Эй, Çăварни, Çăварни, килсе çитрĕ уяв эрни!

Чăваш патшалăх академи драма театрĕ умне илемлĕ катемпи те килсе тăчĕ. Капăр тумпа, чăваш тĕрри-эрешĕллĕ саппунпа, тухьяпа… Юрă хыççăн юрă шăрантарать, хитре пушмакĕсемпе шакăртаттарса ташлать. Ун тавра пухăннисем те вырăнта чăтса тăраймаççĕ - ташша яра параççĕ, такмакла-такмакла Çăварни пикине мухтаççĕ, çуркунне çитнишĕн савăнаççĕ. 10 метрлăскере Атăлçи тăрăхĕнчи чи çÿлли теççĕ. «Çăварни пикине хула художникĕсем шухăшласа тупнă. Ăна тумлантармашкăн пин метр пусма кирлĕ пулнă. Вăл хула çыннисене питĕ кăмăла кайнă. Унта ачасем хаваспах выляççĕ, çамрăксем каçсерен пухăнаççĕ», - пĕлтерчĕ Шупашкар хула администрацийĕн культурăпа туризм управленийĕн пуçлăхĕ Людмила Маркова.

«Çăварни хулинче» мĕн кăна çук! Кашни çын унта хăйĕн валли кăсăкли тупатех. Акă Çăварни мастерскойĕ çамрăк ăстасене хапăл тăвать. Унта вĕсем уяв валли шăхличсем тата ытти япала ăсталама пултараççĕ. Уявăн тĕп çимĕçне - икерчĕ - юратакансем вара «ярмăрккана» васкаççĕ. Унтах ытти апат-çимĕç, тĕрлĕ сувенирпа парне туянма пулать. Çисе тăраннă хыççăн Çăварни автопаркне çул тытаççĕ, снегоходпа, пăравуспа, «бананпа» ярăнаççĕ.

Çурхи уява районсенче те савăнăçлăн кĕтсе илнĕ. Акă Куславкка хулинче пурăнакансем урампа юрласа-ташласа утнă, çынсене тĕрлĕ çимĕçпе хăналанă. Патăрьелсем хĕле лашапа катаччи чупса ăсатнă, тĕрлĕ ăмăртура вăй виçнĕ. Калăпăр, Нăрваш Шăхаль пикисем çăматă ывăтас енĕпе тупăшнă. Вăрнар пăхаттирĕсем вара кире пуканĕ йăтнă, вĕрен туртнă тата ал вăйне виçнĕ. Элĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен пултарулăх ушкăнĕсем те район центрне пухăнса ăстасен алĕçĕсемпе паллаштарнă, ял халăхне чейпе, икерчĕпе хăналанă. Каçалсем те Çăварние хаваслăн ирттернĕ, уяв вĕçĕнче катемпие çунтарнă.

Пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Шупашкарти Хĕрлĕ тÿремре тата чаплăрах праçник йĕркелеме палăртнă. Хастаррисемпе хăюллисем хăйсене тĕрлĕ конкурсра тĕрĕслеме пултарĕç. Çемьесем валли уйрăм лапамсем ĕçлĕç, ашшĕ-амăшĕпе ачисем тĕрлĕ ăмăртура вăй виçĕç. Шăпăрлансем анимаци лапамĕнче юмахри сăнарсемпе тĕл пулĕç. Такмакçăсемпе купăсçăсем пĕр-пĕринпе тупăшĕç. Уяв программине ташă флешмобĕ, халăх вăййисем, икерчĕ фестивалĕ пуянлатĕç.

Андрей МИХАЙЛОВ

Андрей МИХАЙЛОВ

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.