Комментари хушас

25 Пуш, 2016

Атăл хĕрринче пур илемлĕ хула

Куславкка тăрăхне паллă математик Николай Лобачевский чапа кăларнă. Хусан çынни 1840 çулта ку вырăнта çĕр туянса Чăваш Ене сукмак хунă. 15 çул такăрланă вăл ку çула, анчах пурнăçран уйрăлсан ывăлĕсем ученăйăн именине сутнă. Телее, унăн çурчĕ паянхи кун та упранать. Хальхи вăхăтра унта музей ĕçлет. Атăлçи тăрăхĕнчи хулана туристсем кăмăлланин вăрттăнлăхĕ те унпах çыхăннă. Музейсĕр пуçне Куславкка районĕнче паллă вырăнсем татах пур-ха. Вĕсемпе кĕскен паллашар-и?

Паллă математикăн юратнă тăрăхĕ

Н.Лобачевскин çурт-музейĕн директорĕ Марина Солдатихина каланă тăрăх — хăнасем чи малтанах музее килсе кураççĕ, унтан хулана «тухаççĕ». «Ятарлă маршрут та пур пирĕн, «Атăл хĕрринче пур илемлĕ хула» ятлă вăл. Туристсене пристаньте авалхи йăла тăрăх çăкăр-тăварпа, наци тумĕсем /тутар, чăваш, вырăс/ тăхăнса кĕтсе илетпĕр. Музей экспоначĕсемпе паллашнисĕр пуçне вĕсем пирĕн илемлĕ садра уçăлса çÿреççĕ, сăн ÿкерĕнеççĕ, Юратакансен сакки çине ларса канаççĕ, чуччупа ярăнаççĕ. Шыва кĕме юратакансем пляжра хĕртĕнсе выртаççĕ», — пĕлтерчĕ Марина Сергеевна.

Çулталăкне Куславккана 7-8 пин турист килсе каять. Иртнĕ çул, калăпăр, пристаньте 45 теплоход чарăннă. «Тĕрлĕ хула çыннисем, Хусанпа Свияжскри шкул ачисемпе студентсем пирĕн пата час-часах килеççĕ. Ку питĕ лайăх кăтарту. Хальччен кун пекки пулман. Сайра хутра килкелесе каятчĕç, туризм юхăмĕ вăй илме пуçланăранпа пирĕн тăрăха пин-пин çын çитсе курчĕ», — аса илчĕ музей ĕçченĕ Дина Нурмухаметова. Сăмах май, вăл çак музее уçас тесе сахал мар вăй хунă, чылай çул унăн ертÿçи пулнă.

Ăна баронсем те ытарайман

Куславкка хулинчи Урицкий урамĕнче ларакан икĕ хутлă йывăç çурт та культура пуянлăхĕ шутланать. 19-мĕш ĕмĕр вĕçĕнче туса лартнăскер Жомини баронăн харпăрлăхĕ пулнă. Паллă йăхăн упранса юлнă 15 пÿлĕмпе верандăллă çуртĕнче революци хыççăн тĕрлĕ çулта лазарет, профессипе техника шкулĕ, вăтам шкул, ача сачĕ, районти вĕрентÿ пайĕ тата ытти организаци ĕçленĕ. Паянхи кун унта районти инвалидсен обществи вырнаçнă.

Жомини — Чăваш Енри дворянсен йăхĕ. Куславкка тăрăхĕнче вĕсен 1 пин ытла теçеттин çĕр, чаплă парк, йывăç çурт — 9, пĕчĕк пÿрт — 3, ампар — 17, сарай — 7, типĕтмелли хуралтă — 2, лаша — 300 яхăн, ĕне-сурăхпа кайăк-кĕшĕк йышĕ чылай пулнă. Суту-илÿсĕр пуçне баронсем хăйсен çĕрĕсене тара парса тупăш тунă. Çавăн пекех вырăнти пристане тытса тăнă: ĕлĕк шыв тăрăх тĕрлĕ тавар, йывăç сахал мар турттарнă. Хĕлле вĕсем Атăл хĕрринчи пăра та укçалла сутнă теççĕ, çавăнпа çыранта яланах хуралçă тăнă. Пăрĕ хресченсене нÿхрепе хума кирлĕ пулнă.

