Комментари хушас

Хисеплĕ редакци! Сире çывхарса килекен Хĕрарăмсен уявĕ ячĕпе саламлатăп. Çирĕп сывлăхлă пулма, пысăк çитĕнÿсем тума сунатăп.

Нуша килнипе çыратăп. Пĕçĕ сыппи ыратнипе (коксартроз) шар куратăп. Операцисĕр тÿрлетме пулмасть терĕç. Тен, мана халăх меслечĕ пулăшĕ? 88 çулта эпĕ, ĕçпе вăрçă ветеранĕ.

Петр Митрофанов. Муркаш районĕ, Отарккă.

Хисеплĕ Петр Митрофанович! Шăмă сыппин шыççи çав тери йывăр чир. Халăх меслечĕсем чир ытла тарăна кайман – 1-2-мĕш степеньсем – чухне çеç пулăшаççĕ. Хăвăра çырса панă эмелпе сипленнипе пĕрлех çаксене туса пăхма пултаратăр, анчах малтан тухтăрпа канашламалла.

  1. Купăста çулçине пылпа сĕрсе ыратакан вырăна хумалла, çиелтен полиэтиленпа тата çăм тутăрпа витмелле, çаплипех çывăрма выртмалла. Ирпе хайхи вырăна çуса илмелле. Çапла пĕр уйăх сипленмелле.
  2. 3 лимон, 250 г сельдерей тымарĕ, 120 г ыхра илсе аш арманĕ витĕр кăлармалла, виç литр кĕленчине ямалла. Унтан савăт туличчен вĕреме кĕнĕ шыв ярса кĕленчене хупмалла, ăшă япалапа витсе пĕр каç лартмалла. Çак шĕвеке ирсерен, выç варла, апат умĕн çур сехет маларах, 70-шер грамм ĕçмелле. Виçĕ уйăх таран сипленмелле. Пĕр кĕленче 1 уйăха çитĕ.
  3. 200 г явăнакан шур курăкăн (переступень белый, параличная трава) тымарне аш арманĕпе авăртмалла, 300-400 г сыснан ăш çăвне хушмалла. Йăваш çулăм çинче 5-7 минут пĕçермелле, сивĕтмелле, ыратакан сыпăсене сĕрсе выртмалла.
  4. Тин вĕретнĕ 3 литр шыва хуппипех тураса вĕтетнĕ 3 лимон ямалла. Шывĕ сивĕнсен 3 кашăк пыл хушмалла. Кун тăршшĕнче чей вырăнне пĕрер стакан ĕçмелле. Çапла 1 уйăх таран.
  5. 2 кашăк спирт çине 2 кашăк тирек (тополь) кăчки ярса пăтратмалла, 5-7 кун тытмалла. Унтан ăна аш арманĕ витĕр кăларнă салăпа хутăштарса ыратакан вырăна сĕрмелле.
  6. Шĕпĕн курăкĕн (чистотел) вĕтетнĕ çулçипе тунине 8 кашăк чухлĕ илсе аш арманĕпе авăртмалла. Ун çине 1 л олива çăвĕ ярса 2 эрне ăшă вырăнта тытмалла. Çак маçа кунне виçĕ хут сĕрмелле, ăшă япалапа чĕркемелле.
  7. Типĕтнĕ хупах тымарне кофе арманĕпе вĕтетмелле, пылпа (1:1) хутăштармалла. Кунне 3 хут, выç варла, 15-шер грамм çимелле.

Апата уяса çимелле. Рационра пулă, аш-какай, сÿтĕн, тăпăрчă, турăх, шывпа пĕçернĕ пăтă пулмалла. Пылак çимĕçе, çăнăхпа пĕçернине май пур таран сахалтарах çимелле.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.