Archive - Çу 2020 - Хресчен сасси
- Date
- Type
мая 27th
"Хыпар" хаçат çырăнма сĕнеççĕ
Тухăçа чакараççĕ
Май уйăхĕнче сывлăш температури вырăн-вырăнпа 1 градус сивве çитрĕ. Çакă ÿсен-тăран культурисене мĕнле витĕм кÿчĕ-ши?
Асамлă кĕскĕ эрешĕсем
Хамăр çинчен хамăр пит калаçмастпăр, çырмастпăр пулин те пире ют çĕршыв çыннисем лайăхрах асăрхаççĕ иккен.
Калча япăх çитĕнет
Çанталăк ăшăтнă май пахчана парка, сывă калча куçартăмăр. Анчах йăран çинче вăл çитĕнме чарăнчĕ, çĕнĕ çулçисем те тухмаççĕ. Çакă мĕнпе çыхăннă-ши? Калча вăй илтĕр тесен мĕн тумалла? Специалистсем мĕн сĕнеççĕ-ши?
Мария АНТОНОВА, Патăрьел районĕ.
мая 26th
Ача-пăчаллă çемьесене пулăшу кирлех
мая 20th
«Хресчен сасси» 18 (2806) № 20.05.2020
Çамрăксем яла туртăнаççĕ
Хĕрлĕ Чутай районĕнче ял хуçалăх отраслĕн тĕревĕ — «Коминтерн» ЯХПК. Вăл аталану çулĕпе çирĕп утать.
ЯХПКра выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ: сысна — 2 пин, мăйракаллă шултра выльăх 1800 пуç. Çав шутра сăвăнаканнисем — 600 ĕне. Кĕтÿ татах пысăкланмалла. Юлашки çулсенче ЯХПКра инвестици проектне хута кĕртессипе — ĕне выльăх комплексне тăвассипе — ĕçлеççĕ.
Çĕр улми тăшманĕ
Раççей ял хуçалăх надзорĕн Чăваш Енри тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕ карантин объекчĕсем пирки асăрхаттарать.
Республикăри карантин объекчĕсенчен пĕри — çĕр улмин ылтăн нематоди /3КН/. Вăл çĕр улмире глободероз чирне пуçарать. Çавна май тухăçа 30-80 процент таран çухатма пулать. Нематод вирусĕсем 15 çул таран упранаççĕ.
Асăннă карантина республика территорийĕнче 2007 çулта, хушма хуçалăхсен участокĕсенче, кĕртнĕ. Усал чире пысăк хуçалăхсенче асăрхаман. Çакă предприятисенче пусă çаврăнăшне пăхăннипе те çыхăннă.