Турат иртесси

7 Пуш, 2014

Сивĕсем иртсен улма-çырла йывăçĕсен турачĕсене иртме пуçлаççĕ. Çакна папкасем кÿпчесе кайиччен, сывлăш температури 0 градуса çывăх чухне тумалла. Малтан улмуççи туратне касмалла. Сивĕсем таврăнсан та вăл аптрасах каймасть. Сиенленнĕ, пĕр-пĕрне кансĕрлекен, шалалла ÿсекен туратсене иртмелле.

Хĕрлĕ тата хура хурлăханăн, крыжовникăн ватăлса çитнĕ, çĕр çийĕн тăсăлакан хунавĕсене сайралатмалла. Ытлашшисене тĕпĕнченех тункатине хăвармасăр касмалла.

Сывлăш температури 3-5 градус ăшăтсан кăмпа чирĕпе кукшаран улма-çырла йывăçĕсене аммиак селитрипе тунă шĕвекпе сирпĕтмелле. Çакна валли 10 л шывра 400 г удобрени ирĕлтермелле. Йывăçа сипленипе пĕрлех апатлантарма та кирлĕ ку.

Çанталăк 0 градусран ăшăрах чухне сăвăспа ытти хурт-кăпшанка пĕтерме хурлăханпа крыжовника вĕри шывпа (80 градус) мунча кĕртмелле. Паллах, лейкăпа усă курмалла.

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.