Пултаруллисене — стипенди

21 Авăн, 2017

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев уйăхсерен памалли стипенди çинчен калакан хушăва алă пуснă. Шкул ачисем валли — 20, искусствăсен шкулĕнче хушма пĕлÿ илекенсем валли 5 стипенди пăхса хунă. Ăна тивĕçекенсен вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех уйăхсерен 400 тенкĕ илме май пулĕ.

Стипендипе вĕренÿре пысăк çитĕнÿ тăвакансене, искусство, литература, музыка пултарулăхĕнче палăракансене, çавăн пекех республикăри, Раççейри предмет олимпиадисен çĕнтерÿçисене хавхалантараççĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.