Вăл вăрçăран таврăнмарĕ...
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин юлашки залпĕсен сасси шăпланнă кунранпа 75 çул иртрĕ. Тăватă çула яхăн, 1418 кунпа çĕр хушши, совет халăхĕ хаяр та вăйлă тăшманпа паттăррăн çапăçнă.
Çĕршыври пĕтĕм халăхпа пĕрле фашизмпа кĕрешме Чăваш Республикинче пурăнакансем те пĕр çын пек кар! тăнă. Пирĕн тăрăхра çуралса ÿснĕ 210 пин ытла çын фронта тухса кайнă. Пин-пин ентеш тĕрлĕ фронтра тăшмана хирĕç хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса хастаррăн кĕрешнĕ. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ каялла таврăнайман. Пирĕн халăх фронтра та паттăррăн çапăçнă, тылра та хастаррăн ĕçленĕ.
Манăн аслă ăрури тăвансем те хаяр вăрçăн йывăр çулĕсене тивĕçлипе чăтса ирттернĕ. Николай Михайлович Архипов — аттен Севастиан Михайлович фронтовикăн шăллĕ. Етĕрне уесĕнчи /халĕ Элĕк районĕ/ Тури Вылă ялĕнче 1923 çулта çуралнă. Унăн ашшĕ Михаил Архипович Архипов /1887-1972 çулсем/ — унтер-офицер, Пĕрремĕш тĕнче вăрçин тата Раççейре 1917 çулта пулса иртнĕ Февральти тата Октябрьти революцисен участникĕ. Амăшĕ Дария Архиповна Архипова /1891-1946 çулсем/ Тури Вылăри И.Сталин ячĕллĕ ял хуçалăх эртелĕнче ĕçленĕ. Юхăнчăклăх, экономикăри йĕркесĕрлĕх, влаç кризисĕ Граждан вăрçи хыççăнхи 1921-1922 çулсенче хăрушă выçлăх çуратнă. Вăл Архиповсен çемйине те пырса тивнĕ. Çемьери 11 ачаран 5-шĕ кăна çăлăнса юлнă: Мария, Севастиан, Николай, Агафья, Гай.
Николай Тури Вылăри пуçламăш шкула пĕтернĕ хыççăн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Штанашри 7 класлă шкулта малалла вĕреннĕ. Каярахпа вырăнти И.Сталин ячĕллĕ ял хуçалăх эртелĕнче колхозник пулса вăй хунă. 1932-1933 çулсенчи коллективизаци тапхăрĕнче çĕршывра иккĕмĕш хут выçлăх тапраннă. Çавна пула 1940 çулта Архиповсен çемйи /ашшĕ Михаил, Николай, Агафья/ Çĕпĕре куçса кайнă. Вĕсем Хĕвел анăç — Çĕпĕр крайне кĕрекен Прокопьевский районти Михайловкăри «Хĕлхем» ял хуçалăх эртелĕнче ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнине Архиповсем Новосибирск облаçĕнчи Киселевский районĕнчи Михайловка салинче пĕлнĕ.
Тури Вылă ялĕнче 49 çулти Дария Архиповна аслă хĕрĕпе Марийăпа тата 8 çулти ывăлĕпе Гайпа тăрса юлнă. Вĕсем çĕнтерĕве çывхартассишĕн тылра ырмиканми ĕçленĕ.
17 çулти Николай Киселевский районĕнчи Тури Чăмăшри вăтам шкулта 1940 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 20-мĕшĕччен 10-мĕш класра вĕреннĕ. Вăл уйрăмах математика, геометри, физикăпа хими предмечĕсене кăмăлланă. Каярахпа Николай МТСри çĕр виçевçисен курсне пĕтернĕ. Ял пурнăçне хастаррăн хутшăннă, Михайловка салинчи общество йĕркелĕхне сыхлакан ушкăнра тăнă.
Новосибирск облаçĕнчи Киселевскри районти çар комиссариачĕ 1942 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче ăна фронта ăсатнă. Николай Архипов офицерсем хатĕрлекен çар шкулне лекнĕ.
Хĕрлĕ çар командирĕ нимĕç фашисчĕсене хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. Çамрăк офицер Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1943 çулхи чи пĕлтерĕшлĕ çапăçăвĕсенчен пĕрне — Курск пĕккинчи çар операцине — хутшăннă. Унта историре халиччен пулман танксен çапăçăвĕ пулса иртнĕ.
Тăшман хаяррăн тапăннă. Пирĕн салтаксем ăна хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. Курск пĕккинчех унăн пиччĕшĕ Севастиан та çапăçнă. Анчах та вĕсене çак пурнăçра пĕр-пĕринпе текех тĕл пулма пÿрмен, Николай Архипов пĕр хаяр çапăçура пуç хунă. 1943 çулта 20 çулти çамрăк Смоленск тăрăхĕнчи Новосельце ялĕ çывăхĕнчи çапăçу хирĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă.
Н.М.Архипов офицер фронтра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартса Тăван çĕршывшăн çапăçса вилнĕ. К.Ваншенкин поэтфронтовик хăйĕн пĕр сăввинче шăпах вĕсем пирки «хăрама пĕлмен рыцарьсем» тесе палăртнă. М.Алигер вара çапларах çырнă:
Кашнийĕн пиртен — хăйĕн вăрçи,
Мала выртан çул та тытăçу хирĕ.
Хăй кам пулнине кăтартнă кашни —
Пуриншĕн пĕрре пулнă тĕллевĕ. Малалла вулас…