Archive - Хресчен сасси
март 12th, 2014
март 7th
Вăрăран çитĕнтересчĕ
Çитмĕл пилĕк çула кайрăм. Çирĕм çул каялла питомникран сакăр барбарис хунавĕ илсе карта хĕррипе лартса тухрăм. Лайăх кайрĕç вĕсем, çырлине те çисе савăнатпăр. Ял çыннисем те манашкал барбарис ÿстересшĕн, хунавне ыйтаççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ çырла вăрринчен хунав çитĕнтерес тесе тапаланатăп. Анчах усăсăр.
Калча ÿстерме
Çĕрĕ лайăх пулсан калчи те çирĕп пулĕ. Кирек мĕнле çĕре те, лавккаран туяннине те, килти пахчаран илнине те сиенсĕрлетмелле. Мĕнле майпа-ха?
Шăнтса. Шартлама сивĕре тăпрана 30 кунран кая мар тытаççĕ. Çапах кун пек чухне те чир пуçаракансем пурте пĕтмеççĕ.
Вĕри шывпа пĕçертсе. Тăпрана вĕреме кĕнĕ шывпа сапса лайăх пăтратаççĕ, тимĕр патнус çине сарса 200 градус таран хĕртнĕ духовкăна 25-30 минутлăха лартаççĕ.
Турат иртесси
Сивĕсем иртсен улма-çырла йывăçĕсен турачĕсене иртме пуçлаççĕ. Çакна папкасем кÿпчесе кайиччен, сывлăш температури 0 градуса çывăх чухне тумалла. Малтан улмуççи туратне касмалла. Сивĕсем таврăнсан та вăл аптрасах каймасть. Сиенленнĕ, пĕр-пĕрне кансĕрлекен, шалалла ÿсекен туратсене иртмелле.
Хĕрлĕ тата хура хурлăханăн, крыжовникăн ватăлса çитнĕ, çĕр çийĕн тăсăлакан хунавĕсене сайралатмалла. Ытлашшисене тĕпĕнченех тункатине хăвармасăр касмалла.
Шăмă сыппи канăçсăрлантарать
Хисеплĕ редакци! Сире çывхарса килекен Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăхлă пулма, пысăк çитĕнÿсем тума сунатăп.
Нуша килнипе çыратăп. Пĕçĕ сыппи ыратнипе (коксартроз) шар куратăп. Операцисĕр тÿрлетме пулмасть терĕç. Тен, мана халăх меслечĕ пулăшĕ? 88 çулта эпĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ.
Петр Митрофанов. Муркаш районĕ, Отарккă.
март 5th
Тăвайри тĕл пулусем
Намăс-симĕсе çухатас марччĕ
Вăтăр çула яхăн иртрĕ унтанпа. Культура ĕçченĕсен йышне кĕрекенсем «уйăх укçи пĕр мăшăр атă туянма та çитмест» тесе йĕрмĕшме тытăнсан пире ялан пĕр пек лăплантаратчĕç – малтан базис тумалла-ха, вара тин надстройкине хăпартăпăр тетчĕç. Базиспа надстройкăна философи кĕнекисем те уйрăмшарăн ăнлантарманнине шута илместчĕç. Малтан базисне тумалла тени пирвай мул хуçисене, чиновниксене пуйтармалла-ха тени пулнă иккен. Паян ăна чиновниксем хăйсем те пытармаççĕ. Раççей правительствин председателĕн пĕрремĕш çумĕ И.
Культурăсăр чун хавшак
Красноармейски районĕнче тăхăр культура çурчĕ. Тĕрĕссипе, вĕсен ячĕ халĕ урăхларах – информаципе культура аталанăвĕн центрĕ. Кашни çулах районта пилĕк пинрен кая мар мероприяти ирттереççĕ. Кăçал Культура çулталăкĕ пулнă май вĕсен шутне тата ÿстересшĕн.
Çемье савăнăçĕ
Нумай ачаллă çемьесене патшалăх çурт-йĕрпе тивĕçтересси йăлана кĕчĕ. Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Лапри Чăрăшкасси ялĕнчи Журавлевсем те çак телее туйрĕç. Кăçалхи Çĕнĕ çул умĕн вĕсем çĕнĕ вырăна пурăнма куçрĕç.
Юмахри кермен
февраль 28th
Кахалсем ăçта çуралаççĕ?
Аист çĕклесе килмен ĕнтĕ вĕсене Чăваш çĕр-шывне, хамăрах çурататпăр. Хаçат-журналта, радиопа телекурав кăларăмĕсенче те, пуçлăхсем ларусенче тухса калаçнă чух та "чăваш халăхĕ ĕçчен, хастар, маттур" тесе мухтанаççĕ. Анчах хамăра ытти халăх мĕнле хаклать-ши? Хальлĕхе, ман шутпа, кăкăра çапса мухтанмалли курăнмасть. Пачах урăхла. Халăх кунсерен кахалланса пынишĕн чан çапмалла.