Ырă пуçарăвăн ĕмĕрĕ вăрăм пултăрччĕ

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ художникĕ Федор Мадуров хăйĕн ĕçне чунпа парăннă. Уншăн чи пĕлтерĕшли — пултарулăх. Вун-вун палăк авторĕ кăçал тепĕр ырă ĕç пуçарчĕ: коммерциллĕ мар проект йĕркелерĕ.

Ку ĕçре ăна ăнланакан та тупăнчĕ. Вăл — «Терминал» суту-илÿ комплексĕн директорĕ Владислав Никитин. Чăваш меценачĕ паллă скульптора çĕнĕ мастерскойпа укçасăрах усă курма ирĕк панă. Суту-илÿ комплексĕн территорийĕнчи виçĕ хутлă çуртра вырнаçнă Ф.Мадуровăн мастерскойĕ культурăпа çутĕç центрне çаврăнасса шанать Владислав Леонидович.

— Çĕнĕ çĕрте мана ĕçлеме питĕ кăмăллă. Ĕçе вĕçлетĕп те тÿрех куракансем умне кăларатăп. Вĕсем ман пата кĕрсех çÿреççĕ. Чăн-чăн ĕç çыннисем ĕшĕннĕ хыççăн кунта килсе чунпа канаççĕ, — палăртать скульптор. Чăн та, художникăн мастерскойне çынсем пырсах çÿреççĕ. Эпир пынă кун та ун патĕнче Чăваш наци конгресĕн «Чăваш хĕрарăмĕ» комитечĕн хастарĕсем ЮТВ телеканал валли «Лар, аннеçĕм, юнашар» передачăн черетлĕ кăларăмне ÿкеретчĕç. «Паллă скульпторăн мастерскойне те ахальтен суйласа илмерĕмĕр. Аваллăха чунпа туйса пурăнакан ăстаçă — пирĕн тĕп герой. Передачăра авалхи чăваш хĕрарăмĕн обществăри вырăнĕ, ĕлĕкхи йăла-йĕрке тата чăваш тумĕпе тĕнĕ çинчен калаçрăмăр», — пĕлтерчĕ кăларăма ертсе пыракан Лидия Филиппова журналист.

Çак тĕллевпех курав залĕнче скульпторăн тĕрлĕ çулта ăсталанă ĕçĕсемпе картинăсем вырнаçтарнă. «Чăваш тĕнчи» ят панă ăна автор. Унта тĕрлĕ ĕмĕрти чăваш хĕрарăмне сăнлакан ултă статуя, виçĕ вут /электричество, çулăм тата хĕвел/ сăнарĕсем, чăваш халăхĕн кун-çулне кăтартса паракан ÿкерчĕксем т.ыт. вырăн тупнă. Курава юлашки вăхăтра хатĕрленĕ автопортрет, «Киремет» тата «Чăнлă тăрăхĕ» картинăсем те илем кÿреççĕ.

Ф.Мадуров çавăн пекех хăйĕн мастерскойĕнче ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ валли студи уçнă. Пултаруллă педагог художник пулма ĕмĕтленекен шăпăрлансене ÿкерме, тăмран тĕрлĕ скульптура тума вĕрентет. «Эпир чи çăмăллинчен пуçларăмăр. Малтан вĕсем çаврака тата тăваткăл япаласем тума хăнăхрĕç. Калăпăр, юмахри йăвана. Халĕ савăт-сапа, этем кÿлепи ăсталатпăр. Ашшĕ-амăшĕ те çак ĕçе хаваспах хутшăнать. Пĕр-пĕринчен вĕренеççĕ, пĕр-пĕрне пулăшаççĕ. Ачасем — пирĕн пуласлăх. Эпир хамăрăн ăсталăха вĕсене вĕрентме тивĕç», — ача-пăча ĕçĕсемпе паллаштарнă май калаçрĕ Федор Иванович.

Чăваш меценачĕпе Владислав Никитинпа паллă скульптор Федор Мадуров пек маттур та хастар, пуласлăхшăн пăшăрханакан çынсем ытларах пулсан, вĕсем пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçлесен чăваш культури тата пуянрах, чăваш халăхĕ хăватлăрах та вăйлăрах пулĕччĕ.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Сергей ЖУРАВЛЕВ сăнÿкерчĕкĕсем

 

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.