Комментари хушас

7 Пуш, 2014

Вăрăран çитĕнтересчĕ

Çитмĕл пилĕк çула кайрăм. Çирĕм çул каялла питомникран сакăр барбарис хунавĕ илсе карта хĕррипе лартса тухрăм. Лайăх кайрĕç вĕсем, çырлине те çисе савăнатпăр. Ял çыннисем те манашкал барбарис ÿстересшĕн, хунавне ыйтаççĕ. Темиçе çул ĕнтĕ çырла вăрринчен хунав çитĕнтерес тесе тапаланатăп. Анчах усăсăр.

Шкулта 35 çул ĕçленĕ хушăра эпĕ вĕренекенсемпе пĕрле темле йывăç та лартнă. Шкул картишĕнче хам вăрăран туса ÿстернĕ юмансем те пур. Ачаранах юмана килĕштеретĕп. Ĕмĕрĕ вăрăм унăн, 500 çул таран. Барбариса вара парăнтараймарăм. Чĕрĕ хÿме вырăнне пит аван вăл. Тен, эсир пулăшатăр?

Геннадий Ильденеев. Улатăр районĕ, Суйкăн ялĕ.

Хисеплĕ Геннадий Иванович, республикăри Çут çанталăк ресурсĕсемпе экологи министерствин вăрман пуянлăхне упрас тĕлĕшпе ĕçлекен пай специалисчĕпе Галина КузнецовĂПА çыхăнтăмăр. Вăл вăрăпа аппаланса тертленме кирлĕ маррине палăртрĕ.

– Винограда вăрăран ÿстерместпĕр вĕт. Барбарис та çавнашкалах. Чи ансат меслет – тĕме уйăрса лартни. Тĕп тĕме чавса кăларса асăрханса темиçе пая уйăрмалла. Тымарĕ çав тери пысăк та парка пулсан алă пăчкипе те усă курма тивĕ. Барбарисăн тымар хунавне куçарса лартсан та 2-3 çултан чăн-чăн тĕмĕ пулса кайĕ.

Пĕр çул ÿссе хытнă туратсене те, 15-20 сантиметрлисене, çулталăкĕпех хатĕрлеме пулать. Турата çу пуçламăшĕнче касса теплицăра тымарлантармалла.

Çур пуçламăшĕнче папка кÿпчесе кайиччен каснă турат та лайăх ÿсет. Кассанах ăна сивĕтмĕшре тытмалла, çĕр ăшăнса çитсен чавса чикмелле. Турата хĕл пуçламăшĕнче е кĕркунне кассан çуркуннеччен нÿрлĕ хăйăр хунă ещĕкре упрамалла. Туратне хăйăр ăшне тăратса чикмелле, упранакан вырăнта температура 0 градуса яхăн пулмалла.

Çуркунне çĕр типсенех пĕр çул ÿснĕ юрăхлă турат тупса ăна тымарлантарма 15-20 см тарăнăш чавнă канава авса хумалла, тимĕр çекĕлпе тыттарса çĕрпе витмелле, тăрри çеç курăнса тăтăр. Кĕркунне ăна, тымар янăскерне, куçарса лартмалла.

Вăрăпа çитĕнтересех тесен çакна шута илмелле. Лайăх пиçсе çитнĕ çырла вăрлăхне илмелле, ăна темиçе хут çумалла, йăваш марганцовка шывĕнче тытмалла, типĕтмелле. Кĕркунне тÿрех пахчана лартас тесен ăшăх (1-3 см) канав туса ăна хăйăрпа тултармалла. Вăрлăха акмалла, çиелтен 5 см хулăнăш мульчапа витмелле (пăчкă кĕрпи аванрах). Вăрлăха шăши тивесрен акнă йĕр çийĕн хыр лăссипе витмелле. Çуркунне, юр ирĕлсен, хыр лăссипе пăчкă кĕрпине илмелле, йăрана вăхăтлăха пленкăпа витмелле. Вунă вăрлăхран улттă-çиччĕшĕ шăтмаллах.

Вăрлăха çуркунне те акма юрать, анчах малтан стратификаци тумалла, урăхла каласан – вăрлăха хăйăрпа хутăштарса лайăх сăтăрмалла, унтан тăватă уйăхлăха сивĕтмĕше хумалла. Çуркунне ăна хăйăрĕпе пĕрлех акмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.