Тата виçĕ уйăх кансанччĕ…
Шкул ачисен чи вăрăм каникулĕ вĕçленчĕ те çĕнĕ вĕренÿ çулĕ вĕсене каллех шкула пуçтарчĕ. Акă пĕрремĕш уйăх çуррине те çитрĕмĕр. Кану кунĕсенчен хăпма йывăр пулмарĕ-ши ачасене? Чим-ха, хăйсенчен ыйтса пăхар.
Татьяна НИКАНДРОВА [9-мĕш класс, Етĕрне районĕ, Мăн Явăш шкулĕ]:
— Ç ĕ н ĕ в ĕ р е н ÿ çулĕ кĕтмен çĕртен пуçланчĕ. Паллах, татах та канас килетчĕ манăн, анчах камăн та пулин пĕлÿ илмелле вĕт. Çав тери пысăк йывăрлăхсемех туймарăм. Анчах та 9-мĕш класа куçсан яваплăх туйăмĕ ÿсрĕ. Экзамена хатĕрленесси пирки нумай шухăшламалла халĕ. Каникул хыççăн кун йĕркине хăнăхма йывăр пулмарĕ, мĕншĕн тесен эпĕ çулла та ирех тăраттăм. Кĕнеке вулама та, çырма та юрататăп. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕне аван паллăсемпе вĕçлесчĕ. Паллах, чылай тар тăкма тивĕ ĕнтĕ, çĕнтерÿ ахаль килмест-çке.
Даниил СЕРГЕЕВ [7-мĕш «а» класс, Шупашкар, 45-мĕш шкул]:
— Манăн вĕренÿ çулĕ лайăхах пуçл а н ч ĕ . Т и н е х э п ĕ класри тантăшсемпе тĕл пултăм, чунра та халĕ чылай хаваслăрах. Кăткăс уроксемех çук хальлĕхе. Ытларах пĕлтĕр вĕреннине аса илетпĕр. Тĕрĕссипе каласан, каникул хыççăн «тăна кĕме» пи-и-итĕ йывăр. Пĕрремĕшĕнчен, п и т ĕ и р т ă м а л л а . Иккĕмĕшĕнчен, çулла хыççăн нимĕн те астумастăп, ансат темăсем те пуçа йăпăр-япăр кĕмеççĕ.
Ангелина ГЕРАСИМОВА [9-мĕш класс, Комсомольски районĕ, Тăманлă Выçли шкулĕ]:
— Çуллахи каникул хыççăн пачах та вĕренес килмест. Тепĕр енчен пăхсан вара ç ĕ н ĕ в ĕ р е н ÿ ç у л ĕ унччен пĕлменнине те, чылай кăсăклине илсе килет. Каллех шкула çÿреме хăнăхма пĕр эрне çитрĕ. П ĕ р р е м ĕ ш к у н а х вĕрентекенсем пирĕнтен хăш предметпа экзамен тытма палăртнипе кăсăкланчĕç. Чи йывăрри çакна хуравласси пулчĕ.
Петр СМИРНОВ [5-мĕш класс, Елчĕк районĕ, Аслă Таяпа шкулĕ]:
— «Эх, çуллахи каникул тата виçĕ уйăха тăсăлтăрччĕ…» — шухăшлаттăм эпĕ маларах. Авăн уйăхĕн 1 - м ĕ ш ĕ н ч е ш к у л а килсен шухăш-кăмăл улшăнчĕ. Пĕлÿ çурчĕ çĕнелнĕ, илемленнĕ. Кунта манăн вĕренес те вĕренес килет. Пĕлÿ кунĕнче çанталăк та аванччĕ! Халĕ каникул пирки шухăшламастăп та.