Archive - 13 Çурла, 2018 - Чăваш хĕрарăмĕ
«Чăваш хĕрарăмĕ» 31 (1055) № 11.08.2018
Тĕнче тавра — велосипедпа!
Тарас Кольккин арăмĕ
Хисепесе çапла чĕнеççĕ ăна ялта. Шураç ялĕнче 90-ран иртни 1927 çулта çуралнă Нина Шленская кăначчĕ. Çĕртме уйăхĕнче салтак арăмĕ Мария Тарасова та тăхăр вунă теçетке урлă урлă каçрĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пирĕн ялтан 136 çын хутшăннă, 55-шĕ каялла çаврăнса çитеймен. 123 салтак арăмĕнчен те паян пурăнакансем иккĕн çеç: Нина Шленскаяпа Мария Тарасова.
Сăмахăм Мария çинчен. Ашшĕ Николай Андреевич мăшăрĕпе Матрена аппапа 3 хĕрпе 3 ывăлне пурнăç парнеленĕ.
Халапсем çÿреççĕ-ха…
«Арçури» авторĕн М.Федоровăн ашшĕн пиччĕшĕ Элекçей Хурапхаран Хурăньялти пĕр тăлăх хĕр патне киле пырса кĕнине нумайăшĕ пĕлеççĕ. Паянхи унăн йăхĕнчи мăнукĕн мăнукĕсем те çирĕплетеççĕ çакна. Вĕсем Хĕлип Петтин ачисем — Александровсем.
Михаля Шĕнерпуçĕнче ăс пухнă, унтах вĕрентнĕ. Хурăньялти куккăшĕсене манман вăл: Кăшарни, Сурхури, Çветке эрни, Раштав, Мăнкун, Пукрав уявĕсенче çитме тăрăшнă. Çуран мар паллах — лав тытса. «Улпут килчĕ!» — тенĕ Хурăньялта.
Генералăн та хырăм выçать
Çын ĕçлессишĕн пурăнмасть, пурăнассишĕн ĕçлет… Çак каларăш паян уйрăмах çивĕчленсе çитрĕ. Аслă ăрушăн кун пек ыйту тухса та тăман темелле хăй вăхăтĕнче. Шкул хыççăн кам малалла вĕренме çул тытнă, пĕлĕвне татах та тарăнлатас тĕллев çуккисем тĕрлĕ организаци-предприятие ĕçе вырнаçнă. Анчах та икĕ ушкăнри çамрăксене пĕрлештерсе тăраканни пулнă — малашлăх пирки никамăн та пуç ыратман. Аслă шкултан вĕренсе тухнă спе-циалистсем ĕç вырăнĕ шыраса хăшкăлман, вĕсене направленипе ăсатнă. Икĕ ушкăнĕ те пĕлнĕ: вăхăчĕпе садикре вырăн та, хăтлă хваттер те пулать.