- Чăвашла верси
- Русская версия
Пурнăçа юратсан çеç вăй-хал иксĕлми тапать
— Юлташăм шÿтленĕ пек, эпĕ çыхнă пĕтĕм япалана тиеме КамАЗ та çитес çук, — уççăн та ăшшăн кĕтсе илчĕ пире Комсомольски салинче пурăнакан Людмила Симендеева.
Вырăнти культура ĕçченĕсем эпир унăн алă ĕçĕсемпе паллашма пырасса систернĕрен капăр тумĕсене хатĕрлесе хунăччĕ вăл.
— Ку пĕр пĕчĕк пайĕ кăна-ха, — терĕ кăмăллă хĕрарăм пысăк купа çине кăтартса. Ара, Людмила Николевна янтăланă капăр çи-пуçа хĕрĕ те, кинĕ те, мăнукĕсем те, тус-тăванĕ те тăхăнать-çке.
— Кăна Турцие тăхăнса кайнăччĕ; ку çип юлашкисенчен; çакна кăштах улăштармалла; ку пĕчĕкленнĕ — кама та пулин памалла; çакна те 100 çул каяллах çыхнăччĕ ĕнтĕ /кулать — Авт./, халĕ те çеп-çемçех-ха; кăна ятарласа кăвак кĕпепе тăхăнма хатĕрленĕ; кунашкал эрешпе икĕ кофта манăн; ку аялтан шурă тăхăнсан илемлĕ курăнать, — япаласен вĕçĕ-хĕрри те пулас çук пек. — Çип юлашки нумай манăн. Мăнук çуралсан пĕчĕк утиял çыхрăм вĕсенчен. Вăл ÿснĕ май утияла та пысăклатрăм. Тăваттă та халĕ кунашкалли. Хăна килсен витĕнме те меллĕ вĕт. Телевизор пăхмастăп эпĕ — итлетĕп. Ал ĕç тумасан кăмăл пăсăлать, хама та япăх туятăп. Çак кофта та тахçанхиех. Юратса тăхăнатăп ăна. Çĕтĕлме те пĕлмест. Тÿрех кукамая аса илетĕп: чикансем алăкран шаккаса мĕн те пулин пама ыйтсан хăй çинчи кĕпине хывнă вăл. Лешсем тĕлĕннипе куçĕсене те чарса пăрахнă тет. «Çăвап та тăхăнап, çăвап та тăхăнап, çĕтĕлме те пĕлмест, йă-лăхтарса çитерчĕ», — тетчĕ вăл. Çавăнпах хывса панă та. Çак япала та çĕтĕлме пĕлмест, питĕ ăшă тата сурăх çăмĕнчен çыхнăскер. Сăмах май, япала çыхма çурхи çăм çеç юрăхлă. Çума, чÿхеме пĕр температурăллă шывпа усă курмалла, — ырă сĕнÿ те парать Людмила Николаевна.
Кукамăшĕ Ольга Ларионовна та, амăшĕ Анна Федоровна та алă ĕçĕпе айланнă-мĕн. Ăсталăх вĕсенчен те куçнă-тăр.
— Ача чухне тĕрлемен эпĕ, 6-7 çул каялла çеç тытăнтăм. Çывăх çыннăм çинчен ас тăвăм хăварас килчĕ. Тĕрĕрен анне сумка çĕлесе янăччĕ. Эпĕ ăна çĕнетрĕм, — çĕнĕ киленĕçĕпе те паллаштарать ăш пиллĕ хĕрарăм.
Илеме туякан, шÿтлеме юратакан алă ăсти сывă пурнăç йĕркине те пăхăнать. Хăйне «физкультурнăй мар» тет-ха, пур пĕрех спорт ăмăртăвĕсене те хутшăнать. Шывра хăйне пулă пекех туять-мĕн. Ветерансен хушшинче ишессипе иртекен ăмăртусенче пĕрре мар малти вырăна тухнă.
— Эпĕ Кĕтне çинче ÿснĕ-çке. Ун чухне юхан шыв та хальхи марччĕ çав: тарăнччĕ, сарлакаччĕ. Халĕ çырмара ишме хăратăп — тĕпĕнче тем пур, бассейнра вара чăннипех те чун каниччен киленетĕп, — пытармасть Людмила Николаевна.
Унăн «Шывра путакансене çăлнăшăн» медаль пуррине те каласа хăвармалла. 1964 çулта, шкулта вĕреннĕ чухнех, тивĕçнĕ вăл ăна.
— Шы в х ĕ р р и н ч е я п а л а чÿхетпĕр. Кĕтне хĕрринче ачасем те хĕвĕшеççĕ. Пĕри путма пуçланă иккен! Кам ачи, ăçтан — нимĕн те пĕлместĕп. Инкеке лексен темшĕн çыран еннелле мар, шалалла кĕрет çын. Аптраса тăмасăр шыва сикрĕм ун чухне, — аса илет паттăр.
Маттур та хастар хĕрарăмăн черетлĕ чун киленĕçĕ — юрă-ташă. «Кубняночка» ансамбле йĕркеленнĕренпех — 1987 çултанпах — çÿрет вăл. Солист та пулнă пĕр вăхăтра. Ансамбльпе ăçта кăна çитмен пулĕ. Çакă ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртни те.
— Артист пулас килетчĕ манăн. Кĕçĕн класра вĕреннĕ чухне атте тăванĕ «ача чухне пурте артист пуласшăн», — терĕ. Çакă манăн чуна кĕрсе вырнаçрĕ. Сцена çинче вара эпĕ хама килти пек туятăп, пурте апла пултараймаççĕ. Халăх театрĕнче сăнар калăпласа пăхнă пулăттăм, — пытармасть вăр-варскер.
Людмила Николаевна килĕнче чечек кайманнине калать. Çав вăхăтрах пÿрчĕ умĕнче мĕн тĕрлĕ кăна чечек куçа илĕртмест пулĕ. Çуркунне çеçкипе савăнтарма васкакан хĕп-хĕрлĕ тюльпансем хăйсемех мĕне тăраççĕ!
— Ачаран юрататăп ку чечеке. Кĕçĕн Каçалта çĕр тăмлă — тюльпан каймасть. Тепĕр тесен эпир ÿснĕ чухне вăл пулман та. Пĕрисен ÿсетчĕ вара. Питĕ хамăрăн пахчара лартас килетчĕ вĕсене. 1990 çулта Хусана вĕренме кайсан Ставрополь тăрăхĕнчи хĕрарăмпа пурăнтăмăр. Вăл мана нарциспа тюльпан суханне ярса пачĕ. Çавăнтан пуçланчĕ те ку чечеке лартасси.
Кашни çулах мар, анчах тепĕр чухне кăлармалла сухана, унсăрăн тымар шала каять. Тислĕк те кирлĕ. Пĕрмай шăвармалла тата. Пĕр çулхине 15 тĕслĕ тюльпан çурнăччĕ пахчара, — сăмах çăмхине малаллах тăсатпăр сывлăх сыхлавĕн отличникĕпе. Малалла вулас...
Комментари хушас