Куславккари Жомини йăхне пуçарса яраканĕ — Швейцари офицерĕ Генрих Вениаминович Жомини. Наполеон çарĕн генералĕ пулнăскер 1813 çулта Раççее пурăнма куçнă. Çар службинче тăнисĕр пуçне вăл çыравçă пек те палăрнă. Унăн ывăлĕ Карл пуян хĕрне Александра Чемезовăна качча илнĕ. Вăлах 1884 çулта Куславккара Иван Леонтьев улпутран çĕр туяннă. Жомини çемйи Чулхула çывăхĕнчи Базино салинче пурăннă, Чăваш Ене те килсех çÿренĕ. Куславкка тăрăхне Александра Николаевнăн мăнукĕ Николай Николаевич уйрăмах юратнă теççĕ. Отставкăри офицер пушă вăхăт тупăнсанах Атăл хĕрринчи имение васканă, унăн мăшăрĕ вара кунтах пурăннă. Ăна хресченсем те питĕ хисепленĕ. Барон вырăнти чиркÿсене юсаса çĕнетме, кĕперсем тума, çыран хĕррине çирĕплетме сахал мар укçа-тенкĕ тăкакланă. 1910 çулта Питĕр хулинче ĕçлĕ çулçÿревпе пулнă чух вилнĕскере Чăваш Ене илсе килсе Беловолжск масарĕнче пытарнă.

Волчковсем ăста сутуçăсем пулнă

Волчков купсасем вара Чăваш Ене Рязань тăрăхĕнчен куçса килнĕ. Малтан вĕсем Сĕнтĕрвăрринче тĕпленнĕ. 1864 çулта Егор Григорьевич Волчков /1852-1888/ Куславккана пурăнма куçнă. Вăл тырпул сутассипе ĕçленĕ. Историксем каланă тăрăх — 19-мĕш ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче купса пристаньтен 150 пин пăт тырă илсе кайнă, кунне 10 пин тенке яхăн тупăш тунă. Унăн ывăлĕ Григорий те пит ăста сутуçă пулнă. Калăпăр, 1912 çулта вăл тырпул сутса 60 пин тенкĕ ĕçлесе илнĕ. Çавăн пекех Чăваш Ен халăхне краççынпа тивĕçтернĕ. Вĕсене вăл Бакуранах турттарнă. Григорий Волчковăн харпăрлăхĕнче Куславккара — кирпĕч тăвакан тата йывăç касакан заводсем, темиçе гектар çĕр, Вăрмар тăрăхĕнчи Кавалта — арман, Сĕнтĕрвăрринче — краççын склачĕсем, Мари Элта йывăç склачĕсем пулнă. Вăл ырă ĕç сахал мар тунă. Тĕслĕхрен, земство училищи валли çурт, Беловолжск больници валли çĕр туянса панă. Инвалидсемпе чухăнсене тата килсĕррисене пурăнмашкăн ятарлă çурт та çĕкленĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче фронта апат-çимĕçпе çи-пуç нумай ăсатнă, Куславккари лазаретра сипленекен салтаксене чылай пулăшнă. Октябрь революцийĕ хыççăн Волчковсене репрессиленĕ, пурлăхне туртса илнĕ.

Купсасенчен юлнă пĕртен-пĕр пуянлăх — çурт. 1914 çулта тунăскер Атăл хĕрринче ларать. Çурт тăрринче купол пулнăран чиркĕве асаилтерет. Балконлă тата эрешлетнĕ чÿречеллĕскер паянхи кун та хăйĕн пахалăхне çухатман. Паян вăл — туризм маршручĕн объекчĕ.

Паттăрсене манмаççĕ

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче район ертÿçисем Астăвăм комплексне йĕркелеме шухăш тытнă. Аслă Çĕнтерÿ пулнăранпа 30 çул çитнине чыслăн кĕтсе илме палăртнă вĕсем. Çавăн чухнех Салтак палăкне лартнă, стенасем çине вăрçăра пуç хунă салтаксен ячĕсене çырнă. Сăмах май, Куславкка районĕнчен вăрçа 5970 çын хутшăннă, вĕсенчен 3400-шĕ каялла таврăнайман.

Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче комплекс çĕнелнĕ. 2000-2001 çулсенче унта мрамор обелиск, танк, самолет тата бронетранспортер вырнаçтарнă. Кунашкал самолетсене Куславккари строительство деталĕсем тăвакан заводра туса кăларнă. Афганистанра интернационалла тивĕçне пурнăçланă чухне вилнĕ Борис Мишина, Чечня вăрçинчен таврăнайман Равиль Хисамутдинова тата Кăнтăр Осетире пуç хунă Алексей Журавлева асăнса лартнă палăк та вырăн тупнă.

