Комментари хушас

13 Çу, 2020

Хĕн-хур витĕр тухнă çамрăклăх

«Паян ырлăхра пурăнатпăр. Хăй вăхăтĕнче эпир тăраниччен çăкăр та çисе курман. Вăрçă çеç урăх ан пултăр», — терĕ Патăрьел районĕнчи Вăтаелте пурăнакан Александра Печникова. 90 çулти Александра Ивановна хăйĕн ĕмĕрĕнче терт-асапа çителĕклех курнă. Шăлтăр-шăлтăр пурнăç урапи тикĕс те яка çулпа çеç пыман çав...
Александра Печникова Çĕнĕ Ахпÿртри Горбунов Ванюкăн аслă хĕрĕ пулнă. Ун хыççăн тата виçĕ шăллĕ çитĕннĕ. Вĕсен çемйи çĕн çĕре куçса кайма шут тытнă вăхăтра фашистсем Совет Союзне тапăнса кĕнĕ.
— Вăрçă пуçланнине лайăхах астумастăп. Радио калани, хĕрарăмсем кăшкăрса йĕни çеç кăштах куç умĕнче тăрать. Çĕнĕ çĕре пурăнма куçса каяс тенипе атте пÿрте те сутнăччĕ. Усал хыпара илтсенех вăл ялта пĕр пĕчĕк çеç çурт илсе çĕннине турĕ, хăех кăмакине çавăрчĕ. Çакăн хыççăнах ăна салтака кайма ят тухрĕ. Икĕ çыру çеç ярса ĕлкĕрчĕ, виççĕмĕшĕ вăл хыпарсăр çухалнине пĕлтерекен хут пулчĕ, — иртнĕ кун-çулне аса илчĕ Саня аппа.
16 çула та çитмен хĕр çурма тутă, тăхăнмалли нимех те çуккине пăхмасăрах тантăшĕсемпе пĕрле вăрмана йывăç касма, турат иртме кайнă. Вутă çук вăхăтра çулла турттарса хатĕрленĕ хăмăла кăмакара çунтарнă. Пурăнас, йывăрлăха тÿсес тенĕ. Вăрçă пĕтсессĕн пурнăç лайăхланасса шаннă, анчах Çĕнтерÿ хыççăн та çăмăлах пулман.
Пĕве кĕнĕ хĕрĕн хитререх тумланас, мăшăрланма вăхăт çитнĕ май арчана тупра та пухас килет. Ялта вара хăть ăçта ĕçлесен те укçа паман. Торф кăларма каякансем пушă алăпа килменнине шута илсе Саня аппа та юлташĕсемпе пĕрле унта вербовкăпа кайма çырăнать. «Телее пăхса Мускава кай», — теççĕ ваттисем...
— Фермăра ĕçлеттĕм. Ураран çăпата хывса курман. Çумăр çусан йĕп-йĕпе пулатчĕ. Кăштах та пулин укçа ĕçлесе илес тесе 17 çул та тултарманскер ют тăрăха кайма шут тытрăм. Ялтан виççĕн — эпĕ, Антонина Гнедина тата Зоя Юзорова — кайрăмăр. Çул çитменнипе ман паспорт та çукчĕ, Алексеев текенни туса пачĕ. Ăна та пулин анне пĕçернĕ вĕри пашалупа юнашар хурса юрăхсăра кăлартăм. Мускава çитсен документа уçас теççĕ — уçаймаççĕ, çилĕм çыпăçса ларнă. Каялла ярасшăнччĕ мана, Ленинград хĕрĕ: «Ан ярăр», — терĕ. Эпĕ ăна кайран сăмса тутрисем, кĕпесем çĕлесе параттăмччĕ. Мана вара паспорт çĕнĕрен туса пачĕç, — малалла сÿтĕлчĕ аса илÿ çăмхи.
Чăваш Енрен килнĕ хĕрсен çĕршывăн тĕп хулинче 24 хутлă çуртăн никĕсне янă çĕрте ĕçлеме тивнĕ. Çулталăк ытларах унта вăй хунă хыççăн шăпа Александра Ивановнăна Молотов хулине (халĕ Пермь) илсе çитернĕ. Çап-çамрăк хĕрсен арçынсем вырăнне Камăран пĕренесене пакурпа туртса илсе ещĕксем тăвакан цеха ямалла пулнă.
Малтанах çамрăксене шыв çывăхĕнчи барака пурăнма вырнаçтарнă. Виçĕ эрне çакăнта нушаланса кунпа çĕре улăштарнă. Ĕçлеме килнĕ каччăсем пикесен çунă япалисене çакнă каштана татнă е шывпа юхтарса янă тĕслĕхсем темиçе хутчен те пулнă. Ирхине çывăрса тăнă çĕре урай тулли шыв пулни те сахал мар шар кăтартнă. Пĕрле пурăнакан 2-3 маттур хĕр кантура кайса калаçнă хыççăн тинех урăх вырăна куçарнă.
Паян пур килте те, тĕрĕссипе кашнин аллинче тесен те йăнăш мар, сехет пур. Вăл вăхăтра ун пирки ĕмĕтленмен те. Баракра пурăнакан хĕрсене ĕçе е киле каймаллине систерсе витрене патакпа шаккаса пĕлтернĕ. Ирех аллисене пакур тытнă хĕрсем сĕм çĕрлечченех вăй хунă. Йывăр ĕçре тăрăшнăшăн кашнине кăштах пÿс панă. Çакă та çамрăксене хавхалантарнă.
— Çăмăл марччĕ пĕрре те. Тĕрĕссипе, сывă таврăнасса та шутламан. Пĕрле ĕçлекен пĕр хĕр, Етĕрне районĕнченччĕ-ши, Камăна ÿкрĕ. Те çăлчĕç çавна, те çук — астумастăп. Çанталăк сивĕтсен атта хывса шаккаттăмăрччĕ те пăр шăпăр-шăпăр туса ÿкетчĕ. Кунĕпе ура йĕпйĕпе пулнăран ура та сурма пуçларĕ. Мĕнле тÿснĕ-ши?
Ирех тăрса каланккă хутмаллаччĕ, апат пĕçермеллеччĕ. Шыв хĕрринче пурăнсан та ĕçме шыв çуккипе флягăпа инçетрен илсе килеттĕмĕр. Ĕç хыççăн тем вăрăмăш черет тăрса çур буханка çăкăр туянаттăмăр.
Пирĕнпе пĕрле нимĕçсем пурăнатчĕç, вĕсен ниçта та тухса çÿреме юрамастчĕ. «Эсир мĕнле наци халăхĕ? Хăвăра хĕрхенмесĕр вăйлă ĕçлетĕр», — тесе тĕлĕнетчĕç, пире хĕрхенетчĕç. Хăйсем вăрçăччен пуян пурăннине, путвал тулли çимелли пулнине каласа паратчĕç, — иртнĕ кунĕсене куç умне кăларчĕ Саня аппа. Малалла вулас…

www.hypar.ru

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.