Комментари хушас

13 Çурла, 2018

Инкек киле ан кĕтĕр

«Талăк хушшинче 4 пушар тухнă», — пĕлтерсе çырнă çурлан 8-мĕшĕнче Раççей МЧСĕн республикăри управленийĕн сайтĕнче. Çакăнтан пĕр кун маларах Муркаш районĕнче транспорт хатĕрĕ çунма тытăннă. Вăл юсавсăр пулнипе çыхăнтараççĕ инкек сăлтавне. Çак кунах Елчĕк районĕнчи пĕр агрофирмăра электропроводка юрăхсăр пулнăран тырă типĕтмелли агрегат çунма тытăннă. Юрать-ха пушарнăйсем тырă ангарĕпе юнашар ларакан тепĕр комплекса сыхласа хăварма пултарнă. Çав каçах Шупашкар районĕнчи 49 çулти арçын хуçалăхĕнче çулăм алхаснă. Мунча кăмакинчен тухнă кăвар.

Ытлари кунах МЧС ĕçченĕсен пулăшăвĕ Шупашкарти Мир проспектĕнчи пĕр çуртра пурăнакансене те кирлĕ пулса тухнă. Кил хуçи арăмĕ духовкăна апат ăшăтма лартнă та юнашар пÿлĕмре ларакан ывăлĕ патне кайнă. Сасартăк кухньăра темĕн шаплатса çурăлнине илтнĕ, çийĕнчех тĕтĕм капланса тухнă. Юрать-ха 37-ри хĕрарăм 3 çулти ывăлĕпе тата кукамăшĕпе хваттертен хăвăртрах тухнă та çăлавçăсене чĕннĕ. Духовка тăррине вырнаçтарнă газ счетчикĕ хĕрсе кайнă- мĕн, çавăнпах сирпĕннĕ те.
Çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче каçхине Шăмăршăри 90 çулти хĕрарăмăн çурчĕ кĕлленнĕ. Шел, хуçине çăлăнма пÿрмен. Инкек сăлтавĕсене уçăмлатман-ха. Шăмăршă районĕнче кĕçнерни кун та пушар алхаснă. 46 çулти кил хуçин хуçалăхĕ тул çутăлнă вăхăтра хыпса илнĕ. Унăн çурчĕпе хуралтисене тĕп тусан кÿршĕсене те тапăннă «хĕрлĕ автан».
Кунашкал тĕслĕхсем — куллен. Çулталăк пуçланнăранпа кăна /çурла уйăхĕн 8-мĕшĕ тĕлне/ республикăра 554 пушар алхаснă. 66 миллион тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ вăл. 41 çын пурнăçне илсе кайнă.
Инкек сиксе тухнишĕн вара чи малтан яланхи пекех хамăр айăплă. Электропроводка кивелнине пĕлетпĕр пулин те улăштарма васкамастпăр, мунча хутнă чухне хăрушсăрлăха пăхăнмаллине манатпăр, ÿсĕрле пирус туртатпăр…
Кун пек лару-тăрура, паллах, профилактика кирлĕ. Асăрхаттарни пурин чунне те кĕрсе вырнаçмасан та чылайăшне тимлĕрех пулма вĕрентет. Пушшех те, хăрушсăрлăха пăхăнмаллине ачасене кăна мар, аслисене те аса илтерсех тăмалла. Çакна пушар хуралĕнче тăрăшакансем аван пĕлеççĕ. Çавăнпах халăхпа час- часах — эрнесерен — тĕл пулса калаçаççĕ.
Кĕçнерни кун кунашкал рейда Шупашкарти Пушарпа çăлав 2-мĕш чаçĕн ĕçченĕсемпе Пушар хуралĕн патшалăх инспекторĕсем, ВДПО хастарĕсем тухрĕç. Тĕп хулари Кăнтăр хĕвел анăç районĕнче харпăр хăй çуртĕнче пурăнакансем патне çитрĕç вĕсем.
— Рейд тĕллевĕ çынсене явап тыттарасси мар, пушар хăрушсăрлăхĕ çинчен аса илтересси. Юсавсăр электроприбор, татăлса аннă электропроводка мĕнпе хăрушшине, кăмакана та тĕрĕс хутмаллине ăнлантармалла, — аса илтерчĕ Пушарпа кĕрешекен федераци 1-мĕш отрячĕн пуçлăхĕ Александр Бараматов.
Паллах, алăкран шаккакансене пурте уçмаççĕ. Чылайăшĕ тата вăл е ку хатĕр тĕрĕс-тĕкел ĕçленине, мунча кăмакине тĕрĕс купаланине кĕртсе кăтартма килĕшмест. Ирĕксĕрлемелле мар паллах. Çав вăхăтрах хăш çуртра ватă çын, ăçта пĕчĕк ачасем пуррине асăрхама тăрăшмалла: инкек ăнсăртран сиксе тухсан çав çуртра кам пуррине пĕлсе тăмалла. Çакна та аса илтерчĕ Александр Иванович пушарнăйсене халăхпа калаçма кăларса яриччен. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.