Татьяна НАУМОВА. Автор сăн ÿкерчĕкĕ.

18 Авăн, 2017

Вăрттăн ĕмĕт

«Ĕмĕтлĕ çын — çунатлă» тенĕ ваттисем. Кашниех тĕллевпе пурăнатпăр вĕт. Пысăк е пĕчĕк савăнăç патне талпăнатпăр. Ырри çывăхне туртăнатпăр. Ĕмĕтсемпе кăварланатпăр. Тепĕр чухне пĕр тĕллев лартатпăр та ăна пурнăçлас тесе утăм хыççăн утăм тăватпăр — пăтăрмахĕ, йывăрлăхĕ, тумхахĕ витĕр тухатпăр. Республикăри МЧС тытăмĕнче ĕçлекен Елена Васильева та çакăн пек хастарсенчен пĕри.

31 Утă, 2017

Кĕтме пăрахсан... хваттерлĕ пулнă

Вунă ачаллă çемьере çуралса ÿснĕ Ризида Зейнетдинова. 2005 çулта амăшĕ, çулталăкран ашшĕ вилсен çичĕ ывăлпа виçĕ хĕр тăлăха юлнă. Юрать-ха тăванĕсене пытарнă тĕле аслисем хăйсем тĕллĕн пурăнма вĕренсе çитнĕ, çул çитменнисем виççĕн пулнă.

17 Утă, 2017

Пĕчĕк йыш йывăрлăхсене парăнмасть

«Вăййăн, вăййăн, вăй яшки — Питрав кунтан юлашки», — шăрантарнă кукамайсемпе асаннесем çамрăк чухне. Кукаçисемпе асаттесем те аптăраса тăман: юрра тăснă, ташша çаптарнă. Шел, Питрав уявне еплерех ирттернине халĕ вĕсен аса илĕвĕсенчен çеç ăша хыватпăр. Пин-пин çамрăка пухнă вăйă карти аваллăха çаврăнса пырать.

Pages