2015 çулта Куславккара Çарпа Ĕç Мухтавĕн Паттăрĕсен аллейине уçнă. Стенасем çине Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче тата ĕçре паттăрлăхпа палăрнă 15 çыннăн ячĕпе сăнÿкерчĕкне вырнаçтарнă. Вĕсем — «Совет Союзĕн Геройĕ» ята тивĕçнĕ С.Бутяков, А.Казаков, А.Ленкин, Н.Марков, М.Салихов, А.Тухланов, В.Харитонов, П.Ковтун, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕсем Я.Бикчантаевпа Л.Блажевич тата ыттисем.

Кайăк евĕр вĕçер-и?

Çĕнĕ сала çывăхĕнчи «Птичий полет» ятлă вырăнта, чăн та, çунат сарса вĕçме май пур. Кунти тавралăха çут çанталăк хăйнеевĕрлĕ илемпе хитрелетнĕ. Сăрт тăрринче Атăл шывĕ, Мари Эл вăрманĕсем, утравсем ал лаппи çинчи пекех туйăнаççĕ. Ку вырăн Куславккасен чапĕпе мухтавĕ тесен те юрать. 16-мĕш ĕмĕрте яла пуçарса яраканĕсем те çак илеме ытарайман ахăртнех.

«Энĕшпе Илет шывĕсем Атăлпа пĕрлешнĕ вырăн. Çăлкуç та нумай унта. Çырлапа тата кăмпапа пуян çарантан çупа кĕр кунĕсенчен çын татăлмасть. Ку вырăнта Куславккасем кăна мар, тĕрлĕ районпа хуларан та килсе канаççĕ. Таса сывлăш, хÿхĕм тавралăх чылай çынна илĕртет», — терĕ музей директорĕ Марина Солдатихина.

Çыравçăсен еткерĕ — пысăк пуянлăх

Куславкка тăрăхĕнче туризм объекчĕсем татах пур. Тĕслĕхрен, Чăваш халăх çыравçин Петр Осиповăн тăван ялĕ — Кутемер. «Айтар» драма авторĕн тăван çурчĕ халĕ те ларать-ха. «Элкей таврашĕ» романта çырса кăтартнă ватă юман та сыхланса юлнă. Вĕсене пурте кайса курма тивĕç. Паллă чĕлхеçĕ Василий Егоров çуралса ÿснĕ Энтри Пасар ялĕ те туристсемшĕн кăсăклă пулмалла.

Чăваш халăхне темиçе томлă «Ĕмĕр сакки сарлака» роман парнеленĕ Никифор Мраньккана та асран кăлармалла мар. Пилешкасси ачи чылай çул район хаçатĕнче тата райкомра ĕçленĕ. Хулара вăл 1964-1973 çулсенче пурăннă çурт та пурччĕ, анчах 2014 çулта вăл çунса кайнă. Хальхи вăхăтра ун вырăнне пысăк лавкка йышăннă. Инкек пуличчен çурт умне чул палăк та лартнăччĕ.

«Чашлама ялĕ Селиванов купсасемпе паллă. Унта вĕсен çурчĕсем упранса юлнă. Авалхи пÿртсенче халĕ чиркÿ, медицина пункчĕ, клуб вырнаçнă. Унашкал çуртсем пирĕн тăрăхра урăх çук, анчах вĕсене культура палăкĕсен йышне кĕртеймен-ха», — пĕлтерчĕ Марина Сергеевна.

Карач та — паллă тăрăх. Чăваш халăхĕн паллă çыравçисен Марийăпа Яков Ухсайсен пултарулăх лаççи пулнă ялта 2015 çулта музей уçăлчĕ. Вĕсен хĕрĕ Ольга тăрăшнипе йĕркеленнĕскер пĕр пÿлĕмре кăна вырнаçнă пулин те тĕрлĕ экспонатпа пуян.

Çĕнĕ ĕмĕт-шухăш та пур-ха музейçăсен. Василий Семенов фермер патне туристсене илсе çÿреме пуçласшăн. Унта ĕçлекенсем ăсталăх сехечĕсем ирттерĕç — купăста, хăяр тата ытти çимĕç тăварлама, вĕсенчен тĕрлĕ апат хатĕрлеме вĕрентĕç, çак ĕçе хăнасем хăйсем те хутшăнма пултарĕç. Апла-тăк, Куславкка районне кайса курмаллах, вĕсен тутлă купăстипе хăярне тутанса пăхмаллах.

Куславкка тăрăхне

Андрей МИХАЙЛОВ

çитсе курнă.

Автор сăнÿкерчĕкĕсем

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.