Комментари хушас

13 Çурла, 2018

Тĕнче тавра — велосипедпа!

Çулла... Мĕн тери ырă вăхăт! Ăшă, хĕвеллĕ кунсенче пушă самант тупăнсанах кам пĕве-кÿлĕре е тинĕсре чăмпăлтатма ĕмĕтленет, кам хĕвел питтинче хĕртĕнсе пиçĕхесшĕн, теприсем кимме ларса пулă тытма васкаççĕ... Велосипедпа ярăнасси те çулла — чи анлă сарăлнă киленĕç. Шухă çилпе ăмăртмалла вирхĕннĕ май эх! чуна еплерех ырă туйăм ярса илет! Хĕлле кун пек йăпану çинчен ан та шухăшла. Чим-ха...

Велосипедпа çул çÿрекенсем вара? Вĕсемшĕн хĕлĕн-çăвĕн — куçса çÿремелли пĕртен пĕр хатĕр кăна тейĕн! Икĕ кустăрмаллă «урхамахне» «кÿлеççĕ» те куç ăçталла тĕллет — çавăнта вĕçтереççĕ! Кирлех пулсан... хĕллехи шартламара кармашса Эльбрус тăвĕ çине те хăпараççĕ.

Упаран хăраман Роман

Чăваш Ен çул çÿревçисен хушшинче ун пек теветкелленекен çуках тетĕр пулсан — йăнăшатăр. Велосипедпа тĕнче тăрăх вăрах вăхăт çул çÿресси пирĕн тăрăхра нумаях пулмасть кăна «модăна кĕме» тытăннипе иккĕленетĕр пулинех. Чăн та, инçе велочупăва пуçарса янăранпа 10 çултан ытла иртмен те.
Апла пулин те пирĕн ентешсен йышĕнче бензин тăкакламан «урхамахпа» пин- пин километра хыçа хăварнисем чылайăн ĕнтĕ. Вĕсенчен чи нумай, 60 пин çухрăм, чупни — Шупашкар хулинче пурăнакан 26 çулти Никита Тĕнче. Вăл пĕрре килтен тухса кайса 2 çул пĕр таврăнми çÿресе курнă. Никита çинчен кăшт каярах тĕплĕн çырса кăтартăп, халĕ ун тусĕпе паллаштарам. Роман Андреев, Чăваш Ен тĕп хулинчех çуралнăскер, çак кунсенче анлă çул çÿреврен таврăннă. Тăван хулара 10 уйăх пулман харсăр каччă ăçта çитме, мĕн курма, кампа паллашма ĕлкĕрнĕ? Çакăн çинчен тата чăваш велотуризмĕ еплерех аталанни пирки пĕлес текенсем çурла уйăхĕн 8-мĕшĕнче Наци библиотекине пухăнчĕç.
Тăван ене килсе çитнĕ-çитмен Роман тусĕсемпе тĕл пулнă та малтанхи каçах ушкăнпа Атăл леш енне кайнă. Тĕл пулăва çапла çулталăка яхăн алăран вĕçертмен велосипедпа, экипировкăпах /палатка, çывăрмалли «михĕ», апат пĕçермелли кăмака, савăт-сапа, тум-тир, тĕрлĕрен çĕçĕ — пурĕ 60 килограмм таяççĕ!/ пырса кĕчĕ çамрăк. Залра хăйĕн чи çывăх çыннисем те ларнине курсан тăванлăх туйăмне пытармасăр ăшшăн йăл кулчĕ.
— Ман юратнă анне, — паллаштарчĕ вăл залра ларакансене. — Пуçласа çула тухас умĕн питĕ хирĕçчĕ вăл. Ун чухне Мари Эл вăрманне кайма палăртнăччĕ. «Пуçу вырăнтах-и санăн? Вăрманта пĕччен мĕнле çĕр каçас тетĕн? Унта упасем те пур вĕт», — ятлаçрĕ манпа. Унтанпа мĕнле кăна вăрман-чăтлăхра пулмарăм, ăçта кăна миçе хутчен пĕччен çĕр каçмарăм пуль — упа çăварне лекме мар, курма та тивмерĕ-ха, — ăшшăн йăл кулчĕ Роман.
