Сăр хĕрринче, çÿллĕ сăрт çинче, е Улатăрпа паллашма темиçе кун кирлĕ
Хулана пуçласа килекен çынна мĕнпе тыткăнлать-ха Улатăр? Тÿрех куçа тăрăнаканни мĕн кунта? Асра юлаканни тата? Туристсене мĕнпе илĕртет вăл? Шурă Шупашкартан 200 çухрăмра вырнаçнă, республикăри чи ватă хуласенчен пĕрне журналист пек мар, турист пулса çитсе килтĕм.
Улатăра кирек хăш енчен пырса кĕрсен те чи малтан куçа "туртаканни" — арçынсен Çветтуй Троица мăнастирĕн çÿллĕ тăрри. Вăл мăнастире кăна мар, сăрт çинчи хулана та илем кÿрет. Чиркÿ тăрри Мускав Кремлĕн башнине аса илтерет. Унăн çÿллĕшĕ — 83 метр. Улатăрта чиркÿ-храм нумай /паян 12-шĕ ĕçлет, ыттисене çĕнетеççĕ. Авал 18 пулни паллă/, авалхи, купсасем лартнă икĕ хутлă кирпĕч çурт чылай. Çавăнпа вăл кăштах Етĕрнене те аса илтерет. Уйрăм çын çурчĕсенчен ытларахăшне тĕттĕм хĕрлĕ сăрăпа сăрланă. Вĕсем хăйнеевĕр: пÿртсемпе картишĕсем пĕр тăрă айĕнче. Улатăрсем мĕншĕн çак тĕсе уйрăмах кăмăллаççĕ-ха? Маларах кунта çакнашкал тĕслĕ сăрă кăларнă-мĕн. Улатăрта 1911 çулта пĕрремĕш кинотеатр уçăлнă. Вăл "Патэ" /Францири кинофильмсем кăларакан фирма ячĕ. Шăпах вĕсенчен туяннă фильмсене кăтартнă/ ятлă пулнă. 1918 çулта кинотеатра "Свет" ят панă. Каярах — "АРС". Ленин тата Комсомол урамĕсем хĕресленнĕ çĕрте вырнаçнă авалхи, сĕре хăйнеевĕр çак çуртра халĕ — супермаркет.
Ытти музейра курманни
Хулан аваллăхĕпе, историйĕпе, археологийĕпе, культурипе, купсасен пурнăçĕпе паллаштараканни — Мускав урамĕнчи 23-мĕш çуртра вырнаçнă таврапĕлÿ музейĕ. Унти пуянлăх çинчен мана аваллăх управçин директорĕ Андрей Коноваленко хаваспах каласа кăтартрĕ. Музейре 17000 ытла экспонат упранать. Çут çанталăк пайĕнче 100 ытла йышши кайăк-кĕшĕкпе чĕрчунсен пуян тĕнчипе паллашма пулать.
Музей çурчĕ культура палăкĕсен шутне кĕмест. 1965 çулта лартнă ăна. Унта каçхи шкул ĕçленĕ. Музей маларах Иоанн Предтечи чиркĕвĕнче вырнаçнă. Асăннă Турă çурчĕ Атăл тăрăхĕнчи пĕрремĕш храмсенчен пĕри шутланнă. Малтан вăл йывăçран пулнă. Кайран, пушар хыççăн, ăна урăхлатнă. Туристсем валли аваллăх управçинче хулари чиркÿсемпе паллаштаракан ятарлă панно ăсталанă. Унта культура палăкĕсен кĕске историне çырса кăтартнă.
Музейри интереслĕ экспонатсенчен пĕри — пуç касаканăн темĕн пысăкăш пуртти. Тĕрĕссипе, ăна курсанах çÿçенсе каятăн. Хăй вăхăтĕнче унпа Улатăрта пуç каснă иккен. Пурте пĕлмеççĕ-ха ăна, палач хулара питĕ хисеплĕ çын пулнă. Çав /пуç касас/ ăсталăх йăхран йăха куçса пынă. Инструменчĕсем те ăруран ăрăва куçнă. 16 килограмм таякан вериги /тимĕр вăчăра/ те — кăсăклă экспонат. Манахсен келйине /пÿлĕм/ те пур çĕрте те кураймăн. Улатăр типографийĕнче ларнă пичет станокĕ те — хăйнеевĕр экспонат. Ăна 1858 çулта Берлинта кăларнă. Авалхи укçа, медальсем, купса майрисен капăрчăкĕсем, трактирта усă курнă пысăк сăмавар, стенаран çакмалли сăмавар... Вырăссен пÿрт ăш-чикки, хĕрарăм çи-пуçĕ, савăт-сапа, кил-тĕрĕшри япаласем... Тунмастăп: йăлтах интереслĕ! Улатăрсем Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнни пирки каласа паракан зал пур. 1945 çулта Берлина илнĕ вăхăтра вилнĕ нимĕç офицерĕн сумкинче карта тупнă Улатăр çынни. Карта çинче — Чĕмпĕр кĕпĕрнин Улатăр уесĕ. Мĕншĕн ăна нимĕç офицерĕ хăйĕнпе илсе çÿренĕ — ку вăрттăнлăх. Гитлер Совет Союзне парăнтарсан кашни офицерах кунта çĕр уйăрса пама шантарнă-мĕн...
