Комментари хушас

20 Раштав, 2018

Илемлĕ йăл кулăллă пулар

Раштав уйăхĕн 18-мĕшĕнче «Раççейри ачасен йăл кулли» ыр кăмăллăх программи уçăлчĕ. Çавна май йывăр лару-тăрура пурăнакан ачасем тÿлевсĕр пулăшăва тивĕçĕç. Ку таранччен программа Новосибирскра, Владикавказра, Пермьре, Чĕмпĕрте ĕçлеме пуçланă. Унăн тĕллевĕ — шăлсен çирĕплĕхĕ, чире вăхăтра тупса палăртасси, ачасемпе çамрăксене вăхăтра сиплесси.

Гигиена урокĕ

Чăваш Енри программа гигиена урокĕнчен пуçланчĕ. Шупашкарти 1-мĕш шкулти 2-мĕш класа 31 ача çÿрет. Шăп çак шăпăрлансемпе тĕл пулчĕç те «Хулари стоматологи поликлиникин» ĕçченĕсем тата ытти хăна.
Урокра ăсталăх класĕ иртрĕ, шăл тухтăрĕсем сĕнÿсем пачĕç.
Шăла мĕнле тасатмаллине итленĕ хыççăн ачасем асамлă ÿкерчĕк хатĕрлерĕç. Мĕншĕн асамлă-ха вăл? Ара, шăпах ÿкерчĕк çирĕплетрĕ пĕлĕве. Аялтан çÿлелле сăрласа курăк ÿкерчĕç. Шăл щеткине симĕс сăрра чикрĕç те хут çинче «аялти шăлсене» калăпларĕç. Эппин, аялтан çÿлелле ÿкернĕ курăк вăл — аялти шăлсем. Çÿлтисем вара мĕне аса илтереççĕ? Паллах, тÿпене. Çÿлтен аялалла сăрласа кăвакскерне ÿкерчĕç. Кун хыççăн çаврака евĕр хусканусем тумалла. Шăла та, тунине те шăл щеткипе сăтăрмалла. Çакна çирĕплетме ачасем курăкпа тÿпе хушшинче сарă хĕвел ÿкерчĕç.

Çак йĕркепех вĕренекенсем ятарласа тунă янаха тытса хăнăхтарусем турĕç. Шăла кунне 2 хутчен 3 минутран кая мар тасатмалла. Аялтисене, çÿлтисене икĕ енчен те сăтăрмалла. Усăллă çимĕç çеç çимелле, канфет-шăккалатпа иртĕхмелле мар. Пылак çинĕ хыççăн шăла таса шывпа чÿхемелле, чăмлака апат çинĕ хыççăн 10 минут çеç чăмлама юрать. Çак сĕнÿсене пăхăнма шантарчĕ 2-мĕш класс.

Чăмлак та кирлĕ

Урок вĕçĕнче ачасене парнесем валеçрĕç. Шăл пекех шурă хăмпăсем тата хутаçри парнесем шăпăрлансене савăнтарчĕç.
Ачасем çак тĕл пулуччен шăл тасатмалли йĕркене пĕлнĕ-и-ха?
Ксения Николаева çак ыйтăва хаваспах хуравларĕ: «Ку таранччен шăлсене тĕрĕс мĕнле тасатмаллине пĕлмен эпĕ. Мана атте ăнлантарнăччĕ, анчах та эпĕ веçех ас туса юлман. Чĕлхене те тасатмалла иккен».
Богдан Бобчихин шухăша малалла тăсрĕ: «Паянхи мероприяти питĕ килĕшрĕ. Эпĕ шăп çакăн пек йĕркепех тасататăп шăла. Шăллăмпа йăмăка та тĕрĕс усă курма вĕрентĕп».
Класс ертÿçи Алина Игнатьева та сăмах илчĕ. «Ачасемпе шăл тасатма вĕреннĕ-ха эпир. Кăнтăрлахи апат хыççăн чÿхемеллине те пĕлнĕ. Анчах та чăмлак усă курмаллине илтмен. Хамăн ачасене те, вĕренекенсене те чăмлама юрамасть теттĕм. Тухтăрсем вара сĕнеççĕ иккен, анчах та вăрах вăхăт мар. Ку маншăн çĕнĕлĕх. Ачасем, шкулта чăмлак чăмласан çÿп-çап витрине пăрахма манмалла мар», — асăрхаттарчĕ Алина Германовна.
«Çапла, унта-кунта çыпăçтармалла мар!» — терĕç пĕр харăс иккĕмĕшсем.  Малалла вулас...

www.hypar.ru
Валентина ФЕДОРОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.