Каччă инçе çула иртнĕ çулхи авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче тухнă. Атăлçи, Кавказ, Казахстан, Турци хутлăхĕсем тăрăх кустăрмасене çавăрттарнă паттăр 10,5 пин километра хыçа хăварнă. Хăйне чи килĕшнĕ вырăн çинчен ыйтсан вăл пĕр тытăнса тăмасăр çапла хуравларĕ:
— Кавказ пек илемли çук-тăр. Дагестан, Азербайджан, Чечня... Пуринче те çул çÿрекене питĕ ăшшăн йышăнаççĕ. Çакă мăсăльмансем тĕн вĕрентĕвне çирĕп пă-хăннипе çыхăннă-тăр: иртен-çÿрене ырă тумаллах вĕсен, унсăрăн хăйсен çыннисемех çав тери хыттăн айăплама пултараççĕ. Чарăнма шухăшламан çĕртех кишлак таврашĕнчен виçĕ-тăватă кунсăр тухса каяймастăн. Çав тери йĕркеллĕ, лăпкă çынсем. Унта чунпа пуянланатăн. Çут çанталăк илемĕ тĕлĕшĕнчен Эльбруса çитекенни пур-ши? Иккĕмĕш шайри, виççĕмĕш шайри çÿллĕше хăпаратăн — тĕнче панорами акă ăçтан курăнать!
Çул çÿрев тĕллевне те çапларах курнă йĕкĕт: çĕнĕ вырăнсемпе, халăхсемпе, вĕсен культурипе паллашасси. Ăс-хакăл тĕлĕшпе пуянланса таврăннă Роман аякра хăй те пирĕн республика, чăвашсем çинчен каласа кăтартни çинчен пĕлтерчĕ.
— Пытармастăп, çул çÿреме пуçласанах эпĕ хам чăваш пулни çинчен каламастăмччĕ. Ыттисем хăйсен йăх-несĕлĕпе мăнаçланни, культури-историне тĕплĕ пĕлни манра намăс туйăмĕ çуратрĕ. Халĕ эпĕ кирек ăçта та сăмаха хам чăваш пулнине палăртнинчен пуçлатăп. Пирĕн республика çинчен чылай çĕрте, шел, сахал пĕлеççĕ. Илтсен — кăсăкланаççĕ. Турккăсемпе тăвансем пек калаçрăмăр вара — пĕр çемьери чĕлхесенче пĕр пеклĕх пур- çке. Тепĕр тесен çынсене пĕр-пĕрин патне туртăнма чĕлхе пĕлни те кирлех мар. Акă Батумире пĕр мăнастирте пурăнакан манах тĕлне лекрĕм. Вăл — грузин, вырăсла пĕлмест. Темиçе кунран пĕр-пĕрин калаçăвне чиперех тавçăрма пуçларăмăр. «Робинзонпа Пятница пекех эсир», — тетчĕç мăнастире пыракансем.
Çул çÿрев вăхăтĕнче пухнă видеоматериал тăрăх Роман Андреев фильм хатĕрлет. Вăл сахалтан та 20 серирен тăрĕ. Мĕн ÿкернине монтаж тунă май йăлтах çĕнĕрен аса килнине палăртрĕ режиссер профессийĕпе кăсăкланакан хастар. Çул çÿрес туртăм хăйне ашшĕнчен куçнине ĕнентерекенскер çитес çÿреве унпа кайма ĕмĕтленни çинчен пĕлтерчĕ. «Ывăннă» велосипедне юсаса вăйлатнă хыççăн Вăтам Азие çитсе курасшăн ашшĕпе ывăлĕ.

