«Паян ырлăхра пурăнатпăр. Хăй вăхăтĕнче эпир тăраниччен çăкăр та çисе курман. Вăрçă çеç урăх ан пултăр», — терĕ Патăрьел районĕнчи Вăтаелте пурăнакан Александра Печникова. 90 çулти Александра Ивановна хăйĕн ĕмĕрĕнче терт-асапа çителĕклех курнă.
Пĕр çулхине мана мухтавлă çар пуçĕ, тăватă хут Совет Союзĕн Геройĕ Г.К.Жуков çуралнă тăрăха, Калуга облаçĕнчи Жуков ялне, çитсе курма тÿр килнĕччĕ. Облаçри унăн ячĕпе хисепленекен краеведени музейĕпе пăлханса та хавхаланса паллашрăм.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин юлашки залпĕсен сасси шăпланнă кунранпа 75 çул иртрĕ. Тăватă çула яхăн, 1418 кунпа çĕр хушши, совет халăхĕ хаяр та вăйлă тăшманпа паттăррăн çапăçнă.
РФ Конституцине кĕртме палăртнă тÿрлетÿсен шутне çамрăксене Тăван çĕршыва юратма вĕрентесси, вĕсене патриот воспитанийĕ парасси, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пирки тĕрĕс ăнлантарасси, астăвăма упрасси пул