Чăваш тĕрриллĕ сарă галстук — ăнăçу палли

20 Раштав, 2018

Иртнĕ эрнекун «Хыпар» Издательство çурчĕн пысăк залĕнче республикăри пултаруллă та маттур ачасем пуçтарăнчĕç. Вĕсем — «Тантăш» хаçат ирттернĕ «Симĕс тавралăх», «Çут çанталăк — хавхалану çăл куçĕ», «Спортра — сывлăх» тата «Тетте» журнал йĕркеленĕ «Кам мĕнпе ярăнать?» конкурссен çĕнтерÿçисем.

Куçсенче — хавхалану

Аса илтерер: «Тантăш» хаçат проекчĕ ЧР Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви йĕркеленĕ конкурсра гранта тивĕçнĕччĕ. Çулталăк тăршшĕпех ача-пăча кăларăмĕ çитĕнсе пыракан ăрăва çут çанталăк пуянлăхне упрама, тавралăха тирпейлĕхре тытма вĕрентес тĕллевпе тĕрлĕ ĕç пурнăçларĕ. «Ял çумĕнчи вăрмансене тирпейлĕхре тытар» темăпа ирттернĕ «çавра сĕтел» пĕтĕмлетÿ мероприятийĕ пулчĕ. Унта республикăри çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Александр Коршунов та хутшăнчĕ. Тĕл пулăва килнĕ ачасем хăйсем çав тери маттур та пултаруллă пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕç: «Симĕс хула» общество организацийĕ ирттернĕ викторинăра та, вăйăра та, калаçура та хăйсене хастар кăтартрĕç. Пĕчĕкскерсене аслисем хăйсем хыççăн пуçтарманни те, йывăçсене упрамалли те, сывлăша варалани те шухăшлаттарать иккен. Вĕсем Çĕр чăмăрне таса, тирпейлĕ курасшăн, çавăнпа экологие лайăхлатас, тавралăха илемлетес тĕлĕшпе сĕнÿ чылай пулчĕ. Ыйтусене те вĕсем туллин, хăюллăн хуравларĕç. «Сирĕн хавхалану кăна ан сÿнтĕрччĕ», — çут çанталăкăн пĕчĕк тусĕсене ырă сунчĕ эковолонтерсен ертÿçи Федор Алексеев.

Министра ыйтусемпе сĕнÿсем пачĕç

Хастар ачасем министрпа та пĕр чĕлхе тупрĕç. Вĕсем Александр Петровича пĕр шикленмесĕр ыйту хыççăн ыйту пачĕç. «Эсир хăвăр пурнăçра тĕлĕнмелле мĕнле чĕр чун курнă?» — ыйтрĕ варринчи ретре ларакан хĕрача. Александр Коршунов слонпа жираф асра юлнине пĕлтерчĕ. «Кайăксенчен вара ăсан килĕшет, хам «хăлат» пулин те», — шÿтлерĕ вăл хăйĕн хушамачĕ кайăк ятĕнчен пулса кайнине палăртса. «Эпĕ Америкăра пулса курнă, мĕншĕн унта çÿллĕ хитре чечек нумай лартаççĕ, пирĕн патра вара сахалрах?» — тĕлĕнтерчĕ Çĕнĕ Шупашкар ачи. Шупашкар — çĕршыври, тен, тĕнчери те, чи илемлĕ те илĕртÿллĕ хуласенчен пĕри пулнипе пурте килĕшрĕç. Ăна тата илемлĕрех тăвас шухăша министр та ырларĕ.
Аслисем те тивĕçлĕ ведомствăн ертÿçипе куçа-куçăн тĕл пулнине кура хăйсен ыйтăвĕсене хускатрĕç. Каяшсене илсе тухасси, вĕсене суйласа пухасси, хут, тимĕр, пластик кĕленчесем пухас ĕçре ÿсĕм кăтартакан ачасене хавхалантарасси пирки те калаçрĕç ашшĕ-амăшĕпе вĕрентекенсем. Раççейри чи илемлĕ вырăн пирки ыйтсан Александр Коршунов нумай шухăшласа тăмасăрах Крыма тата хамăр тăрăхри вăрмансене аса илчĕ. «Вĕсем çав тери хитре, уйрăмах кĕркунне. Кам çут çанталăкпа килĕшÿре пурăнать — вăл унра илемлĕх куратех», — тивĕçтерчĕ ачасене министр хуравĕ. Александр Коршунов кашни ыйтăва туллин хуравлама тăрăшрĕ, сĕнÿсене шута илме шантарчĕ. Чи-чи интереслĕ ыйтусен «хуçисене» «Хыпар» логотиплă футболкăсем шыраса тупрĕç. Çут çанталăк ырлăхĕшĕн тă-рăшакан ачасемпе çитĕннисене тав тунă май Александр Коршунов тавралăха тирпейлĕхре тытасси пирĕнтен кашнинчен килнине аса илтерчĕ.
Акă, чыслав саманчĕ çитрĕ. Çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ кашни ача парнеллĕ пулчĕ. «Ачасем, сире конкурссене хутшăннăшăн пысăк тав, — терĕ «Хыпар» Издательство çурчĕн директорĕ — тĕп редакторĕ Татьяна Вашуркина. — Малашне те хастар та маттур пулăр, ача-пăча кăларăмĕсемпе тачă çыхăну тытăр. Пултарулăх ăмăртăвĕ-сене çитес çул та ирттерĕпĕр». Мероприятие хутшăннă хастарсене «Спорттовары» лавкка директорĕ Марина Аниченкова та, Альбина Юрату сăвăç та мухтарĕç, малашне те хастар пулма сунчĕç.

