Дуатлонра мала тухнă

Иртнĕ шăматкун Удмурти тĕп хулинче Ижевскра дуатлон енĕпе Раççей кубокĕшĕн тата триатлон енĕпе федераци кубокĕшĕн ăмăртнă. Чăваш Енĕн пĕрлештернĕ команди унта лайăх кăтартусемпе савăнтарнă. 15-17 çулсенчи хĕрсенчен пирĕн ентеш Елизавета Зайцева чи лайăххи пулнă. Вăл Са¬ратов тата Чулхула спортсменĕсенчен иртсе пĕрремĕш тухнă.

13-14 çулсенчи арçын ачасенчен пирĕн Роман Минеев тата Павел Никитин 2-3-мĕш вырăнсене пайланă.

 

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.