Татьяна НАУМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

4 Чÿк, 2018

Ветерансем сывă пурнăç йĕркишĕн

5, 4, 3, 2, 1 вĕçленчĕ спортсменсене уйăрса панă вăхăт. Пĕр табло çинче - 236, тепри 238 кăтартать.

Владимир Шуряков çĕнтермеллеччĕ пек... Владимир Понихидкинран кире пуканне рывок туса вăл ытларах çĕклерĕ-ха, анчах толчокра тусĕ 166 кăтăртупа палăрнă. Владимир Петрович вара 161 çеç. Хушма кăтарту çĕнтермешкĕн кăштах çеç çитейменнине палăртать.

23 Утă, 2018

Пурнăçа юратсан çеç вăй-хал иксĕлми тапать

— Юлташăм шÿтленĕ пек, эпĕ çыхнă пĕтĕм япалана тиеме КамАЗ та çитес çук, — уççăн та ăшшăн кĕтсе илчĕ пире Комсомольски салинче пурăнакан Людмила Симендеева.
Вырăнти культура ĕçченĕсем эпир унăн алă ĕçĕсемпе паллашма пырасса систернĕрен капăр тумĕсене хатĕрлесе хунăччĕ вăл.

16 Утă, 2018

Шупашкар та хăнасене йышăннă

Футбол енĕпе Тĕнче чемпионачĕ иртнĕ тапхăрта Шупашкара Колумбирен, Аргентинăран, Иранран, Польшăран, Китайран, Францирен тата ытти çĕршывран 570 турист хăналаннă.

Çĕртме уйăхĕн 17-мĕшĕнчен пуçласа утă уйăхĕн 7-мĕшĕччен Хĕрлĕ тÿремре пысăк экранпа кăтартнă матчсене 20 пине яхăн çын çитсе курнă.

Pages