Archive - 20 Раштав, 2018 - Тантăш

20 Раштав, 2018

Аваллăх тĕнчи

Ĕмĕрсем иртсе пыраççĕ
Ÿстерсе ăс-хал мулне.
Кĕнекеçĕсем шыраççĕ
Чăвашсен кунне-çулне.
Тинкеретпĕр малалла,
Кайрине те халь куратпăр...
Манăн шухăшăмпала —
Эпир пулнă, пур, пулатпăр...

Петĕр Хусанкай.

20 Раштав, 2018

Çамрăк волонтер

Раççейре Ырă тăвакансен çулталăкĕ вĕçленнĕ май Мускавра Пĕтĕм тĕнчери ырă тăвакансен форумĕ иртнĕ. Унта Патăрьел районĕнчи Турхан шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен Андрей Кольцов та пулнă.

20 Раштав, 2018

Илемлĕ йăл кулăллă пулар

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Раççейри ачасен йăл кулли» ыр кăмăллăх программи уçăлчĕ. Çавна май йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасем тÿлевсĕр пулăшăва тивĕçĕç. Ку таранччен программа Новосибирскра, Владикавказра, Пермьре, Чĕмпĕрте ĕçлеме пуçланă. Унăн тĕллевĕ — шăлсен çирĕплĕхĕ, чире вăхăтра тупса палăртасси, ачасемпе çамрăксене вăхăтра сиплесси.