Тантăшсем сивĕ куçпа пăхаççĕ
Эпĕ 8-мĕш класра вĕренетĕп. Чун мĕнле ыратнине хальччен пĕлменччĕ. Аслисенчен илтнĕ-ха, анчах çак пĕлтерĕше ăнланман. Манăн аттепе анне ниçта та ĕçлемеççĕ. Икĕ ĕне усратпăр, вăкăр самăртатпăр — çав укçапа пурăнкалатпăр. Пирĕн ялта ĕç çук, çавăнпа анне килте тăрмашать. Атте маларах Мускава çÿретчĕ. Ĕçлесе таврăнсан укçине эрех-сăра ĕçсех пĕтеретчĕ. Юлашки вăхăтра юлташĕсем ăна пĕрле илсе кайми пулчĕç.