Тĕнче курма çуралнă Тĕнче

Роман Андреева велосипедпа çул çÿреме Никита Васильевпа /нумаях пулмасть вăл хăйĕн питĕ анлă сарăлнă хушаматне улăштарнă, халĕ — Тĕнче/ паллашни хĕтĕртнĕ. Хастар чăваш çамрăкĕсен «Хавал» лагерĕнче тĕл пулнă вĕсем. Чăваш велочупуçи унта лекци вуланă, çул çÿрев вăхăтĕнче пухнă материалпа пал-лаштарнă.
Никита Тĕнчене кĕске хушăрах тĕнче пĕлме тытăнчĕ тени — ÿстерсе калани мар. Хурçă «урхамахĕпе» Алтая, Китая çитнĕ хăюллă чăваш каччи ăçтан, хăш «тĕнчерен» татăлса аннă-ха?
— Шупашкартах, ахаль çынсен çемйинчех çуралса ÿснĕ эпĕ. Анне — çĕвĕç, атте — суту-илÿре тăрăшаканскер. Шкулта вĕреннĕ вăхăтрах географие çав тери юрататтăм. Аттестат алла илсен Хусанти университета метеоролог специальноçне вĕренме кĕтĕм. Савăнтăм. Шел, икĕ уйăх вĕренсенех мана унта кичем пулма тытăнчĕ, тухса кайрăм. Çав вăхăтра американсем ÿкернĕ «В диких условиях» фильм пăхнăччĕ. Çав тери чуна пырса тиврĕ. Хама тĕп сăнар вырăнне лартса пăхас килчĕ-ши — автостоп мелĕпе инçе çула тухма шухăшларăм. Ачаранпах Киев илĕртетчĕ, тытрăм та çула тухрăм. Çапла 2010 çулта Украина, Беларуç çĕршывĕсенче пулса куртăм. Каллех географ пулас ĕмĕт канăç памарĕ — педуниверситета вĕренме кĕтĕм. Салтак атти тăхăнмасăр мĕнле-ха? Çар хыççăн вĕреннĕ хушăрах ĕçлеттĕм те: Чăваш академи драма театрĕнче декорацисене вырнаçтараканĕччĕ. Çав тапхăрта çуралчĕ те манра чăвашлăх туйăмĕ. Пирĕн, хулара ÿснĕ чăваш ачисен, тăван чĕлхене пĕлменскерсен, нуши — ăнлавăмăр кая юлса вăранни. Театр труппипе ялсене тухса çÿреттĕмĕр. Çавăн чухне Чăваш Енри пур хула-яла çитес кăмăл тĕвĕленчĕ. Çапла велосипед туянас шухăш патне çитрĕм. 2013 çулта мĕн пур 21 района çитсе çаврăнтăм вара. 1200 километр – хавхаланмалăх малтанхи çитĕнÿ, — уççăн каласа кăтартрĕ Никита.
Хăйĕншĕн юркăн пурнăç чунне çывăх пулнине пытарман чăваш çамрăкĕ халăхăмăрăн историне аван пĕлет. Чăн та, гипотезăсен йышĕ нумаййи вĕчĕрхентерет ăна. Пирĕн историксем ĕçлесе çитерейменни тесех хаклать çакна. Ăслăлăх чăхăмланине тÿре-шара наци ыйтăвĕсемпе çителĕклĕ таран тимлĕ пулманнипе çыхăнтарать.
Чунпа чăн чăваш пулни палăратех унра. Ахальтен мар кăçал Республика кунĕ умĕн социаллă сетьсенче йыхрав вырнаçтарса «Чăваш Ен велочупăвĕ» йĕркелерĕ. Икĕ эрнене тăсăлнă çул çÿреве кăмăл пуррисене пурне те чĕннĕ вăл. Кашни района çитсе унти паллă вырăнсемпе паллашнă, музейсене çитнĕ. Çакнашкал усăллă çÿреврен таврăнсанах... ача ашшĕ пулса тăнă Никита. Тĕнчене пĕчĕк кăна хĕр пĕрчи Аяран — Уйăх пики — килнĕ. Пепке çуралсан ăна чăваш ятне парасси пирки малтанах ĕмĕтленнĕ иккен çамрăк ашшĕпе амăшĕ.

Интервью илес тенĕ те...

Кам-ха вăл, пĕчĕк Ая амăшĕ? Ăнланать-и хăйне евĕр чун киленĕçĕпе, ыттисеннинчен раснарах ĕмĕт-тĕллевпе пурăнакан мăшăрне? Ăнланать кăна мар, хăй те пĕрле çул çÿрет. Велосипед педальне авăстарма вăхăтлăх чарăннă сăлтавĕ — ача амăшĕ пулса тăни.
Анастасия Сафонова — Бурятирен. Новосибирскра радиожурналистра ĕçленĕ. Никита Васильев çинчен çул çÿревçĕ хăйсен хулине çитсен ăнсăртран пĕлнĕ. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.