Archive - 1 Пуш, 2014 - Чăваш хĕрарăмĕ

1 Пуш, 2014

Класри линолеум хăма çураçтармасть-çке чунăма

Çамрăксем шкула ĕçлеме каясшăн мар. «Пиçсе» çитнĕ çак ыйтăва ахальтен мар Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев хăй хускатрĕ, паян-ыран алла диплом илес учительсемпе тата тин кăна вĕрентÿ ĕçне пикеннисемпе тĕл пулчĕ. Кун пирки «ЧХ» иртнĕ номерĕнче тĕплĕн çырса кăтартнăччĕ.

1 Пуш, 2014

Юрă сăмахĕсем манăçсан та... Анфиса Смелова аса килет

Шупашкарти «Çĕнтерÿ» мемориал комплексĕнчи Çар Мухтавĕн монуменчĕ патĕнче тăратăп. Ăна 1980 çулхи çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче уçнă. Амăшĕпе салтак сăнарĕ урлă Тăван çĕр-шыв Аслă вăрçи вăхăтĕнчи паттăрлăха кăтартнă. Çакăнтах сÿнми çулăм ялкăшать.

1 Пуш, 2014

Халăх асĕнче çырăнса юлнă уяв

Иртнĕ вырсарни кун виçĕ уяв пĕрле килчĕ - Çăварни, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçисен кунĕ тата пирĕн çĕр-шыв команди пĕрремĕш вырăн йышăнни. Спортăн пысăк уявĕ халăх асĕнче чылайлăха çырăнса юлчĕ. Пысăк çĕнтерÿ Раççей çыннисен кăмăлне çĕклерĕ.

1 Пуш, 2014

Çул çинче...

РФ ШĔМ управленийĕн республикăри çул çÿрев хăрушсăрлăх патшалăх инспекцийĕн патруль службин ĕçĕ-хĕлне тарăнрах çутатас шухăш тахçанах çуралнăччĕ. Пресс-конференцире чылай информаци, цифра асăнаççĕ-ха, çапах та «çĕр хут илтиччен пĕрре курни пахарах» теççĕ.

1 Пуш, 2014

Çĕнтерес пултарулăх ăна юн шайĕнче куçнă

Совет тата Раççей спорт историйĕнче кун пекки пулманччĕ-ха - пирĕн çĕр-шыври пĕччен ярăнакан хĕрарăм фигуристсенчен ку таранччен никам та ылтăн медаль çĕнсе илмен. Историе çĕнĕ варкăш вĕртсе кĕртекенни вара 17 çулти хĕр пĕрчи Аделина Сотникова пулчĕ.