Кăткăс вăхăтра ачаллă çемьесене укçа парса пулăшма йышăннине ырлатăп

19 Çу, 2020

Анатолий ИГНАТЬЕВ, Красноармейски районĕнчи фермер:

— Çемьере виçĕ ывăлпа икĕ хĕр çитĕнеççĕ. Асли 14-ра, кĕçĕнни иртнĕ çул çут тĕнчене килчĕ. Аслисем фермер хуçалăхĕнче пулăшма тытăнчĕç ĕнтĕ.

Хальхи вăхăтра çемьесене çăмăл мар. Коронавирус лару-тăрăва палăрмаллах çивĕчлетрĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин кăткăс вăхăтра ачаллă çемьесене укçа парса пулăшма йышăннине ырлатăп. Эпир те Патшалăх пулăшăвĕсен порталне документсем тăратрăмăр, вĕсем çитни çинчен пĕлтернине илтĕмĕр.

Эпир нумай ачаллă çемье шутланатпăр пулин те, чылай çăмăллăхпа усă кураймастпăр — тупăш çитет-мĕн. Фермер хуçалăхĕнче ĕçлесе илнĕ тупăшăн 70-80 проценчĕ хуçалăха аталантарма, налук, çынсене шалу тӳлеме, ытти тăкака саплаштарма каять. Хамăра сахал юлать темелле. Çемье пуçне тивекен тупăша тăкаксене кăлармасăр шутланипе килĕшесшĕн мар эпĕ. Малашне çак енĕпе те улшăнусем пуласса шанатпăр.

www.hypar.ru

Комментари хушас

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.