваш Ене сукмак хунă. 15 çул такăрланă вăл ку çула, анчах пурнăçран уйрăлсан ывăлĕсем ученăйăн именине сутнă. Телее, унăн çурчĕ паянхи кун та упранать. Хальхи вăхăтра унта музей ĕçлет. Атăлçи тăрăхĕнчи хулана туристсем кăмăлланин вăрттăнлăхĕ те унпах çыхăннă. Музейсĕр пуçне Куславкка районĕнче паллă вырăнсем татах пур-ха. Вĕсемпе кĕскен паллашар-и?

18 Пуш, 2016

Çитсе курăр Муркаш тăрăхне

Тен, кам та пулин çапла шухăшлама та пултарĕ: «Мур­каш сали — хула мар, ку тăрăхра аваллăхпа çыхăннă, туристсене кăсăклантарма пултаракан вырăнсем çукрах». Унашкаллисем питĕ йăнăшаççĕ: «Муркаш хутлăхĕ — тĕлĕнмелле вырăн. Курăксемпе чечексен ытарайми шăрши, пăр пек сивĕ çăлкуçран шăнкăртатса юхакан шывĕ, чăрăшсемпе хурăнсен пăшăлтатăвĕ хăй мĕне тăрать. Çыннисем тата! Вĕсен пуян историйĕ, паттăрлăхĕпе чăтăмлăхĕ, харсăрлăхĕпе ĕçченлĕхĕ — çакăн çинчен пĕлтермеллех! Муркашсем çапла тума тăрăшаççĕ те. Сăмахран, «2010 çулхи инвестици тĕлĕшĕнчен чи лайăх проект» республика конкурсне хутшăнса «Муниципалитетăн чи лайăх прокчĕ» номинацире «Муркаш районĕнче ял туризмĕн инфратытăмне аталантарасси» проектпа пĕрремĕш вырăна тухнă. Апла тĕплĕнрех чарăнса тăрар-ха ку енĕпе пурнăçланă ĕçсем пирки.

4 Пуш, 2016

Çил арманĕ тырă авăртни туристсене тĕлĕнтерет

"Эсир мана хăвăрăн уçă тÿпе айĕнчи музей çинчен кăларнă буклета ярса паман пулсан эпĕ Чăваш çĕршывĕнче çакăн пек тĕлĕнтермĕш пуррине пĕлмесĕрех юлаттăмччĕ пуль", - çырнăччĕ икĕ çул каялла ман ятпа янă çырăвĕнче "Культура" телеканалра "Россия - любовь моя" кăларăма йĕркелесе ертсе пыракан Пьер Брюне Броше, вырăсланнă француз журналисчĕ, М