Калча ÿстерме

Çĕрĕ лайăх пулсан калчи те çирĕп пулĕ. Кирек мĕнле çĕре те, лавккаран туяннине те, килти пахчаран илнине те сиенсĕрлетмелле. Мĕнле майпа-ха?

Шăнтса. Шартлама сивĕре тăпрана 30 кунран кая мар тытаççĕ. Çапах кун пек чухне те чир пуçаракансем пурте пĕтмеççĕ.

Вĕри шывпа пĕçертсе. Тăпрана вĕреме кĕнĕ шывпа сапса лайăх пăтратаççĕ, тимĕр патнус çине сарса 200 градус таран хĕртнĕ духовкăна 25-30 минутлăха лартаççĕ.

Фунгицидсемпе (Гамаир, Алирин, Глиокладин, Фитоспорин-М, Экстросол, Планриз тата ытти те). Вăрлăх акиччен 3-5 кун маларах нÿрлентернĕ çĕре фунгицид шĕвекĕпе сапса пленкăпа витмелле. Чи тухăçлă меслетсенчен пĕри ку, çĕр микрофлори пĕтĕмпех сыхланса юлĕ.

Восток-ЭМ1, Байкал, Возрождение, Тамир препаратсемпе те усă курма юрать, анчах ун чухне нÿрлентернĕ çĕре хура пленка айĕнче 2-3 эрне таран тытмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.