Ĕçсенче — хула сăнĕ
Вăл 1993 çулхи пуш уйăхĕн 25-мĕшĕнче уçăлнă. Пĕр хутлă чул çуртра вырнаçнă. Çуртне вара XIX ĕмĕр çурринче лартнă, унта казначейство пулнă. Музей фондĕнче 8000 яхăн ÿнер тата графика ĕçĕсем упранаççĕ. Экспозицире Атăл тăрăхĕнчи илемлĕ искусствăна пуçаракансен йышне кĕнĕ чаплă сăрă ăстисен ĕçĕсем вырăн тупнă. Туристсенчен ытларахăшĕ пĕчĕк хуласенче илемлĕ искусствăпа алĕç искусстви чаплă, палăрнă хатĕрĕсене курма çук тесе шухăшлать. Аваллăх управçин директорĕ Николай Головченко /сăнÿкерчĕкре/ çÿлерех асăннă шухăш тĕрĕс маррине ĕнентерчĕ. Кунта çак тăрăхра çуралса ÿснĕ художниксен ĕçĕсем пур. Вĕсен йышĕнче — чăваш, ирçе, вырăс, çармăс художникĕсен картинисем. Хулара хăй вăхăтĕнче ÿнер училищи те пулнă. 1940 çулта училище Улатăртан Шупашкара куçса килнĕ. Улатăрти ÿнер шкулне пуçарса яраканĕ — Николай Каменьщиков. Николай Александрович Улатăра Чĕмпĕртен 1900 çулта куçса пынă. Ĕмĕр тăршшĕпех кунта ĕçлесе пурăннă. Ÿнерçĕсем ĕçсенче — Улатăр хулине, чиркÿсене чылай ÿкернĕ. Николай Петрович пĕлтернĕ тăрăх — кĕçех таврапĕлÿ тата ÿнер музейĕсене пĕрлештерĕç. Вĕсем Комсомол урамĕнчи йывăç çурта куçĕç.
Кунтах — тĕрме те
Мăнастир картишне кĕрсен пĕр харăсах хавхалану тата хумхану туйăмĕсен авăрне лекетĕн. Сăмахпа йăлтах каласа та параймăн. Илемлĕ! Çулла, фонтан шыв пĕрĕхнĕ, кĕлчечексем ешернĕ вăхăтра, тата ĕлккенрех-мĕн кунта! Мăнастирте туристсем валли ятарласа экскурси те йĕркелеççĕ, колокольнăна та хăпартса кăтартаççĕ. Анчах Аслă типĕ вăхăтĕнче кунта шăплăх хуçаланать. Паян мăнастирте — 80 ытла манах. Хула тулашĕнче, Сăр хĕрринче, питĕ илемлĕ вырăнта мăнастирĕн скичĕ /ĕлĕкрех манахсем çынсенчен уйрăлса пурăнмалли вырăна çапла каланă/ пур. Ял хуçалăх комплексĕ теме пулать ăна. Унта вĕсем выльăх-чĕрлĕх усраççĕ, тыр-пулпа пахчаçимĕç ÿстереççĕ, страуссем, пыл хурчĕсем тытаççĕ. Сад-пахчара иçĕм çырлипе кĕлчечексем те ешереççĕ. Юнашарах — пĕве. Унта карп ĕрчетеççĕ. Арçынсен мăнастирĕ темиçе хутчен çуннă. Хăй вăхăтĕнче унта НКВД тĕрми те вырнаçнă, йĕлтĕр, унтан махорка фабрики те пулнă... Пĕрех çĕнĕрен йăл илме хăват çитернĕ мăнастир... Ахальтен мар вырăнĕ питĕ сăваплă теççĕ...
Пĕтĕмлетсе çакна калас килет: Улатăрта туриста курмалли, пĕлмелли темĕн чухлех. Иоанн Предтечи чиркĕвне те, хĕрарăмсен мăнастирне те çитсе курасшăнччĕ... Анчах кун иртни сисĕнмерĕ те...
Роза ВЛАСОВА.
Автор сăнÿкерчĕкĕсем
Комментари хушас