- Чăвашла верси
- Русская версия
Халапсем çÿреççĕ-ха…
«Арçури» авторĕн М.Федоровăн ашшĕн пиччĕшĕ Элекçей Хурапхаран Хурăньялти пĕр тăлăх хĕр патне киле пырса кĕнине нумайăшĕ пĕлеççĕ. Паянхи унăн йăхĕнчи мăнукĕн мăнукĕсем те çирĕплетеççĕ çакна. Вĕсем Хĕлип Петтин ачисем — Александровсем.
Михаля Шĕнерпуçĕнче ăс пухнă, унтах вĕрентнĕ. Хурăньялти куккăшĕсене манман вăл: Кăшарни, Сурхури, Çветке эрни, Раштав, Мăнкун, Пукрав уявĕсенче çитме тăрăшнă. Çуран мар паллах — лав тытса. «Улпут килчĕ!» — тенĕ Хурăньялта.
Пĕрре çитет çапла чаплă урхамахпа. Ял юр айне пулнăран пÿрчĕсем те курăнман. Тăпăрчă Микулин /Сĕмĕлте çак тавара сутнипе çапла ят панă ăна/ хĕрĕ Кăрахьян хура мунча хутса пултарнă. Хаяррине ытларах пушатнă-ши е сĕрĕм тивнĕ: иккĕшĕ — мунчара, иккĕшĕ пÿртре тÿннĕ.
Хăнана çитнисем чăвашла хапха юр айне путнăран ун урлă пĕр чăрмавсăрах каçнă. Чĕнеççĕ — сас паракан çук. Иккĕшне тупаççĕ- ха. Пÿрт умне сĕтĕрсе тухаççĕ вĕсене. Йĕр тăрăх мунчана çул тытаççĕ. Унта тата — икĕ «виле».
Паянхи васкавлă пулăшу пирки тĕлленмен те, анчах Сĕмĕлти земство тухтăрне Д.Кушникова аса илет икĕ тус. Мĕтри пичче хресченсемшĕн тăрăшнине манман вĕсем.
Пÿртрен сĕтĕрсе тухнисене мунчари пĕтĕм шывпа «шăварсен» тĕтĕм-сĕрĕмпе минренисем куçĕсене кăшт уçаççĕ-ха. Мунчарисене Михаля Мăн Антун ямшăкĕпе /Юрий Викторов профессорăн мăн аслашшĕ/ тăлăпсемпе чĕркесе ларкăч çине пăрахаççĕ те пĕр тăхтамасăр 4 çухрăмри больницăна вĕçтереççĕ.
Мĕтри пиччĕшĕ аптранисене çурта илсе кĕричченех, çуна çинчех, темĕн шăршлаттарса тăна кĕртет, кăштах ура çине тăратать. Анчах.. лешсем кĕрĕк айĕнче çаппа-çарамас-мĕн. Ара, мунчаран вĕт-ха… Каччăсем вĕсене ÿкĕтлесе ăшшалла аран илсе кĕреççĕ. Кулăшла пулса тухнăран Михаля пулăшнипе тухтăр сăвă та хайланă имĕш…
Çулсем иртсен Тăпăрчă Микулин хĕрĕ Кăрахьян, Михаля савнийĕ-варлийĕ пекки, Энĕш тепĕр енчи Вăтаçĕртине, Микула Çеменне, качча тухать. Анчах кун çинчен «Арçури» авторĕ каярах кăна илтет.
«Пĕлнĕ пулсан Михаля ăна Хурапхана вăрласа тарĕччĕ» текен халап та çÿрет Хурăньялсен асĕнче, ĕмĕрсем иртнине пăхмасăр «çĕнтерсе».
Анатолий МАКСИМОВ.
Сĕнтĕрвăрри районĕ.
Комментари хушас