Урамра сăвă янраттарнă

Министрпа куçа-куçăн калаçма, ыйтусем пама, хăйĕн шухăшне пĕлтерме вăтанманнипе, анлă тавра курăмĕпе, хăюллă хуравĕсемпе тĕлĕнтерчĕ «Çут çанталăк — хавхалану çăл куçĕ» конкурсра гран-при çĕнсе илнĕ, пултаруллă та хастар Денис Орлов. Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра 1-мĕш класра ăс пухаканскер «Кĕрхи ÿкерчĕк» сăвва янăравлă сасăпа каларĕ. «Маттур», — ăшă сăмахсемпе хавхалантарчĕ ăна кашниех.
Сăвва ăста та хавхалануллă кăмăл- туйăмпа калакан арçын ачашăн ку пĕрремĕш çитĕнÿ мар. Денис 5 çултах такăнмасăр вулама вĕреннĕ, ача садĕнчех сăвăсене туйăмлăн калама хăнăхнă. Вăл кăна-и? Ялта пурăнакан аслашшĕ-асламăшĕ патне пуçтарăннă хăнасен умĕнче мĕнешкел кăна янăраттарман вăл хайлавсене! Кăçал сăвва илемлĕ вулакансен «Душа в заветной лире» конкурсĕнче Борис Заходерăн «Перемена» сăввипе шкул шайĕнче — 1-мĕш, хула шайĕнче 3-мĕш пулнă. Республика шайĕнчи «Гроздья рябины» конкурсра «Кĕрхи ÿкерчĕк» сăвăпа çĕнтернĕ. Нумай пулмасть Пермьре иртнĕ регионсен хушшинчи конкурсра çав сăвăпах 1-мĕш степень Диплома тивĕçнĕ. Арçын ачана çул кăтартакансем камсем тетĕр-и? Унăн вĕрентекенĕ Алевтина Такина тата амăшĕ. «Ача садне çÿренĕ чухнех пул-тарулăх проекчĕсене, ача-пăча конференцийĕсене, фотоконкурссене хутшăнаттăмăр. Ывăлăм манăн маттур, тăрăшать», — пуçĕнчен лăпкать арçын ачана амăшĕ.
«Кĕрхи ÿкерчĕк» сăвва илемлĕ каласа 1-мĕш вырăна тивĕçнĕшĕн жюри Дениса чăваш тĕрриллĕ галстук парнеленĕ. Унтанпа сарăскер арçын ачашăн талисман пулса тăнă. «Вăл мана яланах ăнăçу илсе килет», — сцена çине галстуксăр тухмасть арçын ача.

Лицеист та, футболист та

Çитĕнсен кам пуласшăн-ши маттурскер? «Анне мана генерал тăвасшăн, ман вара футболист пулас килет. Маша аппа сăвăсемпе кăсăкланнăран поэт пулма сĕнет. Атте спортпа туслашмалла тет. Хам та пĕлместĕп, мĕн суйламалла? — уççăн сăмахлать Денис. — Эпĕ футболла выляма юрататăп, 3-мĕш çул дзюдо секцине, ишме çÿретĕп, хĕлле хоккейла, çулла баскетболла вылятăп. Сăвăсем вулама, мечĕкпе выляма, велосипедпа ярăнма тата сцена çине тухма кăмăллатăп. Манăн футбол секцине çырăнас килет, анчах анне хирĕç. «Эсĕ мĕншĕн лицейра вĕренетĕн, футболист пулма-и?» — тет». Малалла вулас...

www.hypar.ru
Вера ШУМИЛОВА. Сергей ЖУРАВЛЕВ сăн ÿкерчĕкĕ.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.